Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи ҫар паркӗнче призывниксене çар службине ăсатрӗç

Пулас салтаксем службӑна ӑҫта ирттересси республика военкомачӗн сбор пунктӗнче паллӑ пулӗ.

Паян, ноябрӗн 12-мӗшӗнче, ирхине ирех Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи П.В. Дементьев ячӗллӗ ҫар паркӗнче пилӗк ачана салтака чаплӑн ӑсатрӗҫ.

Тутар Тӗкки ялӗнчен Фаиль Гафуров, Кивӗ Йӗлмелӗнчен Александр Долгов, Мунчелейрен Инсаф Идрисов, Анат Чакăран Петр Мерчин тата Ҫӗнӗ Чукалтан Ильшат Халиуллов Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме кайӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ тăрăх, ăсату Ҫӗпрел район администрацийӗн представителӗсем, ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем, тусӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем хутшăннипе иртрӗ.

Тӑван çӗршыв умӗнчи çар тивӗçне пурнăçлама каякан каччăсене республикӑри сбор пунктне илсе каяс умӗн районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фатхуллин е саламларӗҫ. Хӑйсен сӗнӗвӗсенче вӗсем каччăсене ҫар дисциплинине ӑнӑҫлӑ тытса пыма, служба вӗҫленсен вара хăйсен кӗçӗн Тӑван ҫӗршывӗсене таврӑнма сунчӗç.

Паян эпир ывăлăмăра Ильшата çар службине ӑсататпӑр. Ильшат Ульяновск патшалӑх университечӗнчен вӗренсе тухрӗ. Диплом илсен яла таврăнчӗ. Эпӗ хамӑн ывӑлăма тата мӗнпур ачана лайӑх служба, сывлӑх сунатӑп, эпир вӗсене питӗ юрататнине, тунсӑхланине, вӗсем таврӑнасса тӳхсӗмсӗррӗн кӗтнине аланах асра тытчăр, – терӗ Ильшат Резед Халиуллов амӑшӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев