Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Историлле халăх — вăйлă халăх

Районта «Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» республика конкурсӗн муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ

Конкурсра виҫӗ ҫемье: Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Тазетдиновсем, Хулаçырми ялӗнчен Мокшинсем, Тутар Паснапуç ялӗнчен Айнетдиновсем хутшӑнчӗç.

Районти Культура çурчӗн фойинче ҫемьесем пуян содержаниллӗ курав йӗркеленӗччӗ. Конкурсантсем ҫемьен йăх-несӗл историйӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, паллă пулӑмсемпе тата историре паллӑ йӗр хӑварнӑ тӑванӗсемпе паллаштарчӗҫ, ӑруран ӑрӑва парса пыракан йӑласене палӑртса иртрӗç. Кунсӑр пуҫне унта хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйинче хатӗрлекен наци апачӗсене сӗнчӗç. 
Калăпăр, Тазетдиновсен йӑхӗнче ӑруран ăрăва педагог профессине кăмăллас тата хисеплес туйăм куҫса пырать. Тазетдиновсен династийӗн педагогика стажӗ 100 ҫул ытла шутланать.

— Манӑн асатте 10 ҫулта тӑлӑха юлнă, аттен тӑванӗсем ӑна Баку хулине илсе кайнă. Унта вӑл алă ӗçӗсене вӗреннӗ, тӑван яла таврӑнса тӗпленнӗ. Кунта вӑл Бакура мӗн вӗренсе килнине — сад ӗрчетессине, йывӑҫпа ӗҫлессине малалла тăснă. Панулми, груша ӳстернӗ, лимона килте ӗрчетнӗ. Ял ҫыннисене ҫуртсем туса панă, йывӑҫ савӑт-сапа, кашӑксем тата ытти кирлӗ япаласем хатӗрленӗ. Шамиль Хасиятулловичӑн аслашшӗ нумай лаша тытнӑ, юратнă апачӗ те кӑмакара пӗҫернӗ лаша ашӗпе ҫӗрулми пулнă. Асламăшӗ качака усранă, эпир вӗсене хамӑр та усратпăр, пӗтӗм ҫемьепе кӑмпана ҫӳретпӗр, паян ҫак ӗҫсене сӗнетпӗр, — тесе хăйсемпе паллаштарчӗ Зифа Тазетдинова.

Мокшинсен ҫемйи те ӑруран ӑрӑва куҫса пырса пуçтарăннă эткерлӗхпе килнӗ. Ҫак династишӗн те ытларах преподаватель профессийӗ характерлӑ пулнӑ. Кун ҫинчен йӑх-несӗл тымарӗ пӗлтерет. Йăх-несӗл Социализмла Ӗҫ Геройӗпе Александр Федорович Мокшинпа ҫыхӑннӑ.

— Паянхи конкурса эпир тӑванăмăрăн уйрăм япалисене илсе килтӗмӗр. Эпир унӑн дипломатне, докуменчӗсене, ун ҫинчен хаҫатсен страницисем ҫинче ҫырнӑ заметкăсене те упратпӑр. Йӑхӗ купӑсҫӑсем пулнă май чапа тухнӑ. Юратнӑ апат — чӑваш наци апачӗсем. Хӑнана ҫӳретпӗр, тӑвансемпе час-часах пуҫтарӑнатпӑр, туслӑ пурӑнатпӑр. Ҫемьери йӑла-йӗркесене ачасене парса пыма тӑрӑшатпӑр, — терӗҫ вӗсем.

Айнетдиновсен ҫемйинче те мăнаçланма май пулнă пурлӑх ҫителӗклӗ пухӑннӑ. 

Вӗсен аслашшӗсем Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫине тӳссе ирттернӗ, нумай медальпе наградăланнă çынсем, вӗсен хыççăнхи ӑрусем те республикăмăрăн ырлăхӗшӗн вăй хурса пурăнаççӗ. Нумайӑшӗ, çаплах, преподавательсем.

Çемье пуҫлӑхӗ Мунир Айнетдинов каланӑ тӑрӑх, унӑн асламăшӗн асламӑшӗ Мафтуха патша саманинче ачасене килти пӗлӳ панӑ. Араб çырулăхне вӗрентнӗ, уроксем панă. 

— Паян та пирӗн йӑхра вӗрентекенсем нумай, эпир хамӑр та шкулта пӗлӳ паратпăр. Ҫемье йӑлисене упратпӑр. Асаннесемпе кукамайсем пӗҫерме юратакан палан кукӑлӗн рецепчӗ ӑруран ӑрӑва куçса парать. Паянхи конкурса та эпӗ вӗсен ячӗпе, палан кукли пӗҫерсе килтӗм, — тет Лилия Айнетдинова. 

Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ сцена ҫинче иртрӗ. Кашни ҫемье культурӑллӑ номер хатӗрленӗ. Мероприятие хутшӑнакансене тата хӑнасене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ.

— Ҫак фестиваль нумай ӗмӗрлӗ историйӗ пулнă ҫемьесене тупса палӑртма пулӑшать. Ҫӗпрел районӗнче те хисепе тивӗҫлӗ ҫемьесем нумай. Шӑпах ҫемье хаклӑхне пула районăмăрта пурӑнакан тутарсен, чӑвашсен тата ытти халӑхсен йӑли-йӗрки ӑруран ӑрӑва куçса пырать, чӗлхи, нацийӗ упранса юлать, — терӗ вӑл.

фестиваль Фото Раниля Алиуллова

— Ӑрусен астăвăмӗ кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Хӑйӗн тымарӗсене, историне тата йӑлине пӗлекен ҫын ҫак пӗлӗве пулас ӑрусене пама пултарать, — тесе палӑртрӗ жюри ертӳçи, Пӗтӗм Раҫҫейри тата халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачӗ Александр Козлов.

— Династисем енчен пысӑк ӗҫ пурнăçланнӑ, — тесе пӗлтерчӗ ТР Патшалăх архивӗн представителӗ, истори наукисен кандидачӗ Людмила Кузнецова. — Ҫемьесем, ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан хӑйсен йăх-несӗлӗсене, историйӗсене, йӑли-йӗркисене кӑтартса пачӗç. Пирӗн хамӑрӑн историе пӗлмелле, ӑрусен ăс-хакӑлӗ кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче питӗ пӗлтерӗшлӗ. Йӑх-несӗл вӑйлӑ пулсан, пӗтӗм халӑх та вӑйлӑ. Ҫавӑнпа та «Ӗмӗрсен ахрăмӗн...» программи те малашлăхлă пулма тивӗçлӗ.

Конкурс пӗтӗм-летӗвӗсем тӑрӑх, Хулаçырми ялӗнчен Мокшинсен ҫемйи ҫӗнтерчӗ. Çак ҫемье «Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» ятлă йăх-несӗл тымарӗн фестивалӗн зона тапхӑрӗнче Ҫӗпрел чысне хӳтӗлӗ.

Справка

ТР Патшалăх архив ӗҫӗн комитечӗ ирттерекен «Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» республика конкурсӗн йăх-несӗл тымарӗн ҫулленхи фестивалӗ — ҫемье хутшăнăвӗсемпе ăрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетесси. Фестиваль 2019 ҫултанпа муниципаллă, зона тата республика тапхӑрӗнче иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев