Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Крансенче ялан шыв пултӑр тесе

Ӗлӗкхи çулсенче район центрӗнче шывпа тивӗçтернӗ 816 абонент шутлансан, юлашки ҫулсенче вара абонентсен шучӗ 1085 таран çитнӗ

Абонентсен шучӗ ӳсни тата çулсем типӗ килнӗрен, паллах, мӗнпур ҫуртсене шывпа тивӗҫтернӗ çӗрте хăйӗн йывӑрлӑхӗсем хушăнса пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр урамсене, нумай хваттерлӗ ҫуртсене шыв килмест е тата пусӑмӗ ҫитмест. Район ертӳçисем вара ҫак проблемăсене татса парас ҫул-йӗрсене шыраççӗ. Ҫакӑн кӑтартӑвӗ пулса паянхи кун пурнăçланакан ӗҫсем  – Пăрăнтăк поселокӗнчен килекен шыв сетьне районта пулнă, иртнӗ ҫулсенче тăснă шыв сечӗпе çыхăнтарасси тăрать.

«Прогресс» обществăн директорӗн шывпа тивӗçтерес енӗпе ҫумӗ Александр Храмов Пăрăнтăк станцийӗнче виҫӗ шыв скважини ӗҫлесе тăни çинчен пӗлтерчӗ пире. Пӗр скважинăра талӑкра 1000 м3 шыв пуçтарăнать. Ҫак скважинăсенчен шыв пăрăхсемпе Пăрăнтăк  станцине, Кивӗ Шемӗршел, Кӗçӗн тата Аслă Чăнлă, Хурăнвар-Шăхаль, Кивӗ Тăваньел, Алешкин-Саплăк ялӗсене килет. Çакăншăн Пăрăнтăк станцийӗнчен пуҫласа Алешкин-Саплăк  ялне çити çӗр айне 64 километртан ытла вăрăмăшӗнче  пăрăхсем хывнă. Алешкин-Саплăк ялӗнчен вара Кивӗ Ҫӗпрелне çити 5 километр та 37 метр вăрăмăш ҫӗр айӗнче пăрăхсем тăсăлнă. Халӗ ӗнтӗ Кивӗ Йӗлмел ялӗпе Кивӗ Çӗпрел хушшинче водонапорнăй башня вырнаçтармалла тата çак ӗçсем пуçланнă та ӗнтӗ. Çапла вара района виҫӗ енчен: урӑхла каласан, Пăрăнтăкран, Хушхăваран тата Кивӗ Йӗлмелӗнчен килекен шывпа тивӗçтерӗç. Паянхи кун район центрне шыв парассишӗн Алешкин-Саплăк ялӗнче шыв насусне вырнаçтарас ӗçсем  те пурнăçланаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев