Реклама
Тӗп хыпар
Комбайнсен парачӗ иртрӗ
Тырă пухса кӗртекен комбайнсен хатӗрлӗхне тишкерчӗç
Пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурӑсене пухса кӗртес умӗн кашни çул тӗштырӑ пухса кӗртекен техникăн хатӗрлӗхӗн пахалăхне тишкереççӗ. Кăçал техникăна район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, Хусанти патшалӑх аграри университечӗн «Агрохимипе почвоведени» кафедрин доценчӗ Фаннур Фасхутдинов, районти тӗп инженер-инспектор Ильдар Шайхаттаров составӗнчи комисси пăхрӗ. Мероприятие, çаплах, районти пур хуҫалӑхсен тата агроуправленийӗн специалисчӗсем те хутшӑнчӗҫ.
Техникăна тишкересси «Эталон-Агро» обществăран пуҫланчӗ. Ун хыççăн комисси «Цильна», «АгроТрансПорт» обществăсен, «Рассвет Агро-Çӗпрел» агрофирмӑсен комбайнӗсене тишкерчӗ. Комиссие пӑхса тухма, ҫавӑн пекех, Бикчуров, Махмутов, Низамов, Дамаев хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем те, техникум та хăйсен техникине сӗнчӗç.
Комбайнсене пӑхса тухнӑ чухне, чи малтан, вӗсен техника шайне тимлӗх пачӗç. Ҫав хушӑрах агрегатсене пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗн аптечкисемпе, запас шывпа тивӗçтерес, герметичность ыйтăвӗсем те тӗп тимлӗхре пулчӗҫ. Ӗҫ сыхлавӗ тата хӑрушсӑрлӑх техники çинчен те ыйтусене сӳтсе яврӗç.
– Кӑҫал тырӑ вырса пухасси кӑткӑс пулӗ. Ҫак ӗҫе пурнăçлассишӗн пӗтӗм вӑя хурас пулать. Ҫавӑнпа техникăна пахалӑхлӑ хатӗрлени, питех те тырă тăкăнакан вырӑнсем пулманни пысăк пӗлтерӗшлӗ, – тесе палӑртрӗ агроуправленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов, комбайнерсене чӗнсе каласа.
Комбайнсен парадне пӗтӗмлетнӗ май, техникăна чи лайăх хатӗрленӗшӗн I вырӑна «Цильна» общество, II вырӑна – «Бикчуров КФХ», III – «АгроТрансПорт» тата «Махмутов КФХ» обществăсем йышӑнни паллă пулчӗ.
Ертӳçӗсем тыр çи вӑхӑтӗнче комбайнерсен хушшинче ӑмӑрту йӗркелесси, вунă кунлăх кăтартусен пӗтӗмлетӗвӗссем енӗпе малта пыракансене грамотӑсемпе тата укҫан премисем парасси çинчен те каларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев