Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кӳлӗ пулли питӗ тутлӑ

Кӑҫал «Туслăх кӳлли» хӗрринче пулӑ тытас енӗпе ӑмӑрту иртрӗ.

Алешкин-Саплăк ялӗнче Сергей Николаевич Хайбулин сунарçă-пулăçа асăнса пулă тытассипе ăмăрту, кăмăллă вăйăсемпе пӗрле туслӑх уявӗн мероприятийӗ пулса иртрӗ. 

Унта хутшӑнакансем хушшинче опытлӑ пулӑҫсем те, ҫак интереслӗ мероприятие пӗрремӗш хут хутшăнакансем те пурччӗ.

Ҫулсерен ирттерекен мероприятире ялтан та, кӳршӗри ялсенчен те ҫын нумай пухӑннӑччӗ. 
Кӳлӗ хӗрринчи халăха Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов тата мероприятийӗн спонсорӗ Ринат Бекмухамедов саламларӗç.

Темиҫе сехет хушши пулӑҫӑсем ытларах та ытларах пулӑ тытма пикенчӗҫ. Нумайӑшӗшӗн ку ӑмӑрту ҫеҫ мар, ҫутҫанталӑкра вӑхӑта ирттерме, таврари ландшафтӑн илемӗпе киленме май та пулчӗ.

Пулӑ тытма уйӑрнӑ вӑхӑт иртсен судьясем пулӑсене виҫсе пӑхрӗҫ, ӑмӑртăва пӗтӗмлетрӗç. Ульяновск хулинчен килнӗ Александр Бронскийӗн вăлтине чи пысӑк пулă çакланнă икен, вăл ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Руслан Казаков, виҫҫӗмӗшне — Александр Уся çӗнсе илчӗ.

Андриян Артемьев хӑнасемпе хутшăнакансем валли пулӑ шӳрпи хатӗрлерӗ. Поварсен ӗҫне те палӑртма манмарӗç, вӗсене те парнесем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев