Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗнче

Ӗнер. Паян. Ыран

Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗç тӑвакан комитечӗн ертӳҫи пулма Светлана Залялована палăртрӗç.

Иртнӗ эрнере Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн Совечӗн тӑваттӑмӗш созывӗн вӑтӑр саккӑрмӗш ларӑвӗ пулса иртрӗ. Унта «Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи ҫинчен» ыйтӑва пӑхса тухрӗç.

Лару ӗçӗнче Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унӑн çумӗ Рамиль Низамов, ҫавӑн пекех, депутатсем хутшӑнчӗç.

Ларăвăн кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтăвӗпе конкурс комиссийӗн ертӳçин ҫумӗ Рамиль Низамов тухса калаçрӗ. Вăл тухса калаçнинчен паллă пулнă тăрăх, Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи пулма икӗ кандитатура сӗнчӗç: Светлана Залялова тата Лилия Санатуллина.

Депутатсем Светлана Залялова кандидатуришӗн пӗр саслӑн сасӑларӗҫ. Çавăнпа килӗшӳллӗн ăна Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи пулма палăртрӗç.

Справка

Светлана Викторовна Залялова 1990 ҫулта Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралнӑ. Наци енӗпе — чӑваш. Аслӑ пӗлӳ илнӗ, 2008 ҫултан пуҫласа 2013 ҫулччен Ульяновскри ял хуҫалӑх академийӗнче «Бухгалтери учечӗ, анализ тата аудит» специальность енӗпе вӗреннӗ. Ӗҫ çулне 2015 ҫулта «Тепловик» обществӑра архивариус, 2016 ҫулта — «Прогресс» предприятире делопроизводитель тата архивариус пулса пуçласа ярать, 2016 ҫулхи октябрӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи июлӗн 14-мӗшӗччен «Ялсен хушшинчи Культура çуртӗнче» массовик-инструктор тивӗçӗсене пурнăçланă. Çемьеллӗ, икӗ ывӑл ӳстерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев