Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Хусанта Ҫӗпрел районӗн инвестици климатне сӗнчӗç

Мероприяти «Тутарстан Республикин Муниципаллă пӗрлӗхсен кунӗсем» проект йӗркипе Тутарстан Республикин Суту-илӳ промышленность палатин лаптăкӗнче иртрӗ

Проектăн тӗллевӗ – республикӑри районсен инвестици потенциалне аталантарасси, ӗҫлӗ климата лайӑхлатасси тата предпринимательлӗхе пулӑшу парасси. Ҫӗпрел районӗ çак проекта пуҫарса яраканнисенчен пӗри пулчӗ.

Презентаци ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Суту-илӳпе промышленность палатин ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Артур Николаев, Тутарстан Республикин инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳҫин ҫумӗ Марина Епифанцева, Раҫҫей мусульманӗсен предпринимательсен пӗрлешӗвӗн президенчӗ Айдар Шагимарданов,  Пӗтӗм тӗнчери тутар предпринимателӗсене пулӑшу паракан  Ассоциацийӗн Ӗҫ тӑвакан директорӗ Фарит Уразаев, «ТР муниципаллă  пӗрлӗхсен Совечӗн» Ассоциацийӗн ертӳçин канаш параканӗ Валерий Васильев хутшӑнчӗç.

Фойере Ҫӗпрелӗнчи производительсен продукцийӗн куравӗ вырăн илнӗччӗ. Унта «Тăваньел пахчи» кооперативăн улма-çырла,  варенисем, «Ф.Ф. Зяббаров» уйрăм предпринимателӗн тата «Р.Р.Камараев» хресчен-фермер хуçалăхӗн сӗт продукцийӗсем: кефир, турăх, хӑйма, йогурт пурччӗ. Ҫаплах, «Ак калфак» общество тата хăйсен ӗçне пуçăнакан Регина Сабирзянован алӑпа ӗҫленнӗ сувенир изделийӗсене, ҫӑкӑр завочӗн çăкăр-кондитер продукцийӗсене сӗнчӗç.

Куравра «Солнечный круг» вӑйӑ, спорт тата ачасен лаптăкӗсене, «Атӑл ҫи Цеоличӗ» ӗҫӗ-хӗлне, ҫавӑн пекех «Ҫӗпрел» промышленность паркӗн стендне те курма май пурччӗ. Çакăн хыççăн  Хусанта ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе килекен ентешсене предпринимательсене те хăйсен предприятийӗнче туса илнӗ таварсене  кӑтартма май пачӗ. «Меркурий», общество, «Ай Болгари» килнӗччӗ. «Меркурий» лавашсем тăвассипе, «Ай Болгари» вара тутар эрешӗсемпе усӑ курса, сăранран таварсем туса илессипе интересленет. Кивӗ Кахăрлă ялӗнче çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Хусанта пурӑнакан ентешӗмӗрсем çак ӗçпе нумаях пулмасть кăна интересленме пуçласан та, таварсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенче ӑнӑҫлӑ сутаҫҫӗ.

Бизнес-тӗлпулу хӑнисене районӑн 90 ҫуллăх историне, культура аталанăвне «Краеведени музейӗн», районти Культура çурчӗн ӗçченӗсем кăтартрӗç.

Тутарстан Республикин Суту-илӳпе промышленность палатин ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Артур Николаев тӗлпулура хутшӑнакансене саламларӗ, ҫакăн пек масштаблă проектӑн тӗллевӗсемпе задачисем ҫинчен каларӗ. Вӑл: «Инвесторсене ют çӗршывсенчен  шырамалла мар, час-часах вӗсем  – республика предпринимателӗсем пулса тухаççӗ. Ҫӗпрел районӗнче те инвестицисене хăйсене явӑҫтарас ӗҫ-хӗл енӗпе ӗç-хӗл курăнать. Район инициативăллă, унӑн хӑйӗн тӗллевӗсем тата ҫул-йӗрӗсем, çынсемшӗн интереслӗ, ҫӗнӗ проекчӗсем пур. Тата çак ӗçре эпир сире пулӑшма хатӗр», – терӗ.

Тутарстан Республикин инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳҫин çумӗ Марина Епифанцева çавӑн пекех мӗнпур муниципалитетсене те тимлӗх пама, вӗсене Раҫҫейре тата тӗрлӗ ҫӗршывсенче паллаштарма, каласа пама тата малашнехи аталанушăн çыхăнусене йӗркелесе яма хатӗр пулмаллине палăртса иртрӗ.

Ҫӗпрел районне инвестицисене явăçтарни тата районта ӗҫлесе  тăракан предприятисен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров каласа пачӗ.

– Пирӗн тӗп тӗллев – малалла аталанасси. Эпир ҫӗнӗ идейӑсемпе, проектсемпе ӗҫлетпӗр, кӳршӗри регионсенчи производительсемпе ҫыхӑну йӗркелетпӗр, вӗсене хамăрăн района чӗнетпӗр. Пӗрремӗш черетре, аграри районӗ пулнӑ май, ял хуҫалӑх продукцийӗсене ӗçе кӗртмелли ҫул-йӗрсене шута илетпӗр, – терӗ вӑл. – Ҫӗпрел районӗнче ӗçленӗ тавара Раҫҫей Федерацийӗнче кӑна мар, унӑн тулашӗнче те йышӑнасса шанатӑп. Ҫакăншăн пирӗн мӗнпур условисем пур, чи пахи – вырӑнти продукцие туса кӑларма пултаракан ҫынсене тупасси.

Айдар Шагимарданов Ҫӗпрел районӗн халяль индустрине аталантарас енӗпе пысӑк потенциала хуçа пуласси  тата мусульман бизнесменӗсемшӗн интереслӗ пулнине палӑртрӗ.

Ҫӗпрел районӗн производителӗсем: «Атӑл ҫи Цеоличӗ» общество, «Тăваньел пахчи», «Исток» кооперативсем, «Солнечный круг», «Пектин» обществăсем потенциаллă инвесторсене хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарчӗç. Сӗнӳ ӗçне онлайн режимра тӗрлӗ ҫӗршывран: Финляндирен, Турцирен, Узбекистанран тата Раҫҫей Федерацийӗн регионӗсенчен представительсем хутшӑннӑ.

Тӗлпулу вӗçӗнче Тутарстан Республикин Суту-илӳпе промышленность палатин пӗрлӗхӗпе Ҫӗпрел районӗнчи производительсен хушшинче пӗрле ӗçлес енӗпе темиçе килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ҫак килӗшӳ экономика вăй-хăватне малалла аталантарма, предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлӗшӗн лайăх условисем туса пама, Çӗпрел районӗн предприятийӗсене шалти тата тулашри пасарсенче продукцийӗсене, таварӗсене тата пулăшу ӗçӗсене малалла тăсма май парӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев