Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Халӑхпа тӗлпулусенче

«Халăх пухăвӗсенче» ял халăхӗ пурнӑҫӗ, лайăх ӗҫӗсем, йывӑрлӑхӗсем ҫинчен ирӗклӗн калаçать. Районтан килнӗ ертӳçӗсене ыйтусем парать

Кӑҫал районта халăх пухăвӗсем Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗнчен пуҫланчӗç. Элле курса-калаçассине эпир кӗтнӗрен, Ҫӗнӗ Чукал, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗсенче те, пухăва вӑтам ҫулсенчи ҫынсем кӑна мар, ялăн аслă ăру çыннисем те нумай килнӗччӗ.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков   хăйӗн докладӗнче халӑх интересӗсемшӗн пурнӑҫланӑ ӗҫсем çинче чарӑнчӗ, 2021 ҫул валли палӑртнӑ тӗллевсене те каласа иртрӗ. Ҫӗнӗ Чукал ял халăхне пăшăрхантаракан чи пысӑк ыйту – район центрӗнчен яла килекен аслă çул йӗркеллӗ пулманни. Ҫак ыйту ҫине хурав парса район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин ҫула юсассине 2023 ҫул валли палӑртни çинчен пӗлтерчӗ.

Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче вара халăх ыйтăвӗсенчен нумайăшне агрофирма ертӳҫине пачӗ. Пухура ял территорийӗнче ӗҫлесе тăнă ял хуҫалӑх организацийӗн ертӳҫи, районти МЧС  уйрӑмӗн, шалти ӗҫсен уйрăмӗн представителӗсем те доклад турӗç. Агрофирма ертӳҫи Владимир Николаев панă ыйтусене хирӗç, проблемӑсене вӗренсе, вӗсене татса пама шантарчӗ.

Ҫак эрне хушшинче Кивӗ Чукал, Аслă Аксу, Чӑваш Ҫӗпрел, Анат Чакă, Хулаçырми, Марс, Шланка ял тăрăхӗсен составне кӗнӗ ялсенче халăхпа пулнă тӗлпулусем те туслӑ тата пӗр-пӗрне ӑнланмалли условисенче иртрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев