Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кадрсем улшăнчӗç

Район Советӗнче

Августӑн 17-мӗшӗнче район Советӗнче пулса иртнӗ вӑтӑрмӗш ларура тӗрлӗ ыйтусене пӑхса тухрӗç.

Кун йӗркине кӗртнӗ «2023 ҫул тата планпа пӑхăннă 2024 тата 2025 ҫулсенчи Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллă районӗн бюджечӗ ҫинчен» район Совечӗн йышăнăвне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" пӗрремӗш ыйту енӗпе районти финанспа бюджет палатин пуçлăхӗн Ильдар Ракиповăн докладне итлерӗç.

«Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллă районӗнче бюджет тытӑмӗ тата бюджет процесӗ ҫинченхи йышӑнусене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен», «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллă район Совечӗн уйрӑм решенийӗсене улшăнусем кӗртесси çинчен» докладсемпе район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тухрӗ.

Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн генеральнăй планне çирӗплетес енӗпе доклада депутатсене пӑхса тухма районти Ӗç тăвакан комитетăн ертхçин инфраструктура аталанăвӗ енӗпе çумӗ Радик Багаутдинов сӗнчӗ. 

Ларăва илсе пыракан район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пиллӗкмӗш ыйтӑва пӑхса тухас умӗн депутатсен корпусне хайӗн ячӗпе районти Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен палатин пуçлăхӗн тивӗçӗнчен хăтарма ыйтса çырнă заявлени кӗни çинчен пӗлтерчӗ. Халиччен ку ӗҫе Булат Ханбиков пурнăçласа пычӗ. Район пуҫлӑхӗ ӑна ӗҫӗсемшӗн тав турӗ, Хисеп грамоти пачӗ.

Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен палатин пуçлăхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама халиччен район пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗҫ тăрас енӗпе пулăшаканӗ пулса ӗçленӗ Ирек Хайруллина палăртрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев