Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Коронавирусран вакцинацилесси малалла пырать

Паянхи кун Çӗпрел çыннисенчен 500тен ытларахăшӗ вакцинаци процедурине иртнӗ. Çавсенчен 350шӗ вакцинăна иккӗмӗш хут тутарнă

Вакцинаци тахҫанах пуҫлансан та, редакцие, социаллӑ сетьсенчи  ушкӑнăмăра ыйтусем кӗрсех тăраççӗ. Эпир вӗсене пуҫтарса, ыйтусем çине районти тӗп больницăн поликлиникин заведующине Надир Тагирова хуравлама ыйтрăмăр.

– Вакцинăна мӗншӗн икӗ этапа пайласа тăваççӗ?  (пирӗн «ВКонтакте» ушкăна килнӗ ыйту).

Н.Т.: –Пӗрремӗш этап хыҫҫӑн сыхлакан антителасем пулса каяççӗ, иккӗмӗшӗпе результат çирӗпленет. 42-мӗш кунне чӑтӑмлӑ, ҫирӗп иммунитет йӗркеленет. Вакцинăн тухӑҫлӑхӗ – 95 процент.

– Вакцинацие мӗнле хатӗрленмелле?

– Уйрӑм хатӗрленӳ ятарлă мар. Сире врач тишкерет. Коронавирус енӗпе тест иртме кирлӗ мар. Чи пахи – прививка тутарма хирӗçлӳсем ан пулччӑр: коронавируслă чирлӗ çынпа çыхăну, çулталăк хушшинче инфаркт е инсульт, вӑраха кайнă системăллă инфекцисем, туберкулез, усал шыçă, В тата С гепатитсем, сифилис, ВИЧ.

– Эпӗ чирлесе сывалтăм, антителасем пулни уçăмланчӗ. Манӑн прививка тутармалла-и? (Р.Азизова).

– Раҫҫей Сывлăх сыхлав министерствин рекомендацийӗнче ковидпа чирлемен  тата антителасем пулман ҫынсене вакцинацилемелле, тесе ҫырнӑ. Анчах  халӗ, темиçе уйӑх тишкерӳсем тата экспериментсем хыҫҫӑн «Спутник V» вакцинăна тӗветкел  ушкӑнӗнчи чирлесе сывалнă ҫынсене те усӑ курма ирӗк панӑ.

Енчен эсир чирлесе сывалтăр тата прививкӑна килтӗр пулсан, ҫакӑн ҫинчен тухтӑра пӗлтерӗр.

– Прививка тутарас килет. Анчах нумаях пулмасть шӑнса чирлерӗм, ӳсӗретӗп… (Алсу, Кивӗ Çӗпрел).

– Инфекциллӗ тата инфекциллӗ пулман чирсем, вӑраха кайнă чирсем ҫивӗчленни – вакцинацишӗн вӑхӑтлӑх чӑрмавсем. Сирӗн икӗ-тӑватӑ эрне кӗтме тӳрӗ килет.

– Аттепе анне аслă çулсенчи ҫынсем. Вӗсене прививка тутарсан кăткăслăхсем килсе тухмӗç-ши? (Гульфия, Аслă Чăнлă).

– «Спутник V» вакцинăна  хисеплӗ пенсионерсем те тутараççӗ. Вӗсем прививкăна хӑйсен ирӗкӗпе тутарма, анкета тултарма тивӗçлӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсене врач тишкерет – ӳт температурине, пульс, юн пусăмне, сатурацине виҫет, чӗрене тата ӳпкесене итлет, пырне пăхать. Вакцина тутарнă хыççăн температура кӑшт ӳсни, сыпӑсемпе мускулсем, укол вырӑнӗнче ыратни, кăштах шыçма пултарни ҫинчен калать.

Вакцина тутарнă 500тен ытла Çӗпрел çыннисен хушшинче аслă çулсенчисем те нумай. Никамран та ӳпкев пулни палăрмарӗ. Прививкӑна тутармалла, уйрӑмах аслӑ çулсенчисен, тесе каланă пулăттăм. Мӗншӗн тесен коронавирус вӑраха кайнă чирсене çивӗчлетнипе хӑрушӑ.

Р.З.: – Тавтапуҫ сирӗн хуравсемшӗн. Чарăн, коронавирус!

Пандеми сарӑлнӑранпа районта:

– 1136 ҫын коронавируспа чирленӗ;

– 7 ҫын ҫак чирпе вилнӗ:

– 798 рецепт ҫырнӑ;

– 3369 ҫынна волонтерсем пулăшу панă.

Сывалнӑ 129çынран 49-шӗ больницӑра, 87-шӗ килти условисенче сипленнӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев