Кăмăлсăр лару-тӑру
Районти Ӗç тăвакан комитетăн чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе комиссийӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ.
Унӑн ӗҫӗнче организацисен, предприятисен ертӳçисем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, çутӗç учрежденийӗсен, яваплӑ службӑсен представителӗсем хутшӑнчӗç.
Ларура шкул ачи ҫине здани тӑрринчен юр ишӗлсе анни тата ҫурхи шыв-шур тапхӑр тӗлне хатӗрленӳ мӗнле пыни çинчен сăмах пулчӗ.
Анат Чакă вӑтам шкулӗнче кӗтмен, кăмăлсăр лару-тӑру пулса иртрӗ. Виҫӗ вӗренекен шкул картишӗнче тӑнӑ чух здани тӑрринчен юр ишӗлсе анать. Здани умӗнчи юрпа ҫумӑртан сыхлакан сооружение те вӑл аркатать. Здани умӗнче тăнă виҫӗ вӗренекен ачаран пӗри — хӗрача юрпа пӑр хутламӗ айне юлать. Паллах, сывлӑхне те пысӑк сиен кӳрет. Паян хӗрача Хусан хулин больницинче сипленет.
Хальхи вăхăтра çак факт енӗпе следстви пырать.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров канашлура ертӳçӗсене яланах сыхă та тимлӗ пулма чӗнсе калать.
— Кирек мӗнле организаци: шкул, Культура çурчӗ, ача сачӗ тата ыт. те, унӑн ертӳҫи пурне те малтанах курса, ӗç туса тӑтӑр, ку ҫапла пулмалла та, — терӗ вӑл.
— Иртнӗ ҫулсенче пулман, кӑҫал та лӑпкӑнах иртсе кайӗ тесе калама пулмасть. Ҫанталӑк сасартӑк ӑшӑтса ярсан, шыв илес хăрушлăх та пысăк пулать. Ҫавӑнпа та çурхи шыв-шур тапхӑрне те тӗплӗн хатӗрленӗр, — тесе асӑрхаттарчӗ район пуҫлӑхӗ.
Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов та шыв юхса тухакан трубасене тасатасси, гидротехника сооруженийӗсене тӗрӗслесси чи малтанхи тивӗç, тесе палӑртрӗ. Вӑл паянах ял тăрăхӗсемпе службăсене çурхи ейӗве хатӗрленмелли ҫинчен аса илтерчӗ.
Тутар Шатăршан ялӗнчи темиҫе ҫурт, Матак ял тӑрӑхӗнчи темиҫе хуҫалӑх, Упи ял тăрăхӗ (кунта юханшыв сарӑлса, шыв ҫул ҫине ҫӗкленет) район шайӗнче шыв илес хăрушлăх юнанă зона пулса шутланаççӗ. Вӗсене контроле илес, ял тăрăхӗсене пăхса тухас енӗпе районта оперативлӑ ушкӑн ӗҫлет. Халӑх ҫавӑн пек лару-тӑрусене ӑнланма тивӗçли те обязательнăй услови пулса тӑрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев