Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хӗлле апат çителӗклӗ пултăр тесе

Районта утӑ хатӗрлес, сенаж хывас ӗҫсем малалла пыраççӗ

Коллективлӑ обществăсенче, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче хӗллехи тапхӑр валли выльăх апачӗ хатӗрлеме тытӑнчӗç.

Алексей Амосов ертсе пыракан хресчен-фермер хуҫалӑхӗ – районта чи ӑнӑҫлă хуçалăхсенчен пӗри. Вӑл ертсе пыракан хуҫалӑхра паянхи кун 218 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать. Вӗсенчен 90 яхӑнӗ сӑвакан ӗнесем.

Эпир, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли тапхăр хресчен-фермер хуçалăхӗсенче мӗнле пынине курас тӗллевпе, çак хуçалăха кайрӑмӑр. Эпир ҫитнӗ ҫӗре 55 гектар йышӑннӑ люцерна уйӗнче Николай Макаркин хӑй çулакан комбайнпа курӑксене паккуссене хывнăччӗ. Ӗҫсем пӗр-пӗринпе çыхăнса пыраççӗ – «КСК-100» маркӑллӑ вакласа тиекен комбайнпа çӳрекен Петр Албутов ҫумне 2 «КамАЗ» автомашинăна ҫирӗплетнӗ. Вӗсем вакланă апат массине апат картине турттарсат тăраççӗ. Шоферсем Дмитрий Афиногетновпа Виктор Великанов темиҫе теҫетке рейс тума ӗлкӗреҫҫӗ. Симӗс массӑна Дмитрий Алексеев «Т-150» тракторпа тӗрттерсе тикӗслет, кирлӗ кондицие çити пусарса таптать.

– Люцерна курӑкӗн пӗрремӗш хутне эпир кашни çул сенажа хуратпӑр, чи нумай витаминсем пӗрремӗш хутӗнче пуçтарăнаççӗ. Сӗт туса илес тесен выльӑхсене пахалӑхлӑ тата витаминлӑ апат çитермеллине пирӗнтен кашниех пӗлет. Иккӗмӗш хутне вара утӑ валли, тӗркесене пуҫтаратпӑр, хӗллехи тапхăр валли сыхлама хуратпăр, –  тет хресчен-фермер  хуçалăхӗн ертӳҫи Алексей Амосов, ӗç йӗркипе паллаштарса.

Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра сенаж хывма икӗ шăтăк хатӗрлесе хунă. Пӗрремӗш шăтăкне симӗс масса туса, люцерна курӑкне таптаса хывсан, иккӗмӗшӗнче  – пӗр ҫул ӳсекен курӑксенчен хатӗрленӗ сенаж пулать. Пӗр ҫул ӳсекен курӑксене кунта 70 гектар лаптӑка çинче акнă.

– Каччăсем ялта ӳснӗ çынсем, çак тапхăр мӗн тери хаклă пулнине ăнланса ӗçлеççӗ, – тет хуçалăх ертӳçи, хресчен-фермер хуçалăхӗнче ӗçлекен механизаторсене мухтаса.

Справка

Выльăх-чӗрлӗхе хӗл каçарассишӗн районта (уйрăм хуçалăхсемсӗр пуçне) 8600 тонна утӑ, 40 пин ытла сенаж, 47 пин тонна силос хатӗрлеме планланă. Çак кунсенче районта  567тонна лайӑх пахалӑхлӑ утӑ запасне туса хунӑ, 8720 тонна сенаж хывнӑ. Кашни выльӑх валли ӑтамран 4,0 центнера яхӑн (30 центнер пулма тивӗçлӗ) апат единици туса хунă.

Районти ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç управленийӗнчен июнӗн 30-мӗшӗ тӗлне  илнӗ даннăйсенчен, районӗпе 3221 гектар лаптăк çинчи нумай ҫул ӳсекен курӑксен 687 гектарне утӑ валли ҫулса илчӗç, 2221 гектарне сенажа хывнă тата 313 гекторне çулса выльӑх-чӗрлӗхе апатлантарнă.

Ҫав вӑхӑтрах районти хуҫалӑхсенче калчасене сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкăсене хирӗç ӗçсем тулли хăватпа пыраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев