Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Иртнӗ вӗренӳ ҫулне – пӗтӗмлетӳ, ҫӗннине – задачӑсем

Районти педагогика ӗҫченӗсен йăлана кӗнӗ августри конференцийӗ пулчӗ

 

Унӑн ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР вӗренӳ министрӗн çумӗ - ТР вӗренӳ сферинче надзорпа контроль департаменчӗн ертӳҫи Рамис Музипов, районти çутӗç  уйрăмӗн начальникӗ Ильсур Халитов, шкул директорӗсем, педагогика ӗҫченӗсем, ҫамрӑк специалистсем, вӗрентекен-ветерансем хутшӑнчӗҫ.

Традици енӗпе конференци çутӗç учрежденийӗсен çитӗнӗвӗсене кăтартакан   куравпа пуҫланса кайрӗ, ăна районти Культура çурчӗ умӗнче хатӗрленӗччӗ. Хӑнасем пысăк интереспа пӗлӳ паракан çуртсенче пурнăçланакан проектсемпе, професси çул-йӗрӗ паракан лаптăксемпе, шкул çумӗнчи участоксенче ӳстернӗ улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ, ӳсентӑран пуххисемпе паллашрӗҫ.

Конференцире чи малтан кӑҫал тивӗçлӗ канăва каякан вӗрентекенсене тав сӑмахӗсем пӗлтерчӗç. Вӗсене  ылмашăва килнӗ, педагогикăри ӗç çулне пуçлакан тӑватӑ ҫамрӑк специалиста чысларӗҫ.

Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата çӗнӗ вӗренӳ ҫулне приоритетлă задачăсемпе çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов  тухса калаҫрӗ.

Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, иртнӗ вӗренӳ çулӗ ăнăçлă пулнă. Тӗп ҫул-йӗрсем хушшинче вăл пӗлӳ парассин пахалăхне тивӗçтерни, кадрсен потенциалне лайăхлатни, вӗренӳ заведенийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетни, пултаруллӑ ачасемпе системăллă ӗҫ илсе пыни, цифрăллă хутлӑх тата вӗренекенсен сывлӑхне сыхлани çинчен калаçрӗ.

Районта мӗнпурӗ 29 пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организаци пур. Вӗсенчен 17шӗ – вӑтам, 3шӗ – тӗп, 8-шӗ пуҫламӑш  шкул-ачасен сачӗ тата нумай профильлӗ лицей. Ҫавӑн пекех районта нумай отрасльлӗ  технологисен техникумӗ, ачасен творчество çурчӗ ӗҫлет.

2021 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче шкул парттисем хушшине 1968 вӗренекен ларӗ, вӗсенчен 174шӗ – пӗрремӗш класс вӗренекенӗсем.

Ăнăçусем хушшинче ертӳҫӗ Пӗтӗм Раҫҫейри шкулта вӗренекенсен олимпиадисенче ҫӗнтерекенсен тата призерсен шучӗ ӳснине, вӗренсе тухакансем экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ панине, ҫавӑн пекех, юлашки çулсенче патшалӑх пӗтӗмлетӗвӗн аттестатацийӗн кӑтартӑвӗсен ҫирӗп ӳсӗмне палӑртрӗ.

– Вырӑс чӗлхипе, химипе, биологипе, географипе, литературӑпа, акӑлчан чӗлхипе, обществознани предмечӗсемпе лайӑх динамика палăрать. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе, икӗ вӗренекен пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсенче 100 балл пухнӑ, кунсӑр пуҫне, экзаменсенче 80 тата унран та ытларах балл пуçтаракансен шучӗ нумайланни палăрать.

Реклама

Хурăнвар-Шăхаль, Аслӑ Чăнлă тата Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗсем ППЭ ӑнӑҫлӑ парас тата олимпиадăсенче çӗнтерекенсен шучӗ енӗпе малтисен ретӗнче. Шкул çулне çитичченхи пӗлӳ паракан учрежденисенче, наци воспитанийӗ парас енӗпе те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, – тесе  палӑртса иртрӗ Ильсур Халитов.

Пӗтӗмлетӳ туса, ертӳҫӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче районăн вӗренӳ системи умӗнче тӑракан стратегилле тӗллевсем ӗçленине каларӗ.

Рамис Музипов тухса калаçнă вăхăтра ҫулталӑк ҫӑмӑл иртменни çинче чарăнса иртрӗ. Ку вырӑнта вӑл Хусан хулинчи гимназири трагедие аса илчӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, Тутарстанри вӗренӳ учрежденийӗсем умӗнче тӑракан  задачӑсем пурте пурнӑҫланнине тата кунта Ҫӗпрел районӗнчи çутӗç системин те пайӗ пысăк пулнине палăртса иртрӗ.

– Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Ҫӗпрел районӗнчи çутӗç системинче тӗрлӗ критерисем енӗпе малалла кайни сисӗнет. Çак критерисене пирӗн вырăнти надзор тата вӗренӳпе наука тӗлӗшӗнчи федераллă ӗç  хаклать, – терӗ министр çумӗ.

Вăл, çавӑн пекех, Тутарстанра пурнӑҫлакан наци проекчӗсем, улшӑнусем, ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен те каларӗ. Ку, чӑн малтанах, цифрăллă пӗлӳ паракан хутлăха çӗнетни, урăхла каласан, педагогсене ҫӗнӗ ноутбуксемпе тивӗçтерни. Ҫавӑн пекех электронлӑ пӗлӳ памалли система – https://edu.tatar.ru  ҫӗнелӗ. ППЭ памалли пунктсене хальхи саманари камерăсемпе тата сканерсемпе тивӗçтерме пăхăннă. Вӗренӳ учрежденийӗнче террора хирӗç хăрушсăрлăх çул-йӗрсем енӗпе сыхăлăх мерисене те кӗртӗç.

Конференци ӗҫӗнче Марс вӑтам шкулӗн директорӗн Гульназ Шарафутдинован тата Хурăнвар-Шăхаль вӑтам шкулӗн директорӗн çумӗн Ольга Алексееван вӗренӳ-вӗрентӳ  ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен  доклачӗсене итлерӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров çутӗç учрежденийӗсенче ирттерекен юсавпа кулленхи ӗҫсем çинче чарăнчӗ. «Шкул автобусӗсем енӗпе проблемăсем ҫук, мӗнпур шкулсене те ҫӗнӗ транспортпа оборудованиленӗ», –  терӗ вӑл.

– Темиҫе ҫул каялла ку е урăх предметсене алла илес енӗпе пулнă проблемăсенче ӗнтӗ кӑҫал улшăнусем палăрсан та, хăш-пӗр предметсем енӗпе ППЭ кӑтартӑвӗсем начарланнă. Çакна, паллах, тимлӗхе илмелле, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Ринатович.– Эпир малашне  кирлӗ профессисене алла илме ачасене хатӗрлемелле. Сӑмахран, кӑҫал та. тата малашне те пуçламăш тата вăтам  шкул вӗрентекенӗсем, врачсем кирлӗ. Акӑлчан чӗлхипе, математикăпа вӗрентекенсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫакăншăн вӗренсе тухакан класс вӗренекенӗсемпе професси çул-йӗрӗпе ӗҫлемелле. Ку районти çутӗç умӗнче тăракан  тӗп задачӑсенчен пӗри. Ҫавӑн пекех, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗн тӗп тӗллевӗ пулса пӗлӳ паракан пахалӑхăн кӑтартӑвӗсене лайӑхлатас, ҫав шутра олимпиадӑсенче хутшӑнакансен, ҫӗнтерӳҫӗсен йышне ӳстерес енӗпе ӗҫлесси тăрать. Мӗнпур олимпиадӑсенче кăтартусем пур, анчах тӑван чӗлхе енӗпе ӗҫлесе çитерейменни сисӗнет, –  тесе пӗтӗмлетӳ турӗ район пуҫлӑхӗ.

Марат Гафаров мӗнпур педагогсене ӗҫӗсемшӗн тав турӗ, сывлăх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Августри конференцие пӗтӗмлетӳ туса, педагогсене патшалӑх парнисем, Хисеп хучӗсем, Тав ҫырӑвӗсем пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев