Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ялăм, тăван ялăм, тесе чунна парса

Унӑн нимӗнле ултавлăх та ҫук, вӑл хӑйӗн шухӑшне тӳрӗрен калама хӑнӑхнӑ. Ҫавӑнпа та ӑна итлеҫҫӗ, унӑн шухӑшӗсене ăша хываççӗ. Ун çинчен республика, Раççей пичетӗнче нумай статьясем, телевиденире передачăсем кӑларнӑ

Раççей тата Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ Равиль Бикчуров суйласа илнӗ ҫултан пӗр утӑм та аяккине пӑрӑнман, çирӗп ăс-тăнлă ҫынсенчен пӗри. Вăл пӗтӗм пурнӑҫне ял хуҫалӑхне халалланӑ. Çаплах, ҫӗршывра пынă политика улшӑнӑвӗсен вӑхӑтӗнче те, колхозсем саланса, банкрота тухсан та, çавна пула ҫамрӑксем телей шырама хулана тухса кайнă вăхăтра та, ял хуҫалӑхӗ патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр тӑрса юлсан та, Равиль Адиевич Бикчуров тӑван ялӗн, районта пурӑнакан халăхăн интересӗсемшӗн тăрăшса ӗҫлеме хăйӗнче вӑй тупнă. 

Вăл Аслă Чăнлă ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳсет. Шкулта пиллӗкмӗш классра вӗреннӗ чухне пилӗк ачине тӑлӑха, вӗсен амăшне пӗччен хӑварса, ашшӗ Ади пичче пурнăçран уйрӑлса каять. Пурнӑҫ, пурнӑҫри пур самантсем, çав вăхăтра Равиль Адиевичшăн ашшӗллӗ тата унсӑр юлнă ҫулсем çине пайланаҫҫӗ. Шӑллӗсем пӗчӗккӗ, йӑмӑкӗ вара сӑпкара кӑна çеç пулнӑ ун чухне. Çемьере ачасенчен чи асли пулнă май, вăл амăшӗн тӗрекӗ, канашçи пулать, пӗртăванӗсене пулӑшас тивӗçе хӑй ҫине илет. Тӑрӑшса вӗренни, пур ҫӗрте те пӗрремӗш пуласси, лидер пахалӑхӗсем унӑн ҫав ҫулсенчех йӗркеленеççӗ. Ҫав пахалӑхсемпе вӑл ытти тăванӗсемшӗн тӗслӗх пулать, ăна пăхса, вӗсем те аслӑ пӗлӳ илсе, ҫак пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупаççӗ. Паллах, амӑшне Роза аппана хисеплени, юратни, вăл воспитани пани те çакна витӗм памасăр юлман пулӗ.

Паян Равиль Адиевич ҫӗршыв шайӗнчи пӗчӗк тата вӑтам бизнес представителӗсем хушшинче лидер, авторитетлӑ çын. «Раҫҫей регионӗсен ылтӑн фончӗ» кӗнекере ăна халалланӑ уйрӑм пур. Унӑн наградисене те, Хисеп грамотисене, чи ҫӳллӗ шайри Тав ҫырӑвӗсене шутласа пӗтерме те май ҫук. Юлашки хушăра кăна хăйне Тутарстанăн Раисӗ «Чыслă ӗҫшӗн» медальпе парнеленнине уйрăмах хисеплӗ, тет вăл. Раççей тата Тутарстан Республикин ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç Министерствин, Тутарстан Республикинчи Раççей Шалти ӗçсен министерствин, Ульяновск облаҫӗнчи ял, вăрман хуҫалӑхӗн тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствин тата ытти нумай министерствӑсен, ведомствӑсен хисеплӗ наградисем унăн кабинетӗнче вырăн илнӗ. Çулсерен иттерекен «Çулталӑк ыр кăмăлçи» республикăри конкурсăн ҫӗнтерӳҫи те вăл. Паллах, ҫак ҫитӗнӳсем хыçӗнче пысӑк ӗҫ, тӑван ялӗн, тӑван ҫӗрӗн шăпи çинчен ялан хуйхăртса-тăрăшса, унӑн аталанӑвӗшӗн ырми-канми ӗçленӗ кунсем, çӗрсем тăраççӗ. Çак вырăнта Равиль Бикчуров Ҫӗпрел районӗнчи фермерсен ассоциацине ертсе пыни çинчен те каласа иртес пулать. Хусан, Мускав хулисенче, Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче ирттернӗ съездсенч, форумсенче фермерсене, ял хуçалăхӗн ӗçченӗсен интересӗсене хӳтӗлесе, тухса калаçать.

Паян вăл ертсе пыракан хресчен-фермер хуҫалӑхне вара 2013 ҫулта йӗркелесе янă. Хресчен-фермер хуçалăхӗ, ӗлӗкхи легендарлă «Ирек» хуçалăхăн базинче йӗркеленнӗ тесен те, агрокомплексран ҫав вӑхӑтра ишӗлсе пыракан ферма зданийӗсем кăна тăрса юлнă — оборудованисене вӑрланӑ, тимӗрӗсене каснӑ, уй-хирӗсем сухаламман пулнă. Кӗске вӑхӑт хушшинче пӑрахӑҫа тухнӑ виҫӗ пин гектар ытла ҫӗрсем, территори ҫӗнӗ сывлӑш илет, ферма зданийӗсенчен те пӗр пайне çӗнетеççӗ. Ертӳҫӗ ӗҫ шыраса кайма тивнӗ ял ҫыннисене каялла кӳрсе, пӗр коллектива пӗрлештерет. Паллах, çаксене пурнăçлама ӗҫ çулне «Ирек» колхозра тӗп зоотехник пулса ӗҫленӗ, унтан «Цильна» колхоз ертӳçин çумӗ, «Ирек» хуҫалӑхӑн ертӳçи, Ульяновск облаҫӗнчи Цильна районӗнчи «Союз» обществӑн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ вăхăтра пухнă опыт, професси ăсталăхӗ те пулăшу парать. «Чи пахи — тăван çӗре юратас туйăм чун-чӗрере пурăнни», тет вăл хăй.

Равиль Адиевичӑн хуҫалӑхӗ тырӑ, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ тата хӗвелҫаврӑнӑш ӳстернипе паллă. Хуҫалӑхра ӗҫ татти-сыпписӗр вӗресе тӑрать, пӗрмаях кӗлетсем, тырӑ усрамалли, типӗтмелли складсем тăваççӗ, юсаççӗ, оборудованисем туянаççӗ. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче машинӑпа трактор паркне те кăна та 112 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ: ҫӗнӗ комбайнсем, тракторсем туяннӑ.

Ырӑ кӑмӑллӑх вăл — чун хушни

Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пыни те фермера ыр кăмăлçă ӗҫӗсемпе интересленме май парать. Тӑван ялӗнчи ҫулсене юсасси, масара йӗри-тавра тытса илесси, участокри инспекторсем валли пурӑнмалли ҫуртсем тума пулӑшасси, республикӑри больницӑсемпе учрежденисемшӗн хаклӑ оборудовани туянасси — çаксем Равиль Адиевич пурнăçланă ырӑ ӗҫсен пӗр пайӗ ҫеҫ. Вӑл районти спортсменсене те пулӑшать: шахмат, ял çамрăкӗсем хушшинчи Совет Союзӗн Геройӗ Измагил Кабирович Хакимовăн кубокӗшӗн волейбол вӑййисем, Сайфихан Нафиев ячӗллӗ кубокшăн наци кӗрешӗвӗ енӗпе ӑмӑртусем те вăл спонсор пулăшăвӗ панипе иртеççӗ. Унсӑр пуҫне, культурӑпа кăмăллă кану мероприятийӗсене йӗркеленӗ вăхăтра та пысăк пай кӗртет. Аслă Чăнлă ял историйӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке, «Болгар çӗршывӗ» кӗнеке валли материалсем пухас енӗпе наука ӗҫӗ-хӗле те финансланă вăл. Çавӑн пекех, хуҫалӑха йӗркеленӗ çулсенчен пуçласа паянхи кунчченех Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен ачасене тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗҫтересси те хресчен-фермер хуçалăхӗ çинче тăрать. Шкулапырса кӗмелли çул çине 8 миллион тенкӗлӗх асфальт ҫул сарнӑ, пӗтӗмлетсе каласан, шкулăн кулленхи пурнăçри ыйтӑвӗсем — ертӳçӗшӗн пӗрремӗш вырăнта тăраççӗ. Мечӗт тӑвасси те, чиркӳ строительствисем те унсăр пуçне иртмеççӗ. Ялти мечӗте Равиль Адиевичăн укҫи-тенки шучӗпе юсанӑ, çӗнӗ палассене те фермер хуçалăхӗн шучӗпе илсе сарнă, Турă ҫуртне газпа ӑшӑтмалли ӗçсене те хуҫалӑх хӑй ҫине илнӗ. Шутласа кайсан, ырӑ ӗҫсен вӗҫӗ-хӗрри те ҫук. Ял ҫыннисене, районта пурӑнакансене, ун патне пулӑшу ыйтма пыракансене пурне те тимлӗн итлесе, пулăшма тăрăшать. Анчах вӑл кун ҫинчен калаçма юратмасть. Кашни панӑ ыйту çине: «Кун ҫинчен çырмасан та юрать. Эпӗ ҫак ӗçсене пур кăмăлтан пурнăçлатăп, манӑн вӗсене ӗçлемеллех», — тесе кăна хуравлать. 

Ҫырмасăр хăварма вара, май та ҫук. Паянхи кун Украинӑра Донецкпа Луганск Халӑх Республикисен территорийӗсенче Тӑван çӗршывăн хӑрушсӑрлӑхӗшӗн кӗрешес ӗҫе хутшӑнакан каччăсене те Равиль Адиевич пысӑк пулӑшу парать. Гуманитари пулӑшӑвӗпе икӗ «КамАЗ» машини ҫине хӑмасем, хуратул, сахӑр песокӗ, ҫӑнӑх тата ытти кирлӗ япаласем тиесе, вӑл хӑй те ентешсем патӗнче икӗ хутчен пулса таврăнчӗ. Фермер, унти пурнӑҫа пирӗннипе танлаштарсан, «Ҫӗрпе пӗлӗт хушши пек» пулни ҫинчен калаçать. «Электричество, шыв, ҫулсем ҫук... Ҫимелли, ӗҫмелли енӗпе те йывăрлăх. Халӑхӑн ҫак условисенче пурӑнма тӳрӗ килет. Пирӗн пурнӑҫа хаклама пӗлмелле, савӑнсах ӗҫлемелле», — тет вӑл. 

Малашлӑха шута илсе

Иртнӗ ҫулсенче пӗррехинче «Ватаным Татарстан» журналисчӗ Марди Рафиков яла килсен: «Аслă Чăнлă ялӗн ачисем Кивӗ Шемӗршелне йывӑҫ-тӗмсем курма каяççӗ» тесе çырса кăларать. Тӑван яла пурăнтарасси, унта пурăнакансене телейлӗ, вӗсен пуласлăхне шанчӑклӑ тӑвас тӗллевпе тăрăшса çӳренӗ Равиль Адиевичăн пурнăçне журналистăн статйи тӗпрен улăштарать — ял хӗрринчи 50 гектар лаптӑк çинче ултӑ тӗрлӗ хунавсенчен вăрман кӗтесӗ туса хурать. Паян ку лаптăкри йывӑҫсемпе тӗмсем илемлӗ ӳссе кайнă, вӗсене миҫе ӑру курса ӳснӗ тата хальхи вăхăтра курса ӳсет. 

Юлашки ҫулсенче Равиль Адиевичăн тăрăшуллăхӗпе ялта тата пысӑк ӗҫсем пуҫланнӑ. 1953 ҫулсенче тунӑ колхозăн улмуҫҫи садне ҫӗнетме пуçăннă. Мӗнпурӗ 42 миллион тенкӗ тӑракан программӑпа килӗшӳллӗн 40 гектар ҫӗр ҫинче пуҫланнӑ ӗҫ хăй çине пысӑк плотина тăвас, ҫӑлкуҫсенчен дренаж пулӑшнипе шыв уҫлас, ун хыççăн улмуҫҫисем, хурлӑхан, ҫӗр ҫырли, виктори лартас, вӗсене тумлампа шӑварас ӗçсене шута илет. Çӗнӗрен йывӑҫ-тӗм лартассине, пӗтӗм строительство ӗҫесем вӗçлесен, тепӗр çул валли планлать фермер. Хуçалăхăн пыл утарӗ те çавăнтах вырнаçнă. 

Равиль Адиевич хăйӗн ӗç-хӗлне илсе пынă вăхăтра, пӗрремӗш ӗҫ хӑнӑхӑвӗсене илнӗ «Цильна» хуҫалӑх ертӳҫине Барис Аппаувича Гафурова тав тунине пӗлтерет. Хисеплӗ ертӳҫӗсем пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗсемпе хавхаланса, яланах канашласа ӗҫлеҫҫӗ иккен. «Барис Аппаувич маншӑн яланах кӑтартуллӑ ертӳçӗ, наставник пулчӗ. Кӗвӗҫӳ пур пулин те, ку „шурӑ“ кӗвӗҫӳ ҫеҫ», — тет Равиль Бикчуров.

— Паллах, пӗччен кăна ял хуçалăхӗнче нимӗн те тӑваймӑн. Республикăра ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма пулăшу паракан Тутарстан Раисне Рустам Нургалиевич Минниханова, ҫавӑн пекех, агропромышленность комплексне чи кӑткӑс тапхӑрта ертсе пынă Марат Готовович Ахметова, паянхи кун Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствине ертсе пыракан Марат Азатович Зяббарова тата пирӗн район пуҫлӑхӗсене тав тăватăп. Вӗсем ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлес текенсем валли яланах, пулăшса та тăраççӗ. Тӗрлӗ программӑсем туса хатӗрлеҫҫӗ, проектсем йӗркелеҫҫӗ. Пирӗн хуҫалӑхăн ӗҫӗ-хӗлӗ те çак проект-программӑсемпе килӗшӳллӗн илсе пырăнать. Плотинăсем турăмăр. Ҫавна пула, уй-хирсенче самаях пысӑк лаптӑксене шӑварма май пулчӗ. Халӗ улмуҫҫи садне ҫӗнетӗпӗр. Тӗнче тăнăç тăтăр, малашлăх валли тата та пысӑк-пысăк плансем пур. Тутарстанăн ялхуҫалӑхӗн ӗçӗ-хӗлӗнчи ҫитӗнӗвӗсемпе, фермерсен ăнăçăвӗсемпе мăнаçланатăп. Паянхи кун район пуçлăхне Марат Ринатович Гафарова ял ҫыннисене, хӑйсен ӗҫне пуҫлас текенсене пур енчен те пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп. Пӗрле эпир вӑйлӑ, пирӗн умра ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем пуласса шанатӑп эпӗ, — тет Равиль Бикчуров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев