Командӑпа штаб вӗренӗвӗсем иртрӗҫ
Ветеринари ӗçченӗсем сыснасен Африка чумин вучахне пӗтерес енӗпе регионсем хушшинчи командӑпа штаб вӗренӗвӗсенче хутшӑнчӗç
Вӗренӳсем ятарлă техникӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пуҫланчӗç.
Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, ТР Министрсен Кабинечӗн Тӗп ветеринари управленийӗн, «Россельхознадзорӑн», «Чӑваш Республикин ветеринари управленийӗн», Тутарстан Республикин биологи ресурсӗсен управленийӗн, «Пӑва лесничествин» Ҫӗпрелӗнчи участокӗн вӑрман лесничествин, Ульяновск облаçӗн ветеринари агентствин, Самара облаçӗн Ветеринари департаменчӗн, Атӑл ҫи тӑрӑхӗн зонин ветеринари пӗрлешӗвӗсен пуçлăхӗсем, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин представителӗсем, шалти ӗҫсен районти пайӗн, районти пушарпа ҫӑлав чаçӗн ӗҫченӗсем хутшӑнчӗç.
Вӗренӳсем вăхăтӗнче мӗнпур службӑсем пурте хӑйсен тивӗҫӗсене тӗплӗн пурнӑҫларӗç, халӑх пурӑнакан пункт ҫумӗнчи территорире чрезвычайлӑ лару-тӑру комиссийӗн штабне сарса ячӗç. Вырӑнта ветеринари лабораторийӗ ӗҫлерӗ. Эпизоотика енӗпе отряд талӑкӗпех тӗрӗслевпе пропуск постне йӗркелерӗ, ӑна шлагбаум, дезинфекци барьерӗ, ранцлă отпрыскивательсемпе (автотранспорта дезинфекцилеме) оборудованиленӗччӗ.
Хăнăхусен вӑхӑтӗнче ветеринари ӗçченӗсем вилнӗ чӗрчунсенчен тишкерме биоматериал мӗнле илнине кӑтартса пачӗç. Районти комиссийӗн ларӑвӗнче чир вучахне сарăлма парас марришӗн мерӑсем палӑртнӑччӗ. Инфекци вучахне тупса палӑртнӑ халӑх пурăнакан пункт ҫывӑхӗнче ветеринарипе-полици посчӗсем вырнаҫтарнӑччӗ, ҫулсене хупрӗç, дезбарьер хучӗç.
Выльӑхсен виллисене ятарласа хатӗрленӗ траншейӑсенче ҫунтарчӗç, тавралӑха тӗплӗн дезинфикацилерӗç.
Командӑпа штаб вӗренӗвӗсен шайӗнче вучаха пӗтерме кирлӗ диагностикӑпа, ҫавӑн пекех, уй-хир условийӗсенче ликвидаци мероприятийӗсене ирттерме май паракан ку чухнехи хатӗрсемпе оборудованиленнӗ яваплӑ службӑсене явӑҫтарчӗç.
Ҫакӑн пек командӑпа штаб вӗренӗвӗсен тӗп тӗллевӗ — регионсем хушшинчи службӑсемпе ведомствӑсем чрезвычайлӑ лару-тӑру условийӗсенче оперативлӑ ӗҫсене тума хатӗррине, ҫавӑн пекех, инфекци сарӑлас пулсан чире хирӗҫ мероприятисем ирттернӗ чухне пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессин хăнăхăвӗсене йӗркелессиччӗ.
Комисси Çӗпрелӗнче иртнӗ çак команда-штаб вӗренӗвӗсене пӗтӗмлетсе, ветеринари служби чрезвычайлă лару-тăрусене хатӗр пулнине палăртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев