Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Кивӗ Ишлӗ ялӗнче Ял кунӗ иртрӗ

Юлашки вăхăтра ялсем уйрӑмах кӗрлесе тăраççӗ

Иртнӗ эрнере Кивӗ Ишлӗре те Ял кунне паллӑ турӗҫ.

Кивӗ Ишлӗ ялне никӗслекенсем пурӑнма чи меллӗ те илемлӗ вырӑна суйласа илнӗ. Ялӑн икӗ енӗпе те утӑ çулма вырăнӗсем пулнă анлӑ улӑх-çарансем сарӑлса выртаҫҫӗ. Ял ҫыннисем те ӗҫчен, тăрăшуллă. Ял кунӗ вырӑнти ҫынсене те, ют çӗрте пурăнакансене те пӗр лаптăка пуҫтарчӗ. Ҫак кун халăх кунӗпех пӗрле, туслӑхпа тӑванлӑх туйӑмӗсене çӗнетсе савӑнчӗ, хаваспах канчӗ.

Кивӗ Ишлӗре Ял кунне пӗрремӗш хут кăна ирттермеҫҫӗ. Халиччен ҫак уява ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, паллӑ «Цильна» обществӑн ертӳҫи Барис Аппаувич Гафуров йӗркелесе пычӗ. Тӑван ял аталанӑвне кӗртнӗ пайӗ унӑн пысӑк. Унсӑр пуҫне уява ирттерес пуҫарӑва ырласа, хастар пулӑшса, хăйсенчен унта пай кӗртекенсем тата та пур. Кусем Рафагать Алиуллов, Ринат Аббазов, Фаргать Мухаметзянов, Радик Рахимов.
Ял тăрăхӗн ертӳçи те, ял-йыш та уява тӗплӗн хатӗрленни курӑнсах тăрать. Ял варринчи темиҫе ҫул каялла уҫнӑ парка тирпей-илем кӗртнӗ, тӗрлӗ тӗслӗ чечексем куçа йăмăхтарса тăраççӗ.

Кивӗ Ишлӗ ял халăхне уявпа саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та килнӗччӗ.

— Кивӗ Ишлӗ ялӗнче пурӑнакансем хăйне евӗрлӗ — ӗçре те паттăрсем, кăмăллăн уяв ирттерме та пӗлеççӗ. Ҫак ялтан республика шайӗнче палӑрнисем те тухнӑ. Барис Аппаувичӑн тӑван ялне кӑна мар, района, республикӑна аталантарас ӗҫе кӗртнӗ пайне хакласа пӗтерме те çук. Паянхи уяв та ҫӗнӗ ырă ӗҫсем тума хавхалантартӑр, — тесе сунчӗ Марат Гафаров.

«Цильна» обществăн ертӳҫи Барис Гафуров ял ҫыннисене саламласа, кӑмӑллӑн канма сунчӗ.
— Ял уявӗсем тӗл пулма, пӗр-пӗринпе курса калаçма май параççӗ. Тахҫантанпах яла таврӑнайманнисене хӑйсен никӗсӗсене пуҫтарать. Ҫаксем пурте — пирӗн пурнӑҫăмăр. Кашнийӗншӗн тӑван ял питӗ ҫывӑх. Малашне те тӑван тӑрӑха ҫулсем ан татӑлччӑр, — терӗ вӑл.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов Кивӗ Ишлӗ ялӗ питӗ пысӑках мар пулин те, кунта кашни ҫулах халӑх пурнӑҫӗшӗн тӗрлӗ программа пурнӑҫланни ҫинчен калаçрӗ.

— Ялта паянхи кун 200 яхӑн ҫын пурӑнать. ФАП уҫăлчӗ, шкула юсаса ҫӗнетрӗç, парк та туса хучӗç. Ял ҫыннисем те пӗр шухӑшлӑ пурӑнаҫҫӗ, — терӗ вӑл.

Ял аталанӑвне хăйсенчен пай кӗртисене, вӑрҫӑ ачисене — ватӑ кинемисемпе мучисене, ывӑлӗсем паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче службӑра тӑракан ҫемьесене хисеплесе, ял пуҫлӑхӗ Тав ҫырӑвӗсем, парнесем пачӗ. 

Уяв тӳремӗнче вӑйӑсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Мӑн Сабантуя аса илтерсе, кӗвентепе шыв йăтса чупакансем те пулчӗҫ, ҫамрӑккисемпе ваттисем те кашӑк ҫине ҫӑмарта хурса чупрӗҫ, канат та туртрӗç, алӑ вăйӗ те виçсе пăхрӗç, михӗсемпе ҫапӑҫрӗҫ.

Ачасем вара кунӗпех батут ҫинче савӑнчӗç. Халӑх тутлӑ апат-ҫимӗҫпе, вӗри шашлӑкпа сӑйланчӗ. Кунӗ шӑрӑх тăчӗ пулин те, Кивӗ Ишлӗ ялӗнче ҫилӗ те пулчӗ, ывӑнтармарӗ.

Сцена ҫинчен ял ҫыннисене хӑйсен юрри-кӗввине эстрада юрӑҫисем, Тутарстанпа Пушкӑртстанӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Зинирапа Ризат Рамазановсем, каҫ енне вара Диляра Илалетдинова тата Ильдус Садыков парнелерӗҫ.

Ял кунӗ ӑшӑ, тӑванла атмосферӑра, лӑпкӑ та илемлӗ иртрӗ. Мӗн тесен те, пӗр тӗлпулу вӑл — хăй пӗр ӗмӗр.
Ульяновск хулинчен килнӗ Гельнурпа Фаннур Саитовсем:

— Питӗ шел, пирӗнтен никам та тӑван никӗсре юлмарӗ. Кивӗ Ишлӗн илемлӗ ҫут ҫанталӑкне, унӑн ырă ҫыннисене тӑтӑшах тунсӑхласа пурăнатпăр эпир. Ялăмăр паян çапла кӗрлесе пурăннăшăн питӗ савӑнатпӑр. Кивӗ Ишлӗ ялӗн малашлӑхӗ мал ӗмӗтлӗ. 

Ялăн кӗске историйӗ

Ял историне илес пулсан, Кивӗ Ишлӗ ҫинчен асӑнни Хусан ханлӑхӗн тапхăрӗнче палăрать. 1967 ҫулта тутар археологи экспедицийӗ тишкернӗ вăхăтра кунта пӑлхар тапхӑрӗнче пытарнă вилтăпри килсе тухать. Ҫак вилтӑпри ялтан 0,8 ҫухрӑмра, хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ, ӑна Кивӗ масар теҫҫӗ.
Çак таврана тутарсем килсен, вырӑнти ҫынсем хӑйсене «тӗрлӗ» халӑх, тесе паллаштараççӗ. Урăхла каласан, «Мӗнле ҫынсем пурӑнаҫҫӗ кунта?», тесен, «тӗрлӗрен» тесе хуравлаççӗ. Ăна каярах Кивӗ Ишлӗ ялӗ тесе калама пуçланă.
Кунта йӗркеленӗ пӗрремӗш колхоз Сталин ятне çӳретнӗ (пӗрремӗш председателӗ — Ш. Халилов), 1959 çулта «Алга» колхоз (Çӗнӗ Ишлӗ ялӗ) составне кӗрет, 1990 çулта «Маяк» колхоз уйрăлса тухать. 1995 çултан — «Алга» пӗрлехи предприяти, 2004 çултан «Дрожжаное» агрофирма составӗнче пулать, 2011 çултан — «Ак Барс Дрожжаное» яваплăхӗ чикӗленнӗ общество. 
1930 ҫулта ялта пуҫламӑш шкул уҫӑлнӑ, 1970 ҫулта-сакӑр ҫул вӗренмелли (1998 ҫулта ҫӗнӗ здани туса лартнӑ), 2003 ҫулта вӑтам шкул туса хунӑ.
Ялта клуб, вулавӑш (1923 ҫултанпа вулав ҫурчӗ, 1998 ҫултанпа клуб ҫуртӗнче), фельдшерпа акушер пункчӗ, мечӗт (1998 ҫултанпа) пур.
Ҫынсем ҫӗр, уй-хир ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗçлесе пурăннă. Ҫак пурнӑҫ йӗрки паян кунчченех упранса юлнă. Кивӗ Ишлӗ ялӗнче ӗнесем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем пурӑнаҫҫӗ. Вырӑнти халӑх тахҫантанпах хӑйӗн тӗн пӗлӗвӗпе палӑрса тӑрать. Кунта шкул-мадрасесем кӗрлесе тăнă. Ялта ҫил арманӗ те пулнă. Кивӗ Ишлӗ халăхӗ музыка инструменчӗсемпе вылянипе, талантсемпе пуян пулнипе те хăй патне туртса тăнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев