Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Калаçсан та тӗрлӗ чӗлхепе – эпир пурăнатпăр Раççей текен аслă çӗршывра

Июнӗн 12-мӗшӗ – çамрăк, анчах чи чаплă наци уявӗ – Раççей кунӗ!

Июнӗн 12-мӗшӗ – патшалӑхăмăршӑн пысӑк уяв, ҫак кун  ҫӗршыври 190ран ытла наци представителӗ Раҫҫей кунне палăртса иртет.

2002 ҫулччен июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей патшалӑх суверенитечӗн декларацине йышӑнмалли кун пулнă май ирттереççӗ. 1990 çулхи июнӗн 12-мӗшӗнче РСФСРăн пӗрремӗш съезчӗн депутачӗсем Раҫҫей патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен деклараци йышӑнаççӗ. Ҫӗршыв Раҫҫей Федерацийӗ пулса тăрать. 1992 çулта ҫак кун Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ енӗпе халăхсем хушшинче  уççăн сасăлас тӗлӗшпе  суйлав ирттереççӗ. Вăл вăхăтра Борис Ельцин Президент пулса тăрать. Раҫҫей кунӗнче Раҫҫей хулисенче, Тутарстанăн тӗп хулинче  Хусанта уяв концерчӗсем, ҫав шутра пирӗн районта та тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Урамсене наци ялавӗсемпе тата символсемпе илемлетеççӗ. РФ Президенчӗн патшалӑх премийӗсене параҫҫӗ. Уяв салютпа вӗҫленет.

Çак кун ячӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та çӗпрелӗн çыннисене уявпа саламлать.

«Раҫҫей кунӗ вăл – ҫӗршыври тӗрлӗ тӗне ӗненекен, тӗрлӗ наци халӑхӗсене пӗрлештерекен пысӑк уяв. Эпир Раççейӗн хăш облаçӗнче, республикинче, хула-ялӗсенче пурӑнсан та,  пире пӗрлехи тӗллевсем пӗрлештереççӗ. Эпир Тӑван çӗршыв ырлӑхӗшӗн, паянхи пурнӑҫӗшӗн, ҫамрӑк ӑрусен ҫутӑ малашлăхӗшӗн, Раҫҫей аталанӑвӗшӗн тӑрӑшатпӑр. Çак патриотизм тата гражданлăх, ирӗклӗхпе тӗрӗслӗхе ăнтăлакан йӑла-йӗркесем пирӗншӗн шанăçлă ăс-тăн хаклӑхӗ пулса юлаççӗ.

Хисеплӗ туссем, ҫак уяв ячӗпе пурсӑра та ырлăх-сывлӑх, тăнăç кунсем тата ӗçӗрсенче çитӗнӳсем сунатӑп. Çӗршывăмăр лӑпкӑ, тӳпемӗр яланах çутă пултăр. Пурсăра та Раççей кунӗ ячӗпе!», – тенӗ район пуҫлӑхӗн саламӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев