«Ивушка» ача садне республика программи шайӗнче тӗпрен юсаҫҫӗ
Вӑтӑр ҫул хушшинче
Район центрӗнче ҫеç мар, ялсенче те масштаблӑ строительство, тӗп юсав ӗçӗсем пыраҫҫӗ. Паянхи кун Аслă Аксу ялӗнчи «Ивушка» ача садне тӗпрен юсаççӗ.
Унта юсав ӗҫӗсем кӑҫал пуҫланнăччӗ. 30 ытла ача валли шутланнă ача сачӗн зданине «Вега Строй» обществӑн ӗҫченӗсем юсаҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсен ытларах пайне туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Кунта электропроводкăна, санузела улăштарма, шпаклевка тума, стенасене сӑрлама, урайне ӑшӑ ленолиум сарма, уйрӑм пӳлӗмсенче плитка хума ӗлкӗрнӗ. Пӳлӗмсен алӑкӗсене лартнӑ, ачасен вылямалли пӳлӗмӗсен урайӗсене ӑшӑтнӑ, ача садне кӗмелли-тухмалли, вылямалли площадкӑсене каймалли ҫулсене бручатка сарнӑ. Хальхи вӑхӑтра территорие тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗçсем пурнăçланаççӗ.
— Строительсем вăхăтра ӗçсене вӗçлеме сӑмах параҫҫӗ. Апла пулсан, сентябрӗн 1-мӗшӗччен ҫӗнетнӗ здани каллех ачасене йышӑнӗ. Кунсăр пуçне ача садне тата таврари хутлӑха строительство материалӗсенчен тасатмалла, пӳлӗмсене ҫуса тухмалла. Кунта ача сачӗн ӗçченӗсем те пысӑк ӗҫ тăваççӗ, — тет ача сачӗн заведующийӗ Валентина Храмова-Данилова савӑннине пӗлтерсе.
Паянхи кун ача садӗнче 5 ӗçчен тăрăшать: заведующий, аслӑ воспитатель, повар, кӗҫӗн воспитатель тата пӳлӗмсене тирпейлекен. 2004 ҫултан пуçласа Валентина Николаевна ача сачӗн заведующийӗн ӗçне пурнăçлать.
Кӑҫал ача садне 14 ача ҫӳрессе кӗтеҫҫӗ. Унчченхи ҫулсенче, унта 36 ача çӳренӗ.
Справка
Аслӑ Аксу ялӗнчи «Ивушка» ача садне, шкул зданийӗпе пӗрле, 1995 ҫулта тума пуҫланӑ, ӑна 2000 ҫулта хута янӑ. 2017 ҫулта шкулпа пӗрле ача сачӗн ҫивиттине улӑштарнӑ, пластик чӳречесем лартнӑ. Масштаблӑ тӗп юсав ӗçӗсем вара кунта пӗрремӗш хут иртеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев