Халăхпа ирттерекен пухусем вӗҫленчӗç
Район ертӳҫисен ял тӑрӑхӗсенче халӑхпа ирттерекен тӗлпулусем вӗҫленчӗç. Унӑн кайранхисем Хулаçырми тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗсенче иртрӗç.
Хулаçырминче мероприяти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Салифанов тухса калаçнипе пуҫланса кайрӗ. Унăн сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, кунта пурăнакан çынсенчен нумайӑшӗ (108 ҫын) «Ак Барс- Ҫӗпрел» агрофирма филиалӗнче вăй хурать. Тутарстан Республикин Президенчӗн программине Патшалăх пулӑшӑвӗпе усӑ курса харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем те сахал мар. Пӗтӗмлетсе каласан, паян кунти халӑха начар пурӑнать тесе калама пулмасть. Тӗрӗс, ҫӗршыв шайӗнчи пулăм – çынсен йышӗ чакни кунта та курăнать. Ватă çынсем вилни, ачасем сахал ҫурални çакăн сăлтавӗ. Кӑҫалхи çулăн иртнӗ тапхăрӗнче, сӑмахран, пурӗ те виҫӗ ача кăна ҫуралнӑ, вунӑ çын пурнăçран уйрăлса кайнă.
Шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем ялта тӗпленсе юлманни те пӑшӑрхантарать. Халăх умне тухса, Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин та çакăн çинчен пӑшӑрханса калаçрӗҫ. Хулаçырми ялӗн кӗрлесе пурăннă вăхăчӗ те пулчӗ. Иртнӗ ӗмӗр варринче кунта 600тен ытла ҫурт пулнӑ тата вӗсенче виҫӗ пине яхӑн ҫын пурӑннӑ. Ринат Гайзатуллин яла сыхласа хăварасси, ял ҫыннисене льготăллă патшалӑх пулӑшӑвӗ, выльӑх-чӗрлӗх тата чăхчӗп, хур-кăвакал усрама кăмăл тăвакансене условисем туса парасси ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Пухура çак ялта çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Шупашкар хулинче пурăнакан, Чӑваш Республикин Патшалӑх
Совечӗн депутачӗ Николай Угаслов та хутшăнчӗ. Район халăхӗ лайӑх пӗлет. Шупашкарта пысăк строительство организацине ертсе пыракан ентешӗмӗр Ҫӗпрелне пайтах пулăшрӗ. Хулаҫырми ялӗнче те ӑна хисеплеҫҫӗ. Район пуçлăхӗ Марат Гафаров депутата Тав ҫырӑвӗ пачӗ. Николай Федорович трибуна ҫине тухса: «Тутарстан Республикин Раҫҫей регионӗсен хушшинче флагман. Унпа танлашакан çук. Республика Президенчӗ Рустам Минниханов питӗ авторитетлӑ тата опытлӑ ертӳҫӗ. Эпир Тутарстана ăмсанатпăр», – терӗ. Район пуçлăхӗ Марат
Гафаров тухса калаçнă чухне юлашки вăхăтри лару-тăру çинче те чарăнса иртрӗ: – Пандеми пирӗн пурнӑҫа çирӗпрех ӑнланма вӗрентрӗ. Вӗрентекен пурнăçра п ы с ă к в ы р ă н йышăннине, врач ӗçӗ мӗн тери пӗлтерӗшлӗ п ул н и н е ç и р ӗ п шантăмăр. Ҫак вăхăтра пулӑшу кирлӗ пӗр ҫын та тимлӗхсӗр юлмарӗ. 85 район ҫыннине вирус лекрӗ, мухтав Турра, вӗсем пурте сывалчӗç, – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ. Ăна ыйтусем те нумай пачӗç. Марат Ринатович Хулаçырми халăхӗн ыйтăвӗсене итленӗ хыҫҫӑн, килес ҫул валли пулнă майсенчен тухса çула юсас енӗпе мерăсем йышăнма шантарчӗ.
– Районта ҫавӑн пек юсамалли ҫулсем нумай. Сахалтан та 50 ҫухрӑма яхăн. Ҫӗнӗ Йӗлмел, Мучелей, Кивӗ Ишлӗ тата Сатуркка ялӗсене каякан ҫулсем вӗсем, – терӗ вăл. Пуху вӗçленес умӗн «Хулаҫырми» тесе калакан кӗнеке презентацийӗ пулчӗ. Ăна пичетлесе кăларас енӗпе ентешăсчахăмăр Александр Шихранов, Иршат Гафаров тата спонсор Николай Угаслов пысăк тăрăшулăх хунă. Ял халăхӗ вӗсене чунчӗререн тав тунине пӗлтерчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев