Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кристинăпа Станислав Лаврентьевсен пӗрремӗш ачи пӗлтерӗшлӗ датăра çуралчӗ

Телей кӳтӗрччӗ!

Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗн шайӗнче тӗп больницӑн ача çуратмалли уйрӑмӗнче тин ҫуралнӑ хӗрачана çурални çинчен ӗнентерекен свидетельство пачӗç. 

Ҫамрӑксене, ашшӗпе амӑшне, Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, ЗАГС уйрăмӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова, тӗп врачăн çумӗ Иосиф Кукушкин, врач-акушер Светлана Тяхина, ача ҫуратмалли уйрӑмӑн медицина персоналӗ, ҫавӑн пекех, тӑванӗсемпе тусӗсем саламларӗҫ.

– Ҫак тӗлӗнмелле уявра эпир Раҫҫейӗн çӗнӗ гражданинне, Ҫӗпрелӗн тин çуралнă çыннине чыслатпӑр. Пепкен малашлăхӗ телейлӗ пултăр, – терӗ Айрат Залялов.

Лаврентьевсен ҫемйинче ҫуралнӑ çак пепке – пӗрремӗш ача. Кристинӑпа Станислав Аслă Аксу ялӗнче, ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле, пурӑнаҫҫӗ.

Ҫамрӑксем социаллӑ сеть урлă паллашаҫҫӗ. Туслӑ хутшăнусем майӗпен юратăва çаврăнаççӗ, вӗсем çемье çавăрма шутлаҫҫӗ. 2021 ҫулхи август уйӑхӗнче туй тăваççӗ. Ялтан каймаççӗ. Кристина (Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн хӗрӗ) Аслă Аксу вӑтам шкулне ӗҫе вырнаҫать.

Ҫак кунсенче Лаврентьевсен ҫемйине туллилентерсе, ҫут тӗнчене хӗр пӗрчи килчӗ. Ачан йывӑрӑшӗ – 3050 грамм, пӗвӗ – 52 см. Ачана Милана ят панă.

Ача ҫуралнӑшӑн ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӑванӗсем те, ҫывӑх ҫыннисем те питӗ савӑнаҫҫӗ. Станиславăн асламăшӗ Лида аппа: «Манӑн 10 мӑнук, Милана вара – манăн пӗрремӗш хӗр пӗрчи-мăнукăм», – тет.

– Хӗрӗмӗр ҫуралнӑшӑн питӗ хӗпӗртерӗмӗр, ырă-сывă ӳсчӗрччӗ, телейлӗ пултăрччӗ, – тесе савăнăçӗсене пӗлтерчӗç çамрăксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев