Кивӗ Шемӗршел больници хальхилле пулӗ
Паянхи кун Кивӗ Шемӗршел участок больницинче мӗнпур нормăсене тата требованисене, çав шутра, пушар хӑрушсӑрлӑхне те шута илсе, капиталлă юсав ӗçӗсем илсе пыраççӗ
Кунта юсав ӗҫӗсене «Стройград+» подрядчик организаци пурнӑҫлать. Ӗҫсем май уйӑхӗнче пуҫланнăччӗ, демонтаж вӗçленсе те пырать. Паянхи кун строительсем ҫурт ӑшӗнчи пӳлӗмсене юсаҫҫӗ, хӑш-пӗр пӳлӗмсенчи алӑк хӗррисене гипсокартонран откоссем касса вырнаçтараççӗ, чӳречесен хӗррисене, саккисене тăваççӗ, керамогранит плитасем хураççӗ. Ҫавӑн пекех, тӗп юсав ирттерессишӗн кирлӗ пулакан строительство материалӗсене те турттараҫҫӗ.
Эпир стройкăна килнӗ чухне, кунта ӗҫсен фрончӗ анлăн сарăлнăччӗ. «Стройград+» общество ӗҫченӗ Николай Мартышкин алăк хӗррисене тăвать, Степан Мурзуков чӳрече хӗррисене вырнаҫтарса пырать. Евгений Кузьминпа Дмитрий Калистратов урайне, стенасене керамогранитран тунӑ плиткӑсем ҫыпӑҫтаратчӗç. Зданири кашни пӳлӗме, урайӗнчен пуçласа маччана ҫитиччен юсаҫҫӗ, маччана хӑйне кӑна мар, ҫутаткӑҫсене те улӑштараҫҫӗ. Чылай пӳлӗмсенче хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ ҫутаткӑҫсем вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ.
– Кунта мӗнпур ӗҫсене те проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Строительство материалӗсем енӗпе кăткăслăх ҫук, вӑхӑтра кӳрсе тăраççӗ. Сентябрь уйăхӗнче кунта мӗнпур ӗçсене вӗçлесе, объекта парăпăр, тесе шухăшлатпăр, – теççӗ строитель каччăсем.
Кивӗ Шемӗршелӗнчи участок больници тӑватӑ яла: Кӗҫӗн Чăнлă, Кивӗ тата Кӗҫӗн Шемӗршел, Аслă Чăнлă тата Пăрăнтăк ял халăхне медицина пулăшăвӗ кăтартать.
– Участок больницинче юлашки 40 çул хушшинче те çакăн пек юсав ӗҫӗсене ирттерни пулманччӗ. Тӗрӗс, пӗчӗкрех калăпăшлă юсав ӗçӗсем пулсах тăчӗç. Кӑҫал вара участок больницине ку чухнехилле юсаççӗ, хăтлăхсем тăваççӗ. Эпир ҫакӑншӑн питӗ савӑнатпӑр.
Хальхи вӑхӑтра участок больницинче чирлисемшӗн 14 койка вырнаçтарнă, унта тӗрлӗ сиплев курсӗсем иртме пулать. Хӗлле вара чирлисемшӗн койкăсен шучӗ ӳсет. Пирӗн участок больницине пăхăннă ялсем пурте район центрӗнчен чылай аякка вырнаҫнӑ. Паллах ӗнтӗ, ялта çывăх вырăнта врачсем тата больница пулни чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхне самаях ҫӑмӑллатать, – тет Равиль Мухамедьяров.
Справка
Кивӗ Шемӗршел участок больници 1979 ҫулта уҫӑлнӑ. Ӗлӗкхи ҫулсенче кунта халӑха пӑхса тӑракан медицина персоналӗн штачӗ пысăкрах пулать. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн, саманине кура, больницӑра ӗç вырăнӗсене кӗскетрӗç. Паянхи куна участок больницинче шӑл врачӗн, икӗ пӗтӗмӗшле практика врачӗн штачӗ пур. Хальхи вӑхӑтра халӑха пӗр шăл врачӗ тата пӗр пӗтӗмӗшле практика врачӗ пулăшу кăтартать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев