Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Юратнӑ ӗҫ — ҫур телей

Хаҫатçăсен ӗҫӗ почтальонсен ӗҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ

Ҫулсем иртнӗҫемӗн почта служби те хальхи саманана хӑнӑхса пырса, улшăнчӗ.
Ку ӗç-хӗл, ӗлӗк хаҫатсемпе журналсене сарас ӗҫпе кӑна никӗсленнӗскер, паян нумай ӗç пурнăçлать. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн квитанцисене, налук декларацийӗсене валеҫесси, интернет урлă таварсем йышӑнасси, куллен кирлӗ пулнă япаласене сутасси... тата ҫавӑн пек нумай тӗрлӗ пулӑшусем.

— Кашни ӗҫӗн хӑйӗн хăйне евӗрлӗхӗ, — теҫҫӗ Кивӗ Кахăрлă ялӗнчи почта уйрăмӗнче ӗçлекен почтальонсем Рамиля Асадуллина, Дания Миначева, Мария Билалова, Тафкиля Басырова тата вӗсен ертӳçи Гульназ Салихова. 

Çак ял тăрăхне икӗ ял кӗрет: Кивӗ Кахӑрлӑ тата Тутар Тӗкки. Почтальонсем çак ялсенче пурӑнакансене, ҫав шутра 300 пенсионера, почта пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Пенсипе корреспонденцие вӑхӑтра кӳрсе параҫҫӗ.

— Почта коллективӗ яланах туслӑ тата килӗштерсе ӗçлет. Эпӗ кунта 30 ҫул хушши вăй хутăм. Халӗ те пулсан, электричествăпа газшӑн тӳлеме кайсан, мана иккӗмӗш киле килсе кӗнӗ пекех туйӑнать. Хӗрсемпе, тӗнчене манса кайса, калаçатпăр, халăмăрсене пӗлетпӗр, — тет ветеран-почтальон Гельфинур Каримова.


Гельфинур аппа иртнӗ ҫулсенче почта зданине вутӑпа хутса ăшăтни ҫинчен те калаçрӗ. 

— Пирӗн ял пысӑк, пурăнакан çынсем нумайччӗ. Манăн участокра кăна 200 пенсионерччӗ. Почта уйрӑмне черет урама çитичченех тӑсӑлнӑ вӑхӑтсем те пулчӗç, — тет вӑл.

Хальхи коллективӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 50 ҫула яхӑн. Хӑйсен ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлаҫҫӗ. 

— Асаннесемпе асаттесем пире чăтăмсăррăн кӗтеҫҫӗ. Вӗсемшӗн чи кирли — курса калаçни, ӑшӑ сӑмах, ăшă кăмăл. Хăшӗ хӑйӗн хуйхи-суйхине, пăшăрханăвне каласа парать, теприсем савӑнӑҫӗсем: мӑнукӗсем ҫурални, ачисен ӗçри çитӗнӗвӗсем ҫинчен пӗлтерме васкаҫҫӗ. Кашнинех итлетӗн, калаҫатӑн. Аслă çулсенчи çыннăмăрсем хаҫатсемпе журналсене кăмăлласах вулаҫҫӗ. Районти хаҫата та ҫырăнса илеççӗ. Юратнӑ ӗҫ — ҫур телей. Ҫавна пула эпир савӑнатпӑр канăç-киленӳ тупатпăр, — теҫҫӗ почтальонсем.

Ҫапла, паян та вӑл ырӑлăх валеçекен тата çӗнӗлӗхсемпе, хыпарсемпе паллаштаракан ӗҫ. Ҫав ӗҫченсене: «Кирек мӗнле пулсан та, ывăнмасăр ӗçлемелле пултăрччӗ!» тесе калас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев