Хулаçырми: Халӑх пухӑвӗ, «Ял кунӗ»
Халӑхпа тӗл пулни, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явни, малашлӑха задачăсем палăртни – ялта туслӑх, пӗрлӗх хуҫаланнине пӗлтерет
Яла камсем никӗс хывнă
Хулаҫырми ялӗ, даннăйсенчен курăннă тăрăх, 1667 ҫулта Хусан ханлӑхӗ тапхăрӗнче никӗсленнӗ.
Ял çывăхӗнче 7850 тăваткал метрлă лаптăкра Пӑлхар тапхӑрӗнчи Хулаçырми тӳпемӗ пулни палăрать (ял халăхӗ каласа панӑ тӑрӑх, ҫар хули тата ял ҫумӗнчи ҫар посчӗ II Екатерина патшана ларичченех сыхланса юлнӑ, ялăн ҫурҫӗр енӗнче пӗренесемпе тӗреклӗлетнӗ çӗр чавса тунă вӑрӑм ҫырмасем пулнă).
XVIII-XIX ӗмӗрсен пӗрремӗш ҫурринче халăх удел хресченӗсен хутлăхне кӗнӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхӑн тӗп ӗçӗ-хӗлӗ – ҫӗр ӗçӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, ҫавӑн пекех хӑваран çатан-карта çыхасси, йывăçран килти ӑпӑр-тапӑр, савӑт-сапа тăвасси, тире ӗçе кӗртесси, ҫӑм таптарассипе кăçатă йăваласси, çăм ҫиппе кантӑр тӗрри, тӗрӗ тӗрлесси, кавирсемпе палассем тӗртесси.
1859 ҫулти даннăйсемпе, ял училищи (1841 ҫулта уҫнӑ), чиркӳ (1927 ҫулта уçăлнă), ярмăрккă, пасар (кашни кӗҫнерникун) ӗçленӗ. 1839 ҫулта ялта шкул, 1861 ҫулта – арҫын ачасемпе хӗрачасем валли училище уçăлать. 1894 ҫулта – икӗ класлӑ, 1917 ҫулта тӑватӑ класлă курс туса ҫӗнетнӗ.
Хуҫалӑх форми
1930 ҫулта – «Возрождение» колхоз (пӗрремӗш председателӗ – П. Ухливанов).
1931 ҫулта «1 Мая» (пӗрремӗш председателӗ – К.Ф. Храмов), Ленин ячӗллӗ (пӗрремӗш председателӗ – Д.Юркин), К.Маркс ячӗллӗ (пӗрремӗш председателӗ – А.Н.Дубанов) колхозсем йӗркеленнӗ. 1938 ҫулта «Красное Городище» колхоз пулса улшăнать, 1950 çулта мӗнпур колхозсене «Путь Ленина» колхоза пӗрлештернӗ.
Ялта 1995 ҫултанпа – «Путь Ленина» хресчен-фермер ассоциацийӗ, 2004 ҫултан пуҫласа «Заря» агрофирма тулли мар яваплӑ общество, 2011 ҫултанпа – «Ак Барс-Çӗпрел» тулли мар яваплӑ обществăн филиалӗн «Городище» филиалӗ ӗçлет.
Паллӑ ҫынсем
А.Ф.Мокшин (1927-1996) – нефтяник, Социализмла Ӗҫ Геройӗ, икӗ Ленин орденӗн кавалерӗ;
Г.Т.Семенов (1919-1981) – разведчик, гварди старший сержанчӗ, Мухтав орденӗсен тулли кавалерӗ, Хӗрлӗ Ялав, Хӗрлӗ Çăлтăр, Тӑван çӗршывӑн Аслă вӑрҫин иккӗмӗш степень орденӗн тулли кавалерӗ;
И. М.Старшов (1916-2004) – химик-технолог, техника наукисен докторӗ, профессор;
Н.Ф.Угаслов (1952 çулта çуралнă) – общество деятелӗ, меценат, ТР тата Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ культурӑн ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн» орденӗн кавалерӗ;
А.Н.Шихранов (1954 çулта çуралнă) – физик, краевед, СССР наукӑсен Академийӗн физикăпа техника институчӗн, Хусанти РАН наукӑсен центрӗн (1979 ҫултан) наука сотрудникӗ;
Н.Н.Шихранов (1946-1998) – ученӑй физик, физикӑпа математика наукисен кандидачӗ, Хусанти РАН наука центрӗн Хусанти физикӑпа техника институчӗн директорӗн çумӗ (1990-1997 ҫулсенче).
Çулталăкри ӗç-хӗле пӗтӗмлетсе
Хулаçырминче, «Ял кунӗ» пирӗн ентеш, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, «Тус» строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗ Николай Угаслов хутшӑнмасӑр иртмест. Вăл ҫак уява ирттерессин пуҫаруçи пулса тăрать, спонсор пулӑшӑвӗ парать. Кӑҫал уяв ҫиччӗмӗш хут иртрӗ.
Халӑха уявпа саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ульяновск облаҫӗнчи «Эткер» Чӑваш Енри ыркăмăллăх фончӗн президенчӗ, Ульяновск облаҫӗнчи «Атăл» ПТРК наци программисен редакцийӗн тӗп редакторӗ, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Олег Мустаев, ТР Чӑваш наци конгресӗн ертӳçин çумӗ, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тата ыттисем килнӗччӗ.
Хӑнасене кӳлнӗ лашасемпе, ҫӑкӑр-тӑварпа ялти Культура çурчӗ умӗнче кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем килнӗ çӗре икерчӗ пӗҫернӗ, сӑмаварсенче чей вӗресе тăчӗ. Культура çуртӗнче шкул коллективӗн, ял ҫыннисен алӑ ӗçӗсенчен хатӗрленӗ куравне те сӗнчӗç.
Уяв программи ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Николай Усмендеев ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетӳ тăвассинчен пуҫланчӗ.
Хулаҫырми ял тӑрӑхне икӗ пурăнакан пункт кӗрет: Хулаçырми тата Çӗнӗ Чакă ялӗсем. Вӗсенче мӗнпурӗ 756 ҫын пурăнать: Хулаçырми ялӗнче – 667 ҫын, Çӗнӗ Чакăра – 89 çын пурăнать. Хулаçырми ялӗнче çуртсен шучӗ – 298, Çӗнӗ Чакăра – 50. 2021 çулта ял тăрăхӗнче 3 ача çуралнă, 17 çын вилнӗ.
– Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен шучӗ чакса пырать. Ҫакӑ пире те, çаплах, район ертӳçине те пӑшӑрхантарать. Кил-çуртсем пушанса юлаҫҫӗ, ҫамрӑксем хулана каяҫҫӗ те каялла таврӑнмаҫҫӗ. Ыттисем ҫемье ҫавӑрма васкамаҫҫӗ. Паянхи кун Хулаҫырми ялӗнче кӑна 40 яхӑн авланман каччă пурăнать, – терӗ ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ.
– Ҫамрӑк ҫемьесем ҫукран, ҫулсерен выльӑх-чӗрлӗх йышне çав шайра сыхласа хăварасси те йывӑрланса пырать, – терӗ вӑл.
Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне ял тӑрӑхӗнче 536 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать, вӗсенчен ӗнесем – 156. 2020 ҫулхипе танлаштарсан вӗсен йышӗ 11 пуç чакни палӑрать. Сурӑхсемпе качакасен шучӗ 12 пуҫ ытларах пулчӗ. Халăх, çаплах, лашасем, сыснасем, чӑх-чӗп усрать тата вӗллесем тытать.
Николай Усмендеев ял ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе республикӑри программӑсем ӗҫленине палӑртрӗ, вӗсемпе активлăрах усӑ курма чӗнсе каларӗ. Ял тăрăхӗн пуçлăхӗ кӑҫалхи задачӑсем ҫинчен те каласа иртрӗ. Вӗсенчен пӗри – Аслă Аксу – Хулаçырми çулӗн строительстви. Ҫулӑн пӗр пайне кӑҫал кӗпер патне ҫитиччен туса хурӗç, кӗпертен – яла ҫитиччен – тепӗр ҫул.
Çутӗç тата культура
1918 ҫулта ялта пӗрремӗш шкул уҫӑлать. Вăл 1934 ҫулта – ҫичӗ ҫул вӗренмелли, 1960 ҫулта – сакăр çул вӗренмелли, 1975 ҫулта – вӑтам шкул (1984 ҫулта ҫӗнӗ здани туса лартнă) пулнă май улшăнать. 2015 ҫултанпа шкул Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ Г.Т.Семенов ячӗпе хисепленсе тăрать.
Шкул çумӗнче 1995 ҫултан пуҫласа краеведени музейӗ ӗçлет (1000 ытла экспонат тăван енӗн историне, культурине, йӑла-йӗркисене тата кулленхи пурнăçне çутатать; йӗркелӳҫӗсем – Ю.А.Новый тата Ю.С.Мутин).
Ялта ача сачӗ (1920 ҫултанпа, 1988 ҫултан пуҫласа ҫӗнӗ зданире), Культура çурчӗ (здание 1971 ҫулта туса лартнă), библиотека (1920 ҫултанпа, 1971 ҫултан пуҫласа Культура çурчӗн зданийӗнче), фельдшерпа акушер пункчӗ (1936 ҫултанпа), Богоявление Господня ячӗллӗ чиркӳ (2015 ҫултанпа, меценат Н.Ф.Угасловăн укҫи-тенкипе туса лартнӑ) пур.
Культура çурчӗ ҫумӗнче «Сияние» чӑваш театр коллективӗ (1976 ҫултанпа, йӗркелекенӗ – М.С.Бушуева), «Çăлкуç» («Родник») чӑваш фольклор коллективӗ (1982 ҫултан пуҫласа, йӗркелекенӗ – П.И.Миронов), «Березка» хор коллективӗ (1984 ҫултанпа, йӗркелекенӗ – П.И.Миронов), «Шевле» хореографи коллективӗ (2006 ҫултанпа) ӗҫлет.
Хулаçырми вӑтам шкулӗнче паянхи кун 86 ача вӗренет, ача садне 20 ытла ача ҫӳрет. Хулаçырми пӗлӳ паракан учреждени хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе мăнаçланать. Ҫак шкултан вӗренсе тухакансем хушшинче пӗлтӗр патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 80, 90 ытла тата 100 балл пухнисем те пулнӑ.
Иртнӗ çул шкул 500 пин тенкӗлӗх «Ăрусен диалогӗ» проектпа выляса илчӗ. Ҫав укҫапа вӗсем уроксем валли кирлӗ пулнă оборудованисем туянма шутлаҫҫӗ.
Шкул ҫумӗнчи участокра коллектив хăйӗн вӑйӗпе пахчаçимӗç ӳстерет. Кунсӑр пуҫне Хулаçырми вӑтам шкулӗ хӑйӗн вӑйлӑ хоккей командипе чапа тухрӗ. Нумаях пулмасть хăйсен вăйӗсемпе иккӗмӗш хутра, икӗ кабинета пӗрлештерсе, мероприятисем ирттерме акт залӗ тунă. Шкула Николай Угаслов ҫӗнӗ оборудованисем, шкафсем, столовӑй валли сӗтел-пукансем панă.
Ҫулталӑк хушшинче пухнӑ макулатура укҫипе гирляндăсем туяннă, ҫӗнӗ ҫул вăхăтӗнче вӗсем шкула илем кӳнӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, пӗлӳ паракан учрежденийӗн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен нумай калама пулать. Шкул директорӗ – Надежда Мокшина.
Спонсорсен пулăшăвӗ
Ял спонсорсен пулăшăвӗпе те çӗнелет.
Ялти Культура çурчӗн сцени ҫине хӑйсен кӗçӗн Тӑван ҫӗршывне пурлăх енчен пулӑшнӑ ҫынсене чӗнсе илсе, вӗсене ӗçӗсемшӗн Тав ҫырӑвӗсем пачӗç.
Николай Угаслова вара уйрăмах тав сӑмахӗсем каларӗç. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн кӗҫӗн Тӑван ҫӗршывӗн чӑн-чӑн патриочӗ тата Николай Федоровичăн пулăшăвӗпе Хулаҫырми хальхи вӑхӑтра аталанса пырать.
– Николай Федорович – пирӗн районăн хисеплӗ ҫынсенчен пӗри. Ялта тата районта ирттерекен мӗнпур ӗҫе вӑл пулӑшнипе пурнӑҫланӑ: чиркӳ, ҫулсен строительстви, шкула, ача садне, хоккей лаптăкне юсасси. Ҫак ырӑ ӗҫсемшӗн эпир вӗҫӗмсӗр тав тăватпăр. Ҫӗнӗ ҫул умӗн кӑна Николай Федорович шкула ҫӗнӗ оборудованипе тивӗçтерчӗ, нумаях пулмасть, Раштав кунӗнче, ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, парнесем пачӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек уявсене те ял ҫыннисене парнелет, – терӗ Марат Ринатович.
Район пуҫлӑхӗ тирпей-илем кӗртес енӗпе плансем ҫинчен каласа иртрӗ, яла туристсене илӗртме май пулнине палӑртрӗ.
– Хулаҫырми ялӗ – хӑйне евӗрлӗ вырӑн, унта 14 ҫӑлкуҫ, кунта эмел курӑкӗсем ӳсеҫҫӗ, шывӗ вара калама ҫук сиплӗ. «Туристсене илӗртме пултаракан уникаллă вырӑн «Киремет» ятлӑ вырăн пур, халăх çапла калать, ӑна тирпей-илем кӗртсе, çӗнетмелле çеç. Анчах та эпир ҫакна пӗрле ҫеҫ тума пултаратпӑр, – тесе хӑйӗн сӑмахне пӗтӗмлетрӗ Марат Гафаров.
Район пуҫлӑхӗ «Путь Ленина» колхоз председателӗ пулнӑ Иршат Хаярова Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа медаль пачӗ, ӗҫӗсемшӗн тав турӗ. Иршат Хаяров çак ялта 1986 ҫултан пуҫласа 1993 ҫулччен ӗҫленӗ тата ялăн, районăн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне, ял халăхӗн пурнӑҫ йӗркине лайӑхлатас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнă.
Николай Угаслов Хулаҫырми ялӗ ӗлӗк мӗнле пулнине аса илтерчӗ, вӑл паян мӗнле улшӑнса пыни ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
– Ял ҫӗнӗрен ҫӗкленни маншӑн чиркӳ строительствинчен пуҫланчӗ. 2015 ҫулта чиркӳ хута кайсан, Турӑ пулӑшнипе тирпей-илем кӗртес ӗҫ пуҫланса кайрӗ: ҫулсем тăвăнчӗç, ытти ӗҫсем ӗçленчӗç, нумай ӗҫ пӗрлехи тăрăшулăхпа пурнăçланчӗ. Пирӗн историе, мӑн асаттесемпе кукаçейсене асра тытмалла. Хулаҫырми ялӗ хӑйӗн паттӑрӗсемпе, пултаруллӑ ҫыннисемпе чапа тухнӑ вӗт, пирӗн ялтан анчах фронта 600 ытла ҫын тухса кайнӑ. Пирӗн вӗсене манмалла мар, вӗсен паттӑрлӑхне, ӗҫне малалла тăсмалла. Пирӗн асаттесен тӗп правили пулнӑ: «яланах пӗрле ӗҫлемелле» текен девиз тăнă, çавăн чухне анчах пурте лайӑх пулать, ҫынсем çирӗп кăмăллă пулӗҫ, – терӗ хисеплӗ ентешӗмӗр.
Пӗтӗмлетӳ тунӑ май, Николай Федорович чун канӑҫлӑхне тӑван ялти пек урӑх ниҫта та тупайманнине те палӑртса иртрӗ. – Ҫавӑнпа та хăвăн кӗçӗн Тӑван ҫӗршывна юратмалла, мӗншӗн тесен вӑл чун канӑҫлӑхӗ парать, – терӗ вӑл.
«Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркесене упраса хӑварма, вӗсене ӑруран ӑрӑва парса пыма чӗнсе каларӗ.
Ял уявӗн ҫутӑ саманчӗсенчен пӗри – 25 тата 50 ҫул пӗрле пурӑннӑ ҫемьесене чыслани пулчӗ. Вӗсем Нинӑпа Николай Юркинсен, ҫавӑн пекех, Нинӑпа Владимир Егоровсем. Юркинсем 1972 ҫулта çемье çавăрнă, 5 ача пӑхса ӳстернӗ. Паянхи кун вӗсен 13 мӑнук пур. Иккӗшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Нина Петровна тӗрлӗ ӗҫре ӗҫлет, сӗт пухать. Ҫемье пуҫлӑхӗ вара тракторпа, ытти техникӑпа ӗçлет. Унӑн ӗҫ стажӗ кӑна та 50 ҫул шутланать. Чыслă ӗҫӗсемшӗн виççӗмӗш степеньлӗ Ӗç Мухтавӗн орденӗпе парнеленнӗ, «Ӗçре хастарлăхшăн» медале тивӗҫнӗ.
Уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем, вӑйӑсем, концерт номерӗсем те пулчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев