Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ярмăрккăра...

Кивӗ Çӗпрел ялӗнче йăлана кӗнӗ ял хуҫалӑх ярмăркки пулчӗ. Ярмăркка тӗп рынокра иртрӗ.

Октябрӗн 1-мӗшӗ — Ватă çынсен кунӗ, çавна май йӗркеленӗ мероприятире халӑха улма-ҫырла тата ялхуҫалӑх продукцийӗ сӗнчӗç. Пасара ир-ирех продукци тиенӗ машинӑсем килчӗç. Сутакансем купӑста, сухан, панулми, сахӑр песокӗ, ҫӑнӑх, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ тата ытти пахчаҫимӗҫсем сӗнчӗç. Суту-илӳре утӑ тата улӑм, тӗштырӑ культурисем: урпа, тулӑ, пӑрҫа, сӗлӗ; выльӑх-чӗрлӗхсенчен пӑрусем те пурччӗ.
Микрофонсем те шӑпланса тăмарӗҫ: районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсемпе пултарулӑх артисчӗсем ташăсемпе юрăсем пурнӑҫларӗҫ. 

«Ҫӑкӑр завочӗн» поварӗсем хӑнасене вӗри чей тата тутлӑ икерчӗсемпе хӑналарӗҫ. «Малтисен юхӑмӗн» активисчӗсем те айккинче юлмарӗҫ — вӗсем волонтер пулӑшӑвӗ пачӗҫ.

Ярмăркка мӗнле пынине район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тишкерсе тӑчӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пахчаçимӗç, тырă туянакансемпе калаҫрӗ, вӗсене мӗн кирлине пӗлчӗ.

«Пăшăрхану» халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрăн специалисчӗсем тата социаллӑ ӗҫченӗсем, «Малтисен юхăмӗн» хастарӗсем ватӑ ҫынсене ярмăрккӑри продукцие туянма тата килӗсене леçсе пама пулӑшрӗҫ.

Райна Миначева, Ҫӗнӗ Кахӑрлӑ ялӗ:

— Кашни ҫул ярмăрккӑна кӗтетпӗр. Кӑҫал урпа туянма тухрӑмӑр, мӗншӗн тесен хуҫалӑхра выльӑх усратпӑр. Килӗре кӳрсех парăпăр, терӗҫ. Ку аван вӗт ӗнтӗ! Тавтапуç! Тата мӗн кирлӗ пире, аслă çулсенчи ҫынсене?! Ку питӗ пысӑк пулӑшу пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев