Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ятарлă çар операцине хутшӑннӑ ҫар ҫынни: «Эпӗ ҫӗршывӑмшӑн шанчӑклӑ пулма тупа турӑм»

Рустам «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланнă

Рустам Нуртдинов — ҫар ҫынни — контрактник. Ятарлӑ ҫар операцийӗн малтанхи кунӗсенчех контрактниксем умне лартнӑ çар тивӗçӗсене пурнӑҫлама пуҫлать. Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫар чаҫӗ вырнаçнă вырӑна каялла таврӑнать. Рустам: «Вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӗл пулнине пăхмасăр, эпӗ хамăн çар присягине шанчăклă юлтăм, приказ парсан, эпӗ ӑна — пурнӑҫлатӑп», — тет. Эпир вӑл тӑван ялне таврӑннӑ вăхăта тӳрӗ килтерсе, Рустампа тӗл пултӑмӑр, курса калаҫрăмăр.

Рустам Нуртдинов иртнӗ çул, февралӗн 26 — мӗшӗнчен пуҫласа декабрь уйӑхӗччен, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче малти линире пулнă. Контрактпа служить тăвакан пулнă май, иртнӗ çул февраль уйӑхӗнче Белоруссие, ҫар вӗренӗвӗсене вӗçнӗ. Ун хыççăн ятарлă çар операцийӗ пынă территорие кӗртнӗ.

... 2007 ҫулта Рустам Марс вӑтам шкулӗн 9 класне пӗтерсе Ульяновск хулинчи строительство колледжӗнче вӗренме пуҫлать. Ăна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн, Тӑван çӗршыв умӗнчи хӑйӗн таса тивӗҫне пурнӑҫлама пуçлать. Ҫар службине вӑл Челябинск енче иртет. Унтан таврӑнсан Ульяновск хулинчи автозавода ӗҫлеме вырнаҫать. Ҫур ҫула яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн, каялла ҫар слубине таврӑнма шут тытать. Çар комиссариатне хӑйӗн кăмăлӗпе кайсан, ӑна темиҫе ҫар чаҫӗнче служить тума май пурри ҫинчен пӗлтереççӗ. Рустам вара хӑй пурӑнакан хулари ҫар чаҫне суйласа илет — сывлӑшпа çар десанчӗн ҫарӗсен 31-мӗш бригадинче служить тума пуçлать. «Мӗншӗн эсӗ шӑпах ҫак чаҫе суйласа илтӗн? Текен ыйтăвăмăр çине те:

«Пӗрремӗшӗнчен, эпӗ Ульяновскра пурӑнатӑп, хулана лайӑх пӗлетӗп, хула манӑн аттепе анне пурӑнакан вырăнтан инҫе мар, иккӗмӗшӗнчен, парашютпа сиксе пăхасси манӑн ачалӑхри ӗмӗт пулчӗ, эпӗ хамӑн ӗмӗтӗм пурнӑҫлас терӗм», — тесе хуравларӗ вӑл.

Рустам контрактник пулнă май хӑйӗн пӗрремӗш командировкине питӗ лайӑх астӑвать. Ҫак вӑхӑтра вӗсен бригади Белоруссире ҫар вӗренӗвӗсенче пулать. Унтан 2015 ҫулта Чечня Республикинче контртерроризм операцийӗнче хутшӑнать. 2016, 2019, 2020 ҫулсенче вӑл Чечняра командировкӑра пулать. Чечня Республикинче, Оренбург облаҫӗнче ҫар вӗренӗвӗсенче хутшӑнать.

Рустам каланӑ тӑрӑх, вӑл ятарлӑ ҫар операцине кӗни ҫинчен унӑн ашшӗ-амӑшӗ те, ҫемйи те пӗлмесӗр юлать. Унăн ашшӗ каланă тӑрӑх, пӗр кунхине вӗсем телевизортан Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланни ҫинчен пӗлтернине илтеççӗ. Юлашки кунсенче вӗсен ывӑлӗ Рустам та ҫыхӑну тытма пӑрахать. Ҫавӑнпа Рустамӑн ашшӗ-амӑшӗ те, унӑн мӑшӑрӗ Лиана та вӗсен бригади Украинӑра пулма пултарать тесе шутлаççӗ, хыпарсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтме пуҫлаççӗ.

Рустам вара хӑйсен бригадине Украинӑна илсе кӗнӗ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш кунсене аса илсе, малтанах питӗ йывӑр, хӑрушӑ пулни ҫинчен, хӑй унччен вӗреннӗ кӗлӗсене аса илни çинчен те калаçрӗ. Мӗнле кăна йывăр условисем пулсан та, вăл чи малтан ҫемйи, ачисем, ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен, хăçан та пулсан вӗсем патне таврӑнасси ҫинчен шухӑшлани тата хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене курасса ӗненни, ҫав шухӑшсем ӑна пуç усма паманни, пулӑшни çинчен каласа парать.

«Палӑртнӑ задачӑна пурнӑҫлас пулать, мӗншӗн тесен эпир хамӑр ҫӗршыва шанчӑклӑ пулма, ӑна юлашки сывлӑш тухичченех сыхлама тупа турӑмӑр», — тет. Унӑн мăшăрӗ Лиана та Рустам шӑнкӑравласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтни, ывӑлӗн Марселӗн: «Атте ăҫта? Атте хӑҫан таврӑнать?», текен ыйтӑвӗсем ҫине мӗнле хурав памаллине те пӗлмесӗр чун-чӗри ыратнин çинчен калаçрӗ. 

— Кӗске вăхăтлă шӑнкӑравланă вăхăтра та хӑй ҫинчен калаçмасть, пирӗн ҫинчен ыйтать. 4-5 ҫеккунт хушшинче эпир ӑна юрататпӑр, кӗтетпӗр тесе калама тӑрӑшатпӑр... Паллах, йывӑр вӑхӑтсем пулчӗç, — тет Лиана. 

Ятарлă ҫар операцийӗн зонинчен Рустама сывлӑхне сиплеме тăнăç вырăна янă. 

— «Каймалла» текен приказ пулсанах эпӗ каллех каятӑп. Ҫӗнтерӳ те пирӗн енче пуласса шанатӑп, — тет Рустам Нуртдинов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев