Кристина Максимова: «Пысӑк, туслӑ ҫемье — пур йывӑрлӑхсене те сирсе ярать»
Анне пуласси — пысӑк телей
Алешкин-Саплӑк ялӗнче пурӑнакан Кристинӑпа Александр Максимовсем — çемьен ырă та хаклă пахалăхӗсене ачисене парса пурăнакан ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗри. Кристина Витальевна ултӑ ачана пурнӑҫ парнеленӗ хисеплӗ анне.
— Аслӑ хӗрӗмӗр Ксения 11 класра, иккӗмӗш хӗрӗмӗр Анастасия Ульяновск хулинчи медицина колледжӗнче вӗренеççӗ, Анна — 8 класра, Матвей вара 6 класра пӗлӳ илеççӗ, йӗкӗреш ывӑлăмăрсем Артемпа Арсений — 5 ҫулта, вӗсем хальлӗхе «Теремок» ача садне ҫӳреҫҫӗ, — тесе паллаштарчӗ пире хӑйӗн ачисемпе амăшӗ.
Кристина Витальевнӑн чи пысӑк пуянлӑхӗ — ачасем. Вӑл вӗсемшӗн ачаш, юратакан, пур енчен те кӑтартуллӑ амӑшӗ пулма пӗлет, вӗсене юратса, чун ăшшине парса ӳстерет. Ачасем пӗр-пӗринпе туслӑ, яланах пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ.
— Нумай ачаллӑ анне пулнишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп, — тесе хăйӗн туйăмӗсене пӗлтерчӗ Кристина. — Сирӗнтен кашниех нумай ачаллӑ аннен вӑхӑчӗ мӗнле иртнине куç умне кăларса тăратать пулӗ... Ирсерен ачасене çитерсе ӗçтерсе, шкула ӑсатни, япала ҫуни, апат хатӗрлени, кил-çурта тирпейлени, вӗçӗ-хӗррисӗр ӗç...
Кристина Витальевна вара Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулӗнче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ.
Вăл Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳсет, 2018 ҫулта Ульяновскри патшалӑх педагогика университетне пӗтернӗ.
Педагогика ӗҫӗ-хӗлне Хурăнвар-Шăхаль вӑтам шкулӗнче вăрăмлатнă кун ушкӑнӗн воспитателӗнчен пуҫлать. Шӑпа ăна Алешкин-Саплăк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александрпа тӗл пултарать. Ҫур ҫул хушши çӳресе, пӗр-пӗринпе ҫывӑх паллашнӑ хыҫҫӑн, Александр Кристинӑна хăйӗн мăшăрӗ пулма ыйтать.
— Пӗрре пӑхсах эпӗ Кристинӑна юратса пӑрахрӑм, унсӑрăн пурӑнма пултарайманнине ӑнланса илтӗм, — тет Александр, хӑйӗн ҫамрӑклăх ҫулӗсене аса илсе. Телейлӗ ҫемье 19 ҫул ӗнтӗ пӗр-пӗрне çур сăмахран ӑнланса, килӗштерсе пурӑнать.
— Хамăн ҫул çинче Александра тӗл пулнишӗн те эпӗ телейлӗ. Вӑл пирӗн ҫемьен тӗревӗ, ачасене юратакан, каланă сӑмахне яланах пурнăçлакан ҫын, — тет Кристина мăшăрӗ ҫинчен.
Нумай ачаллӑ амӑшӗ пулнипе пӗрлех, «Кристина Витальевна хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ педагог та. Вӗрентекен пулнă май, вӑл ачана яланах интересленекен, анлă тавракурăмлă, тӗрӗслӗхе ăнтăлакан, çирӗп ыйтакан пулма вӗрентме тӑрӑшать. Хӑй те ялан ҫӗнӗлӗх патне туртӑнать, пӗлӳ тата поспитани парассин психологипе педагогика никӗсӗсемпе ăста усă курать, класс тулашӗсенчи ӗҫне тухӑҫлӑн йӗркелет, хӑйӗн ӗҫӗсене ашшӗ-амӑшӗсен ӗçӗпе пӗрлештерсе илсе пырать», — тесе палӑртрӗç унăн ӗçне çутӗç пайӗнче.
2020 ҫулта ӑна пӗрремӗш квалификаци категорийӗ панӑ. «Çулталӑк вӗрентекенӗ — 2018» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн «Педагогика дебючӗ» номинацире районти тапхӑрӗн призерӗ, 2021 ҫулта «Çынна воспитани парасси» воспитани тата хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗçченсен професси ăсталăхӗн республика конкурсӗн муниципаллă этапӗн призерӗ, 2021 ҫулта «Хӗрарӑм — наци хавхаланӑвӗн ҫӑлкуҫӗ» районти конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи, «Çулталӑк вӗрентекенӗ — 2022» конкурсӑн муниципаллă этапӗн призерӗ, «Çулталӑк хӗрарӑмӗ, çулталăк арçынӗ: хӗрарӑм куҫӗпе» республика конкурсӗнче «Хӗрарӑм — Анне» номинацин çӗнтерӳçи те вăл. Конкурссенче хастар хутшӑннӑшӑн район пуҫлӑхӗн Тав çырăвӗсене, район пуçлăхӗн, çутӗç пайӗн, ТР Çутӗç тата наука министерствин Хисеп хучӗсене тивӗçлӗ пулать.
Районта ҫакӑн пек пысӑк ҫемьесем пурри савӑнтарать. Максимовсем, тӗслӗхе илсе кăтарма, чӑннипех тивӗçлӗ вӗсем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев