КĂШАРНИ — Крещенкке
Ку уява чăвашсем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ: Крещенкке те, Нартукан та, Кăшарни те. Кăшарние Сурхуринчен тытăннă та эрне тăршшĕпех паллă тунă Тӗн тата çын
Православи тĕнне йышăннă хыççăн çак уяв вырăссен Кăшарнийĕпе пĕр килнĕ. Кăшарни — «хĕл эрни» тенине пĕлтернĕ.
Кăшарни ирттерме çамрăксем пĕр киле суйласа илнĕ. Уяв сĕтелĕ валли килĕрен хăмла, çăнăх тата ытти çиме пуçтарнă. Ял çыннисене хăналама пайтах хатĕрлемелле пулнă. Ыран Кăшарни тенĕ чух çак çурта пуçтарăннă, сăра вĕретнĕ, кукăль-пӳремеч таврашĕ пĕçернĕ. Каçхине ватти-вĕтти, яш-кĕрĕм пуçтарăннă.
Хĕрсем малтан ватăсене тата ашшĕ-амăшне сăрапа сăйланă. Аслă ăру çамрăксене телейлĕ пурнăç, ăнăçусем суннă. Пăртак хăналаннă хыççăн килĕсене саланнă. Çамрăксен хаваслă уявĕ малалла тăсăлнă. Купăс е сĕрме купăс кĕввипе юрланă, такмак каласа ташланă, вăйăсем вылянă, савăннă, кулнă.
Кăшарнире килтен киле мыскараллă тумланнă çветкесем те çӳренĕ. Яш-кĕрĕм кĕрĕк тавăрса кашкăра, упана, тилле, вупăр карчăкне çаврăннă. Çветкесен чăн тĕллевĕ — кил-çуртран, урамран, ялтан усал вăйсене хăваласа ярасси. Çавăнпа та вĕсен аллинче пушă, турчăка е шăпăр пулнă.
Тепĕр куна «Турра шыва янă кун» тенĕ. Çак йĕрке Христос шыва кĕнĕ кунпа çыхăннă. Евангелире çырнă тăрăх, Иоанн Креститель Иисус Христоса Иордан шывĕнче шыва кĕртет. Çавăнтанпа пырать те Иордан шывне тата мĕнпур шыва çутатса тасатас йĕрке. Православи çыннисем çывăхри кӳлĕре вакă касаççĕ, пачăшкă шыва кĕмĕл хĕресĕпе тасатать. Çамрăксем тата хăюллăраххисем усал-тĕселтен, чир-чĕртен тасалас тесе шыва чăмса тухаççĕ. Ватă-вĕтĕ мунчара çăвăнса тасалать. Çак йĕрке хыççăн ялта çветкесем çӳремен. Çамрăксен ларма вăхăчĕ тытăннă. Хĕрсем алĕç тунă, качча кайма тупра хатĕрленĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев