Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ялсенче пухусем иртеҫҫӗ

Ял пухăвӗсене Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗ пуçласа ячӗ

Ҫулталӑка, ырӑ йӑлапа, район ертӳҫисем ӗçӗсене халăхпа тӗл пулса, курса калаçассинчен пуçласа ячӗç.
Тӗлпулусем çакăнпа паха, унта хутшӑнакан кашни ҫын хӑйне интереслентерекен ыйтусем парать, çавăнтах хуравне те илет, пулнă проблемăсене ҫийӗнчех татса пама тăрăшаççӗ. Халӑхпа тӗлпулу çак эрне хушшинче Çӗнӗ Йӗлмел, Кивӗ Чукал, Чӑваш Ҫӗпрел, Хулаçырми, Марс, Анат Чакă, Аслă Аксу ял тӑрӑхӗсенче иртрӗ.

Ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем иртнӗ ҫул пурнăçланă ӗçӗсем çинчен калаçрӗç, кӑҫалхи çул валли плансем палӑртрӗҫ. Калас пулать, кашни ял тӑрӑхӗн хăйне евӗрлӗхӗ пур. Хăш-пӗрисенче зал тулли халăх пуçтарăнать, хăшӗсенче — çурма пушă. Паллах, ялта активлӑ халӑхпа ӗҫсем те лайӑх пыраҫҫӗ. 

Паянхи яла, унта пурӑнакансене ӗлӗкхисемпе танлаштарма ҫук. Пурнӑҫ халӗ чылай ансатрах, йӑла условийӗсем те лайӑхрах. Ӗçлес текенсене республика енчен те тӗрлӗ программӑсем сӗнеҫҫӗ, хӑйсен ӗҫне тӑвас текенсемшӗн пур ҫул та уҫӑ. 

Пирӗн района икӗ ҫул каялла килнӗ «Чистополье» Холдинг ҫӗнӗ компани те ӗҫлекенсем: агрономсем, механизаторсем, хуралçăсем кирлӗ, тет. Холдинг представителӗ Алексей Храмов ӗçлекенсене ятарлӑ транспорт турттарни, ӗҫ укҫи те 30 пин тенкӗрен пуҫланни ҫинчен пухура пӗлтерчӗ.

Ялти ҫулсем мӗнле пулни те ăмсанмалăх. Кӑҫалхи хӗл юрлă, ҫил-тӑманлă пулсан та, урамсене йӗркене кӗртнӗ, пур ҫӗрте те тап-таса, юпасем ҫинче ҫутӑсем ҫунаҫҫӗ. 
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров района 2023 ҫулта 1,3 миллиард тенкӗ капиталлă хывăм кӗни ҫинчен калаçрӗ. Вӑл 19 ял тӑрӑхӗнчен 15шӗнче тракторсем пулни, кӑҫал тата техника туянасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Алӑпа ӗҫлемелли ӗҫ пачах ҫухалчӗ, савăнса пурӑнмалла та пурăнмалла, — терӗ Марат Ринатович.

Ыркăмăллăх ӗҫӗнче пулӑшакан ял ҫыннисене, спонсорсене тӗлпулу вӗҫленес умӗн тав сӑмахӗсем каларӗҫ, Тав ҫырӑвӗсем, парнесем пачӗҫ. 

Геннадий Егоров, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ:

— Пухусене кашни ҫулах çӳретӗп. Ял ҫыннисемпе тӗл пулатӑп, ертӳçӗсене итлетӗп. Эпӗ Пӑва районӗнчен, кунта ӗçлеме килтӗм те, çакăнтах пурӑнма юлтӑм. 60 ҫултан иртнӗ ӗнтӗ эпӗ, пӗчченех пурӑнатӑп. Тӑван çӗрӗм, тесе шутлатӑп эпӗ ку вырӑна. Кунта мана пурте ҫывӑх, ял та улшӑнать. Килсенче те ӗçсенчен нумайăшне техника пурнăçлать. Ҫулла пулла ҫӳретӗп, хӗлле культура вучахӗнче ирттерекен кану мероприятийӗсене хутшӑнатӑп. Пурнӑҫ илемлӗ, сывлӑх, тӑнӑҫлӑх пултăр!
Пухусем тепӗр эрнере те малалла тăсăлӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев