Контрактниксене парăнакан тӳлеве 2 миллион та 800 пин тенкӗ таран ӳстернӗ
Патриотизм
Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт тăвакансене республикăра пӗр хутчен пурăнакан тӳлеве 2 миллион та 800 пин тенкӗ таран ӳстернӗ.
Ку сумма виçӗ пайран тăрать: 2,1 миллион тенкӗ — Тутарстан Республикинчен, 400 пин тенкӗ — РФ Оборона министерствинчен тата 300 пин тенкӗ таран — муниципалитетсенчен тата предприятисенчен. Ятарлă çар операцинче хутшăнакансем кашни уйăхра 210 пин тенкӗ илсе тăрӗç.
Çӗнӗ тӳлеве апрелӗн 1-мӗшӗччен параççӗ.
Пӗр хут парăнакан тӳлев РФ Оборона министерствипе контракт тăвакан кашни çынна (ытти регионран пулсан та) парăнать. Укçа тӳленисӗр пуçне контрактниксене республикăри тата федераллă шайри çăмăллăхсем парăнаççӗ, вĕсене çар тумӗпе, ытти хатӗрсемпе туллин тивӗçтереççӗ.
Раççейӗн ытти регионӗсенчен тата ют çӗршывсенчен килекенсене çул укçине тӳлеççӗ тата пурăнмалли вырăнпа тивӗçтереççӗ. Контракт çырас тапхăра та кӗскетнӗ республикăра. Çакăншăн пурӗ те пӗр кун кăна каять, мӗншӗн тесен Хусанта иртнӗ çултанпа «Батыр» контракт службине йышăнакан центр ӗçлет.
Унта документсене йӗркелеме, медицина тишкерӗвӗ иртме, ҫар службине юрӑхлӑ пулнине пӗлме, кирлӗ ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсем илме пулӑшӗҫ. Центрта ҫакна талӑк хушшинче тӑваҫҫӗ. Ют ҫӗршыв гражданӗсемпе вӗсен ҫемйисене РФ гражданствипе ИНН илме пулӑшаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулхи июлӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра контракт тӑвас текенсене финанс пулăшăвӗ парас енӗпе çирӗп мерӑсем йышӑннӑ. Тӗплӗнрех тӳлевсемпе çăмăллăхсем çинчен «Батыр» центрăн сайтӗнче тата «Забота о своих» порталта пӗлме пулать.
РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне контракт службипе каяс, ҫавӑн пекех премисем, ҫӑмӑллӑхсем тата тӳлевсем ҫинчен тӗплӗнрех heroes-tatarstan. ru сайтра е 117 телефон номерӗпе пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех, контрактпа ҫар службине суйласа илмелли пункта (1-мӗш разряд) ыйтупа кайма пулать. Адресӗ: Хусан хули, Аэропорт урамӗ, 1/40; телефон: 8 (843) 221-44-52.
Унсӑр пуҫне 8 800 222 59 00 номерпе те усӑ курма пулать. Информацие районти çар комиссариачӗн специалистӗнчен те 8(84375) 2-31-50 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа илме пулать.
Малалла тăсса
Паянхи кун тӗлне Ҫӗпрел районӗнчен ятарлӑ ҫар операцийӗнче 300 ытла ентешӗмӗр служить тăвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев