Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кăмăллă уяв

Районта Ватӑ çынсен кунӗ ячӗпе чылай мероприяти иртрӗ.

Уява Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрӑмне (ертӳҫи Дилюза Азизова) йӗркелерӗ.

«Вӗренсе тухакансен паркне» килнисене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, РФ Пенси фончӗн Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Роза Гафарова тата Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Дилюза Азизова уяв ячӗпе саламларӗ.

Уявра ветерансемпе пенсионерсен юхӑмне хастар хутшӑнакансене, ҫак кунсенче хӑйсен юбилейне паллӑ тӑвакансене Грамотăсем, Тав ҫырӑвӗсем, парнесем пачӗҫ. «Ҫемье çулталăкӗ» пулнă май хисеплӗ тата активлӑ ҫемьесем те тимлӗхсӗр юлмарӗҫ.

Аслă çулсенчи çынсем вӑйăсенче хутшӑнчӗç, хаваслансах ташларӗç. Савăнăçлă мероприятие пӗрле хатӗрленӗ тулăх сӗтел хушшинче, чей ӗçсе, малалла тăсăлчӗ.

Уява килнӗ аслă çулсенчи ҫынсем мероприяти йӗркелесе, илемлӗ тӗлпулу парнеленӗ Дилюза Азизована, спонсора Марат Раимова (Кӗҫӗн Чăнлă ялӗ), хресчен-фермер ертӳҫине Ильмир Махмутова, предпринимателе Ильмас Насибуллина тата ыттисене тав турӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев