Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кӗркунне-ҫуркунне тата юр-ҫумӑр та, темест...

Районăн ял хуҫалӑхӗнче малта пыраканӗсене чысларӗҫ

Ҫак кун хăйсен профессийӗсене парӑннӑ ҫынсене: вун-вун ҫул хушши пӗр предприятире ӗҫлекенсене, ирхи шуçăмпа хире тухакансене, фермӑсене васкакансене, сӗтел ҫинче яланах ҫӑкӑр пултӑр тесе тӑрӑшакансене районти Культура çуртне чӗннӗччӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров механизаторсене, агрономсене, зоотехниксене, выльӑх-чӗрлӗх пăхакансене тата хуҫалӑхсен ертӳҫисене  тăрăшса ӗҫленӗшӗн тав турӗ.

Малта пыракансене ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наиль Залаков та саламларӗ. Вӑл районти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене ТР премьер-министрӗн ҫумӗн – ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ министрӗн Марат Заббаровăн саламлă сăмахӗсене пӗлтерчӗ.

Мероприяти концерт номерӗсемпе çыхăнса пычӗ.

Тырпул уявӗнче ӗҫре малта пыракансене медальсем, Тав ҫырӑвӗсем, дипломсем тата Хисеп грамотисем пачӗҫ. Ҫавӑн пекех, хӑйсен пӗтӗм пурнӑҫне аграри отрасльне халалланӑ ветерансене те саламларӗҫ. Наградӑсене Марат Гафаров, Наиль Залаков, депутатсем Ильдар Гильмутдинов, Шакир Ягудин, Ринат Гайзатуллин, районти Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи Данис Сатдинов, районти агроуправленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов пачӗç.

Ӗçӗсене хисеплесе

  Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата ял хуҫалӑх производствине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Цильна» обществӑн таварлă-сӗт-ҫу фермин заведующине Айрат Вазихович Суллейманова; «Государев Амбар» обществăн производствин директорӗн çумне Надежда Борисовна Бондаренкона;  «А.А.Низамов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн начальникӗн çумне Дамир Альфикович Низамова «ТР ял хуҫалӑхӗн Тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» текен хисеплӗ ят пачӗç.

  Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата ял хуҫалӑх производствине аталантарас ӗçе хăйӗнчен пай кӗртнӗшӗн «АгроТрансПорт» обществӑн 1-мӗш номерлӗ базин управляющине Фанис Фянович Багаутдинова Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тав ҫырӑвне парса хавхалантарчӗç.

Реклама

  Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата ял хуҫалӑх производствине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Государев Амбар» обществӑн шут-хисеп машинин операторӗ Лариса Николаевна Акимова; «Цильна» обществӑн склад заведующийӗ Ильдус Иршатович Валиуллов, «Молко Çӗпрел» обществӑн машинӑпа сăвакан операторӗ Роза Витальевна Паукина; машинӑпа сăвакан операторӗ Светлана Васильевна Сундерова; «Цильна» обществӑн хӑрушсӑрлӑх службин начальникӗ Радик Рустамович Хафизов ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин Хисеплӗ грамотисемпе тата ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ятлă сехечӗсемпе парнеленчӗç.

 

  Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Молко Çӗпрел» обществӑн ветеринари врачӗ Алмаз Ильдарович Нуртдинов Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Тав ҫырӑвне тивӗçлӗ пулчӗ.

 

  Ял хуҫалӑх производствинче тӳрӗ кӑмӑлпа,  тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «Çӗпрел-Агрохимсервис» обществӑн механизаторӗ Иван Васильевич Артемьев; «Р.А.Бикчуров» хуçалăхăн механизаторӗ Ильгизар Джамильевич Бохариев; «Агро-Вест» обществӑн тракторист-машинисчӗ Сергей Леонтьевич Захаров; «АгроТрансПорт» обществӑн выльӑх-чӗрлӗх пăхаканӗ Светлана Сергеевна Огурцова; «Н.Н.Дамаев» ИП механизаторӗ Равиль Шарипов Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине тивӗçрӗç.

 

 ТР Ҫӗпрел муниципаллă районӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ял хуçалăх отраслӗн ветеранӗ, Тутарстан Республикин Тава тивӗҫлӗ механизаторӗ, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Хисеплӗ гражданинӗ Николай Иванович Григорьев; 40 ҫула яхӑн доярка пулса ӗҫленӗ ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗ Мунира Абдулкадыровна Давлетшина; ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗçлӗ пулнă Виталий Федорович Ермолаев; ял хуҫалӑх отраслӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ветеранӗ Валерий Михайлович Михайлов; ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗ, Ӗҫ Мухтавӗн II тата III степень орденӗсен кавалерӗ Фарид Абзалович Фатхуллов; ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗ Абдулрасых Замалетдинович Хаернасов; ял хуçалăх отраслӗн ветеранӗ, Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе парнеленнӗ Азат Нургалиевич Хамидуллин; ял хуҫалӑх отраслӗн тава тивӗҫлӗ ветеранӗ Расих Амирзяновича Яфизов Ҫӗпрел муниципаллă районӗ йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ ятпа асӑнмалӑх медальпе парнеленчӗç.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев