Каччăсем салтак тумне тăхăнӗç
Кӗрхи призыв
РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне тата тӑватӑ Çӗпрелӗн каччи туллилентерчӗ.
Каччăсене район ертӳҫисем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӑванӗсем, тусӗсем ӑсатрӗç. Пулас салтаксене чыслăн, тӳрӗ кӑмӑлпа служить тума сунчӗҫ.
— Ҫарти служба вӑл — кашни ҫын пурнӑҫӗнче чи лайӑх вӑхӑт. Ку маншӑн та ҫаплах пулчӗ. Германире 2 ҫул службӑра тӑтăм. Ҫӗпрелӗн хальхи ҫамрӑкӗсем те чыслӑн служить туччăр! — терӗ Тутар Паснапуçӗнчен
Ильяс Шарафутдинова ăсатма килнӗ Рустам Халиуллин.
Ильяс — кӗрешӳҫӗ. Районти ӑмӑртусенче, Сабантуйсенче паттӑра юлнӑ каччă. Салтака кайни те паттӑрлӑхпа пӗрех.
— Хӗл каçсан, ҫуркуннене ирттерсен, кӗркунне те ҫитет ӗнтӗ, — тесе шӳтлесе калаçрӗ Ильяс. Хӑй вӑл ҫар службине таса тивӗҫпе танлаштарать.
Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен ретне тӑма тивӗҫлӗ çамрăксен ячӗпе пиллӗх сӑмахӗсем нумай янӑрарӗҫ. Ҫул укҫи те пачӗç.
Черетлӗ ушкӑнра РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне Шланка ялӗнчен Рафис Айнетдинов, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Дмитрий Николаев, Ҫӗнӗ Шӑхалӗнчен Денис Угинов, Тутар Паснапуçӗнчен Ильяс Шарафутдинов тухса кайрӗç.
Кӗрхи призыв, яланхи пекех, декабрӗн уйăхӗн вӗçленичченех пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев