Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Юр çăвать те çăвать

Кӑҫалхи хӗл юрпа савӑнтарчӗ

Синоптиксем çитес кунсенче татах юр нумай çăвасси пулма пултарать, теççӗ. Ҫавна май районти Ӗç тăвакан комитетӗнче ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсемпе организацисен ертӳҫисем хутшӑннипе лару иртрӗ.

— Юлашки кунсенче лару-тӑру юр нумай ҫунипе кӑткӑсланчӗ. Ку пире пӗрле ӗҫлеме хушать. «Фламинго» обществăн пӗтӗм техники талӑкӗ-талӑкӗпе ӗҫлет, тракторсем пулнă ялсенче кашни кунах ҫулсемпе урамсене юртан тасатаҫҫӗ, хӑйсен транспорчӗ ҫуккисене хресчен-фермер хуçалăхӗсем, фермерсем, хӑйсен техникисем пулнисем пулăшăва килеççӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, паянхи кун пӗтӗм техникӑпа нумай ҫынна юр тасатма явăçтарнă. Çавна та пăхмасăр, ҫанталӑк хӑйӗн коррективисене кӗртет, каҫпа тасатнӑ урамсене ирпе каллех юр хӳсе лартать, — тесе палӑртса иртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров канашлура.

Ларура юр тасатас тӗлӗшпе нумай заявленисем килни, ҫав шутра вӗсене 112 номер урлă илнине те палăртрӗç. Уйрӑм ҫуртсен умне тӗрттерсе купаланă юр кӗрчӗсем — заявленисен тӗп пайӗ пулса тăраççӗ. 

Район пуҫлӑхӗ килсе тухнă кӑткӑс лару-тӑрӑва ăнланма чӗнсе каларӗ. Техника ӗлкӗрейменнипе, уйрӑм ҫуртсен хуҫисен хӑйсен территорийӗнчи юра хӑйсен тӗллӗн тасатма тӳрӗ килни çинчен калаçрӗ. Хӑш-пӗр граждансем хӑйсен картишӗсенчи юра çул çине турттараҫҫӗ. Трактор килет те тӗрттерсе каять, теççӗ. Ҫакӑ та района хӑтлӑх кӗртмелли тата таса тытса тӑмалли правилӑсене хирӗҫлет. Ун пек граждансене 2000 тенкӗрен пуҫласа 5000 тенкӗ таран штраф кӗтет. 

— Районта аномаллӑ юр ҫунин кăтартăвӗсене хӑвӑрт хушăра пӗтерес тесен, мӗн май килнине пурне те ӗçлемелле, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, канашлӑва пӗтӗмлетсе.
Эпир те, хамăр черетре, ялсене шӑнкӑравласа ҫакӑн чухлӗ юр ҫунăран, халӑх мӗнле пурӑннине ыйтса пӗлтӗмӗр.

Таскира Фаризова, Тутар Тӗкки:

— Эпир юрсӑр, ӑшӑ хӗле, ҫумӑрсӑр шӑрӑх ҫуллана хӑнӑхса ҫитрӗмӗр. Кӑҫалхи пек хӗле тунсăхланăччӗ. Хӗл юрлă пулмалла, ӗнтӗ. Урамсемпе ҫулсене юр хӳсе кайнипе, ниçта тухаймасăр тăтăмăр. Анчах ку вӑхӑтлӑх пулӑм кӑна вӗт. Мухтав Турра, ҫулсем те уҫӑлчӗҫ, района та кайса килтӗмӗр. Ҫак кунсенче юр тасатас ӗҫре вӑй хунă кашнинех чунтан тав тӑватпӑр.

Виталий Мердеев, Матак ялӗ:

— Юр нумай теççӗ, ялшăн вара вӑл сахал. Эпир мăшăрăмпа иксӗмӗр кăна пурăнатпăр. Ирех тăрса картише, хапха умне тасататпăр. Юр пулсан — тырри те пулӗ. Тырӑ тухӑҫлӑхне юр нумай ҫуни, ҫумӑрсем пулни пысӑк витӗм кӳрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев