Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн тӗп урамӗсем тӑрӑх «Вилӗмсӗр полк» юхăмӗ иртрӗ

 «Вилӗмсӗр полк» –  Ҫӗнтерӳ кунӗнче Раҫҫейри тата инҫетри ют ҫӗршывсенчи обществӑллӑ акци, унта хутшӑнакансем колоннӑпа пыраҫҫӗ, Тӑван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннисен сăн ӳкерчӗкӗсене аллисене тытаççӗ.

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн тӗп урамӗсем тӑрӑх «Вилӗмсӗр полк» юхăмӗ иртрӗ. Кӑҫал çак мероприяти, коронавирус инфекцийӗпе ҫыхӑннă чикӗлевсене кӗртнипе, икӗ ҫул тӑхтав хыҫҫӑн çӗнӗрен иртрӗ.

Акцире Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе, районти предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем, районăн ҫыннисем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пурте Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ аслашшӗ-кукашшӗсен, пиччӗшӗсен, асламӑшӗсемпе кукамăшӗсен, ашшӗсемпе амăшӗсен портречӗсене тытса утрӗç.

«Вилӗмсӗр полк» юхӑмӗ 15.00 сехетре икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ Петр Дементьев паркӗ патӗнчен пуçласа  Сайфихан Нафиев урамӗ тăрăх иртрӗ.   Юхӑм вăхăтӗнче район ҫыннисем те, хӑнисем те хушӑнчӗҫ.

Юхӑм вӗҫӗнче, Ӗмӗр сӳнми вут умӗнче, акцире хутшӑнакансем пурте пӗрле «День Победы» юрра янăратрӗç.

 

Справка

 «Вилӗмсӗр полк» –  Ҫӗнтерӳ кунӗнче Раҫҫейри тата инҫетри ют ҫӗршывсенчи обществӑллӑ акци, унта хутшӑнакансем колоннӑпа пыраҫҫӗ, Тӑван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннисен сăн ӳкерчӗкӗсене аллисене тытаççӗ. Пӗрремӗш хут ӑна 2012 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Томскра вырӑнти журналистсен пуҫарӑвӗпе ирттерчӗç, 2013 ҫулта вара Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртрӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев