Кашни ӗҫре ӑсталӑх кирлӗ
Инна Николаевна Краснова алă ӗçӗпе ачаранах интересленнӗ
Алă ӗҫӗн ӑсталӑхӗ — ӗҫченлӗхӗн кӑтартӑвӗ. Нумайӑшӗ алă ӗҫӗсене вӗренесси ҫинчен ӗмӗтленет, хӑш-пӗрисем ӑна ачаранпах, асламӑшӗсенчен, амӑшӗсенчен вӗренеҫҫӗ.
Статьян геройӗ те, Ульяновск облаҫӗнчи Кӗçӗн Нагаткино ялӗнче çуралса ӳснӗ Инна Николаевна Краснова, алă ӗçӗпе ачаранпах интересленет, тӗрӗсрех каласан, асламăшӗнчен крючокпа çыхма вӗренет.
Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хӗр малтан фермӑра ӗне сăвать, унтан повар профессине алла илет, тӑван колхозăн столовӑйӗнче повар пулса ӗҫлет. Каярахпа Ульяновск хулине каять, ҫӑкӑр заводне ӗҫлеме кӗрет.
Хӑйӗн пулас мăшăрӗпе Эдуардпа шăпах Ульяновск хулинче ӗҫленӗ ҫулсенче паллашать. Иннăн амӑшӗн йăх-несӗлӗ Чăваш Паснапуç ялӗнчен. Эдуардпа та ҫав яла таврӑннă чухне тӗл пулать. Кăштах тӗл пулса çӳренӗ хыççăн, çемье çавăраççӗ. Инна Çӗнӗ Ҫӗпрел ялне кин пулса килет. Ҫемьере пӗрин хыҫҫӑн тепри икӗ ывӑл ҫуралаҫҫӗ. Амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса, вӗсем пӗчӗкрех кăна ҫурт туянаҫҫӗ. Ăна хӑйсене майлӑ тирпей-илем кӗртсе, пурӑнма пуҫлаççӗ.
Инна, трагедилле майпа, сывлӑхне ҫухатать, унӑн тата икӗ пӗчӗк ачана ӳстерсе, ура ҫине тӑратма кирлӗ пулнине питӗ лайӑх ӑнланать, малалла пурăнма талпăнать. Больницăсене çӳре-ҫӳре, сывалать, ура ҫине тӑрать. Ӑна инвалидсен иккӗмӗш ушкӑнне параççӗ, пенси палăртаççӗ. Пенси çумне хушма укҫа пултăр тесе, Инна ҫамрӑк чухне мӗн вӗреннине аса илет. Вӑл тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсем туянса, крючокпа мунча валли мунчаласем ҫыхма пуҫлать.
— Асаннен пӳрнисем ҫине пӑхса ларса, ҫыхма вӗрентӗм. Хуняма та крючокпа питӗ лайӑх ҫыхать. Эпӗ унран та нумаййине курса вӗрентӗм. Узорсене интернетран пăхатăп, — тет Инна.
Пысӑккисем валли те, ачасем валли те уйрăм пӗр формăна кӗртсе çыхнă мунчаласем ҫителӗклӗ пухӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем чӗрӗп, шӑши, алсиш пек çыхса тунисене уйрӑмах юратаҫҫӗ. Малашне ятарлă ятлă мунчала çыхма та шухăшӗ пур иккен.
— Чирлесе, больницӑра выртнӑ чух вӑхӑт хӑвӑртрах ирттӗр тесе, ҫаплах ал ӗҫӗпе аппалантӑм. Ҫав вӑхӑтра çыхнă хамӑн мунчаласене пурне те Упи ялӗнче вырнаçнă «Ӑшӑ ҫурт» ачасен приютне, кашни ача валли ҫитмелӗх пултăр тесе параттăм. Манӑн уйрăмах ачасем валли çыхнă мунчаласене курсан, эпӗ вӗсем тав тунишӗн, вӗсем савӑннипе хӗпӗртеттӗм, малалла пурӑнма вӑй илеттӗм. Тен, ҫавӑнпа та Турри мана вилӗмрен ҫӑлса хӑварчӗ те пулӗ, — тет Инна.
Инна харпӑрçă пулнă май регистрациленет, сутнӑ таварӗсенчен налук тӳлесе пырать. Мунчала çыхнисӗр пуçне, вӑл тӗрлӗ турӑшсене вӗтӗ шӑрҫапа илемлетессипе те интересленет. Кăçал вӑл хăй çыхнă мунчалисене тата вӗтӗ шӑрҫасем çыпăçтарса тунă турӑшӗсене инвалидсен ярмӑрккинче те сӗнчӗ.
— Иннăн пысӑккисемпе ачасем валли çыхнă мунчалисене те, вӗтӗ шӑрҫасем çыпăçтарса, илемлетсе тунă турӑшӗсене те район çыннисем инвалидсен ярмӑрккинче кăмăлласах туянчӗç, — тет районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн ӗçченӗ Юлдуз Мусина.
Алă ӗçӗпе интересленнине унăн Пăрăнтăк элеваторӗнче ӗҫлекен мӑшӑрӗ Эдуард та кăмăллать, май пулнă таран пулăшать.
— Ывӑлсем те ӳсрӗç ӗнтӗ, хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ, аслӑ ывӑлăмăр Евгений 7 класра вӗренет, футболпа интересленет, кӗҫӗнни — Даниил 5 класра вӗренет, ытларах манпа, пур ӗçре те мана пулӑшакан, — тет Инна савӑнӑҫлӑн.
Çапла, пӗр минута та сая ямасӑр, ҫулла чăх-чӗп, бройлерсем, хурсемпе кӑвакалсем усраса, хӑйсен пахчинче улма-ҫырла ӳстерсе, тулли пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ Красновсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев