Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Икӗ ял тăрăхне – çӗнӗ машина

Кун пулăмӗ

Ӗнер Хусанта Тутарстанӑн муниципалитет пӗрлӗхӗсен 15-мӗш съезчӗ пулса иртрӗ. Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалӑх Совечӗн Ертӳçи Фарит Мухаметшин, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, ТР Президенчӗн Аппарачӗн Ертӳҫи Асгат Сафаров хутшӑнчӗҫ. Пирӗн районтан та тăватă ял тăрăхӗсен пуçлăхӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе ҫак съезд делегачӗсем пулнӑ. Ял тăрăхӗсен пуҫлăхӗсене съезд умӗн машинӑсен уҫҫисене пачӗҫ.

Тутарстан Республикинче муниципалитет пӗрлӗхӗсен ӗҫӗ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне ӳстерес, республикӑри тата хула тăрăхӗнче пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевпе, 2010 ҫултан пуҫласа, смотр-конкурс иртет.

Ҫӗнтерӳҫӗсене социаллӑ пурнӑҫпа экономика кӑтартӑвӗсенчен тухса палӑртаҫҫӗ. Ӗнер смотр-конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе ҫӗнтерӳҫӗсене 93 автомобиль тата 7 вунҫичӗ вырăнлă микроавтобус панӑ. Автомашинăсен уҫҫине Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов пачӗ.

Кӑҫал Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи Алешкин-Саплăк тата Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗсене смотр-конкурсăн ҫӗнтерӳҫисем тесе йышӑннӑ, вӗсен пуҫлӑхӗсем Петр Артемьев тата Радик Мухаметзянов Республика Президенчӗн аллинчен Ҫӗнӗ Chevrolet Niva автомашина  уҫҫисене илнӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев