Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче ҫӗнӗ, модельлӗ библиотека уҫӑлчӗ

Модельлӗ библиотека

Паянхи кун Тутарстанра çакăн пек учрежденисем пурӗ те —14 кăна, вӗсенчен пӗри — Ҫӗпрел районӗнче.
Хальхи, модельлӗ библиотека «Культура» наци проекчӗн шайӗнче, 15 миллион тенкӗлӗх грант укҫи-тенкипе пулса тăчӗ. 2023 ҫулта республикӑра 4 учреждени çакăн пек гранта çӗнсе илнӗ.

Кӗçӗн Чăнлă ялӗн библиотеки те çавсен хушшинче тата кӑҫал вăл республикăра чи малтан уҫӑлчӗ. Кун пирки Тутарстанри Наци библиотекин наукӑпа методика пайӗн тӗп библиотекарӗ Зайнап Замалиева пӗлтерчӗ.

Библиотекӑна 3,1 пин ҫӗнӗ кӗнеке кӳнӗ. Вулакансем Раҫҫейри малта пыракан библиотекӑсен каталогӗсемпе те усӑ курма пултараҫҫӗ. Библиотекӑна ҫӗнӗ оборудованисемпе: интерактивлӑ панельсемпе, глобуспа, ҫавӑн пекех мультимеди комплекчӗпе, виртуаллӑ реальлӗ куҫлӑхсемпе, сасӑ оборудованийӗсемпе тата аэрохоккейпе пуянлатнă. Унсӑр пуҫне библиотекӑра таврапӗлӳ зонине йӗркеленӗ, унта экспонатсем вырнаҫтарнӑ, музей тунă.

— Тутарстанра 1500 ытла библиотека пур, вӗсенчен 32-шӗ Ҫӗпрел районӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Ӗлӗк библиотекӑсенче вулама черетсем тӑнӑ, мӗншӗн тесен киле илсе кайса вулама 1-2 куна ҫеҫ панӑ. Ҫынсем ҫак учреждение кирлӗ информацие илме килеҫҫӗ. Библиотека малалла ӗҫлесе тăтăр тесен Кӗçӗн Чăнлăра пурте пур. Кунта хӑйсен ӗҫӗн чӑн-чӑн ăстисем ӗҫлени курӑнать. Аэропорт кӑна ҫитмест, тесен те пулать, — терӗ уява килнӗ пирӗн ентеш, Тутарстанри муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗн Ассоциацийӗн ертӳçи Агзам Губайдуллин. 

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та ял ҫыннисене хальхи библиотека уҫăлнӑ ятпа саламларӗ. 

— Шкул хыҫҫӑн модельлӗ библиотека ачасем валли, ҫавӑн пекех, ял ҫыннисемшӗн пушӑ вӑхӑта интереслӗ ирттерме никкӗмӗш кил пуласса шанатӑп, — терӗ вăл.

— Кун пек ку чухнехилле çӗнетнӗ учреждени районта та ҫук, — тесе хавасланса пӗлтерчӗ библиотека заведующийӗ Лилия Мухтарова.

Ҫак кун ҫӗнетнӗ, модельлӗ учрежденийӗн алӑкӗн урати урлӑ каҫса кӗрсе, унӑн хăтлăхӗсемпе паллашса çӳренӗ ҫынсем пурте кăмăллă витӗм илчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев