Юсав ӗçӗсем малалла пыраççӗ
Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин Çӗпрел районӗнчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенчи юсав ӗçӗсене пӑхса тухрӗ
Района депутат килсе кайни «Парти десанчӗ» проект шайӗнче пулчӗ. Шакир Ягудин район пуҫлӑхӗн çумӗпе Алексей Ярухинпа пӗрле Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре, «Чайка» лагерьте пулчӗç тата Чăваш Çӗпрел ял тăрăхне ҫитсе курчӗç.
Паянхи кун Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре «Вӗренӳ» наци проекчӗн шайӗнче тӗп юсав ӗçӗсем пыраççӗ. Здание тӗпрен юсас ӗҫ кӑҫал пуҫланчӗ. Унчченрех зданийӗн ҫивиттине улӑштарнӑччӗ. Хальхинче вара здание шал енчен тирпей-илем кӗртес, тӗпрен юсас ӗçсем пыраççӗ. «СтройГрад» подрядлӑ организацин ӗҫченӗсем стенасене штукатуркӑ тăвас тата сӑрлаҫҫӗ, маччасемпе урайсене ҫӗнетеҫҫӗ, алӑксемпе чӳречесене, электричество пралукӗсене, санузелсене пӗтӗмпех улӑштараҫҫӗ, шыв ӑшӑтакансем лартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех зданийӗн тулашри фасад пайӗ те пӗтӗмпех улшăнӗ.
Лицей директорӗ Наталия Маркова каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне юсав ӗҫӗсем вӗҫленме тивӗçлӗ. — Пирте çакӑн пек ӗҫсем пурнăçланнăшăн эпир питӗ савӑнатпӑр. Тахҫанпа кӗтрӗмӗр. Пирӗн интернат та пур, столовӑйра мӗнпур условисене туса панă, — тет вăл.
Кӑҫал икӗ ял тӑрӑхӗнче кану паркӗсем те тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫсене Тутарстан Республикинче «Территорисене хӑтлӑх кӗртесси» программа шайӗнче туса пыраҫҫӗ. Палӑртса хӑваратпӑр, иртнӗ ҫулсенче асӑннӑ программа шайӗнче Аслă Чăнлă, Çӗнӗ Ишлӗ, Кивӗ Шемӗршел ял тăрăхӗсенче кану паркӗсем турӗç.
Аслă Аксу ял тӑрӑхӗнче кану паркӗ туса пӗтернӗпе пӗрех. Ӗҫлӗ ҫӳрев шайӗнче депутат Чӑваш Çӗпрел ялӗнчи кану паркӗнче ӗҫ мӗнле пынипе те паллашрӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров каланӑ тӑрӑх, кану паркӗнче сакăсем, ҫутӑ вырнаҫтарӗҫ. Парк центра кӗмелли вырăнпа палăртăнса, йӗри-таврашне хӳмепе тытса илӗç. Амӑшӗсене ачисене коляскăра уҫӑлтарса ҫӳретме тротуар ҫулӗсем хывӗҫ. Паллах, ешӗл йывӑҫсем лартас тӗлӗшпе те пысӑк ӗҫ пурнăçланӗ.
«Чайка» лагерьте хальхи вăхăтра иккӗмӗш смена малалла тăсăлать. Ҫавӑн пекех «Галактика ачисем» ятлӑ палатка канӑвне те йӗркеленӗ. Депутат ачасен канӑвӗпе, апат-ҫимӗҫ ыйтӑвӗсемпе те интересленчӗ. Ачасем те депутата тӗрлӗ ыйтусем пачӗç.
Шакир Ягудин социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пур объекта та хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫсен пысӑк пахалӑхлă пулнине палӑртса иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев