Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче  чечексен  лавкки уҫӑлчӗ
Тӗп хыпар

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче  чечексен лавкки уҫӑлчӗ

Талăкӗпех ӗçлӗ пулăшу кăтартаççӗ

Лавккана Юсуповсен ҫемйи уҫрӗ. Юсуповсем бизнесра ҫӗнӗ çынсем мар. Халиччен те вӗсен «Родничок» ятлă  апат-ҫимӗҫ тата йӑлара кирлӗ пулакан  таварсен лавкки ӗçлет, ҫӗнӗ лавкка вара унпа юнашар вырнаҫнӑ.

La Rose лавкка 24 сехет – талăкӗпе ӗҫлӗ. Иртен пуҫласа каҫчен лавкка уҫă пулать, ҫӗрлехи вăхăтра  кама та пулин васканă май чечексем е ытти тавар кирлӗ пулсан, вӗсем патне шӑнкӑравласа,  кирлӗ япаласене заказ пама май пулать. Лавкка заказсемпе те ӗҫлет тата  кашнинех кирлӗ пулакан тавара кӳрсе пама пултарать. Чи пахи, лавккан кунӗн-ҫӗрӗн, кирек хӑш вӑхӑтра та, заказа кӳрсе пама майӗ пур.

– Пирӗн лавккан ассортименчӗ, туянакансен сӗнӗвӗсемпе килӗшӳллӗн, пӗрмаях анлӑланса пырӗ, – теҫҫӗ Юсуповсем.

Лавккана уҫмалли уявра район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов, ял ҫыннисем тата, паллах, ӗнтӗ хуҫасем: Гульфирапа Рустам Юсуповсем тата вӗсен ачисем хутшăнчӗç.

Алексей Ярухин лавккана лайӑх кăна ӗҫлесе кайма тата кунта туянакансене яланах кирлӗ таварсем пулма сунчӗ.

– Çӗнӗ суту-илӳ точкин кирлӗлӗхӗ ял пурӑнни тата аталанни çинчен  калать. Ял ҫыннисем ҫак лавккапа паян кӑна мар, ҫитес кунсенче те кӑмӑллӑ пулччӑр, – терӗ вӑл.


Нет комментариев