Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Хураката ялӗнче спортпа вăйă лаптăкӗ уçăлчӗ

Ачасене хавасланса выляма

Анат Хураката ялӗнче спортпа вӑйӑ лаптăкне уҫрӗҫ. Çак объекта «Татнефть» обществӑн «Сывӑ пурнӑҫ йӗрки тата туризм» номинацийӗнче выляса илнӗ 155 пин тенкӗлӗх грант укçипе  усă курса пурнӑҫланӑ. 

Проектăн авторӗ – Наиля Сафина. Ҫак ӗҫре ăна пӗртăванӗ Фарит Мидхатович хавхалантаракан пулнă. Вӗсем Анат Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Наиля Мидхатовна ял тӑрӑхӗн библиотекарӗ пулса ӗҫлет, унӑн тетӗшӗ Фарит, ҫемйипе, Мускавра пурӑнать. Мӗнпурӗ вӗсен çемьере ултӑ ача. Шел, вӗсен икӗ тӑванӗ çут тӗнчерен уйрăлса кайнă.

Наиля Сафина ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Иртнӗ çул хи конкурсра çӗнтереймесен те, ӗмӗтне татман. Проект ӗçне çӗнӗрен туллилентерсе, «Татнефть» обществӑна янă.

Калас пулать, пӗр тӑвансем грант выляса илнӗ кӑна мар, вăйă-спорт лаптăкне вырнаçтарнă çӗрте те, ачисемпе, тăванӗсемпе пӗрле, пысăк вăй хунă.  Халӗ çак лаптăк ял варринчи Культура ҫурчӗ умӗнче вырнаçнă.

– Эпир ял çыннисен пурнăçӗнче тата тăван ялăмăрта хамăр хыҫҫӑн ырă ӗç хăварассишӗн, çамрăксемпе ӳссе килекен ăру кăна мар, аслисен те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынă çӗрте уйрăм пайăмăра кӗртесшӗн. Спортпа интересленсе, кашниех хăйӗн ӗмӗрне вăрăмлатас тесе, сывлӑхне ҫирӗплетет. Малашне, çаплах, теннис, волейбол лаптăкӗ, чупмалли ҫул туса хурасси ҫинчен те ӗмӗтленетпӗр. Çак пуçару енӗпе ял çыннисем пулӑшасса шанатпӑр, – тет Фарит Даутов.

Спорт лаптăкне уҫасси савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Унта районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Рафик Замалетдинов хутшӑнчӗҫ.

Реклама

Айрат Залялов ялшӑн тăрăшса пурăнакан çакăн пек энтузиаст çынсем пулнишӗн ăмсанса, тав тунине пӗлтерчӗ. 

– Çакăн пек пӗртăвансем, Наиляпа Фарит пек çынсем, пулнă чухне ялăмăр пурăнӗ.  Спорт –   сывлӑха ҫирӗплетет. Лаптăк пушӑ ан тăтӑр, усӑ кӳтӗр, – текен сунăмӗсене пӗлтерчӗ.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов вара паянхи кун Японире иртекен Олимп вӑййисенчен тӗслӗх илсе кӑтартрӗ.

– Дагестан енчен килнӗ ял каччин спортпа интересленесси шӑпах ҫакӑн пек урамри инвентарьсенчен пуçланнă. Ҫак интерессем ӑна пысӑк спорта илсе çитернӗ. Паян вӑл Олимп вăййисен чемпионӗ пулчӗ. Малашне, пирӗн ялта та ҫакăн пек пулас чемпионсем ӳссе çитӗнӗç текен шанăçпа юлатпăр, – тесе палӑртса иртрӗ вăл, Наиля Сафинапа Фарит Даутова  ял тӑрӑхне аталантарма хăйсенчен кӗртнӗ пайӗсемшӗн тав сăмахӗсем каларӗ.

Торжествăлла пай  хыççăн, пухӑннӑ халăх тата ачасем, ҫамрӑксем тренажерсемпе интересленме пуҫларӗç.

– Лайăх япала иккен, пилӗк çемçелсе кайрӗ. Мӗнле-тӗр ҫӑмӑллӑх туйрăм, – терӗ Анат Хураката ялӗнче пурăнакан Хайдар Исхаков спорт инвентарӗпе хусканусем тунă хыççăн. – Каҫ енне, кулленхи ӗçсем хыҫҫӑн татах та килӗпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев