«Крокус Сити Холл» концерт залӗнче 143 çын вилнӗ, 100тен ытла çын аманнă
Трагеди
Район центрӗнче Мускав çывӑхӗнчи терактра вилнисене халалланӑ мемориал йӗркелерӗç. Вӑл районти Культура çурчӗ умӗнчи телеэкран умӗнче вырӑн йышӑнчӗ.
Аса илтеретпӗр, Мускав çывӑхӗнчи концерт залне мартăн 22-мӗшӗнче каҫхине тапӑнчӗç. Трагедире 100тен ытла ҫыннăн пурнăçӗ татăлчӗ, ҫавӑн чухлех аманчӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ертӳçӗсем, ҫамрӑк армеецсем, «Малтисен юхăмӗн» активисчӗсем, организацисен представителӗсем, районти аслӑ ӑруран пуҫласа кӗҫӗн ӑрӑва ҫитичченех вилнисен ячӗпе чечексем, ҫемҫе теттесемпе ҫуртасем илсе килчӗҫ. Траур кунӗсенче патшалӑх ялавӗсене антарчӗç.
Ку эрнен ӗçлӗ тунтикунӗ те «Крокус Сити Холл» концерт залӗнче пулнă теракт вăхăтӗнче вилнисене асӑнса, пӗр минут шăп тӑнӑ хыҫҫӑн пуҫланчӗ.
— Пирӗн ҫӗршывра пулса иртнӗ хӑрушӑ трагеди пиртен никама та сӳрӗккӗн хӑварма пултараймасть. Питӗ йывӑр хуйхă, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Ӗçлӗ тунтикун хыççăн, Мускав ҫывӑхӗнчи «Крокус Сити Холл» концерт залӗнче трагедиллӗ пулăмпа ҫыхӑннă терроризма хирӗçле комиссийӗн плансӑр ларӑвӗ пулса иртрӗ.
Раççей Шалти ӗçсен уйрăмӗн Ҫӗпрел районӗнчи полици уйрăмӗн начальникӗн çумӗ Ранис Латыпов сӑмах тухса каларӗ, сыхăлăха вӑйлатмалли ӗçсем çинче чарӑнса иртрӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Ринатович та пурне те тимлӗ пулма чӗнсе каланӑ.
— Провокацисемпе юнанисене парӑнмалла мар, социаллӑ сетьсенчи хăрушă хыпарсем, район территорийӗнче паллӑ мар граждансем ҫинчен пӗлтермелле. Хӑрушсӑрлӑх — пирӗн кашнийӗн аллинче! — терӗ вӑл.
Районта ҫак кунсенче культурӑпа массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарчӗç, предприятисемпе организацисенче хӑрушсӑрлӑх режимне вӑйлатнӑ, района пырса кӗмелли-тухмалли режима ҫирӗплетнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев