Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусан, Альметьевск хыççăн  – Çӗпрелне

«Талантсен планети» ачасен творчество çуртӗнче Миша Григорянăн ӳкерчӗксен куравӗ ӗçлет

Çак «Цветочный дар» тесе ят панă творчество ӗçӗсен куравне Çӗпрел çыннисене  Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Миша Григорян сӗнет.

Художник каланӑ тӑрӑх, ку унӑн Тутарстан Республикинче йӗркеленӗ тӑваттӑмӗш пысӑк куравӗ. Хусан, Альметьевск çыннисем  унӑн пултарулӑхӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Хусана, Альметьевск пек пысӑк хуласем хыҫҫӑн мӗнле Ҫӗпрелне килсе тухнă, тетӗр пулсан – ăна кунта ентешӗмӗр Николай Угаслов илсе килнӗ. (Аса илтеретпӗр, иртнӗ çулсенче Н.Угаслов пуҫарнипе районта скульптор тата художник-портретистăн Владимир Нагорновăн та сăн ӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗччӗ).

Миша Григорян Арменире  ҫуралса ӳснӗ. Ҫавӑнпа та унӑн пултарулӑхӗнче армянсен наци тематики тӗрӗк халӑхӗсен культурипе çыхăнса пырать.Кун ҫинчен вӑл хӑй те:

– Вăтам Атӑлҫи территорийӗнче пултарулăх ӗçӗсӗр пурӑнма май ҫук. Армян пулсан та, кунти халӑхсен культури мана питӗ ӑнлануллă, унта та пӗрпеклӗхсем питӗ нумай, – тет.

Художникӑн уйрăм куравне уҫмалли уява район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ скульпторӗ Владимир Нагорнов, Чӑваш Наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата ытти питӗ нумай хӑнасем те  хутшӑнчӗҫ. Вӗсем те, курма килнисем те художникӑн картинисене «ҫутӑ сӑрӑсемпе чун-чӗрене пырса кӗрекен» тесе  хакларӗҫ.

– Кашни картинӑн хӑйӗн историйӗ пур, – тесе паллаштарчӗ Миша Григорян хăй те. – Сӑмахран, акă ҫак вазӑри чечексене ӳкернӗ чухне мăшăрăм  таврӑнчӗ те, шыв янă ваза çумне шлепкине хывса хучӗ. Тепре пăхса илнӗ чух, вырăнне хуратăп тесе  шлепкине илме тăсăлчӗ. Тăтăр, питӗ вырăнлă килсе тухрӗ тетӗп. Ҫапла майпа шлепкеллӗ букет картини пулса тухрӗ.

Илемлӗхе нихӑҫан та сӑмахпа кăна ӑнлантарса пама пулмасть. Ӑна хамӑр куҫпа курмалла, туймалла. Çак тӗллевсенчен курав та май уйӑхӗччен, ӗç кунӗсенче 8тан -16 сехетчен ӗҫлӗ. Чечексен тӗнчине экскурсие – курава килсе курăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев