Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ял хуçалăх ӗçченӗсене — мухтав!

Районта ял хуҫалӑх тата ӗçе кӗртекен промышленность ӗçченӗсене чысларӗҫ Ял хуçалăхӗ

Ҫак кун районти Культура çуртне хӑйсен профессине чунтан парӑннӑ ҫынсене: вуншар ҫул пӗр предприятире ӗҫлекенсене, ирех тăрса хире тухакансене, фермӑсене килекенсене, яланах сӗтел ҫинче ҫӑкӑр пултӑр тесе тӑрӑшакансене чӗннӗччӗ.

Пирӗн район ӗлӗк-ӗлӗкрен тырӑ, выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗ туса кӑларнă. Район экономикинче тӗп вырӑн аграри секторӗ йышӑнать. Унӑн ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗ, чи малтан, çак çӗр çинче пурăнакан ҫынсем мӗн тери тӑрӑшнинчен килет. Ун пеккисем пирӗн районта питӗ нумай.

2023 ҫулта районта 3216 миллион тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илнӗ (рентабельлӗх 13%). 21660 тонна сӗт туса илнӗ. 2022 ҫулхипе танлаштарсан, районӗпе сӗт суса илес калăпăш 106% ӳснӗ. 2024 ҫул ака валли 8260 тонна вӑрлӑх запасӗ туса хăварнă, 10205 гектар ҫине кӗрхи культурӑсем акнӑ, вӗсенчен 9874 гектарне тулӑ йышӑнать, рапс культури — 331 гектар.

— Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансем çăкăр хакне яланах пӗлчӗç, ҫӗр ҫинче юратса ӗҫлерӗç. Ял хуҫалӑх отрасльӗнче ӗҫлесси яланах мухтавлă тата хисеплӗ пулчӗ. Çав вăхăтрах унта пурте ӗҫлеме те пултараймаҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗ — ҫанталӑк условийӗсемпе уйрăмах çыхăнса тӑракан отрасль. Эсир хӑвӑра çирӗплетсе панă ӗҫсене тума мӗн май килнине пурне те тӑватӑр. Паянхи уяв — уй-хирсемпе фермӑсенче вӑй хуракансен ҫеҫ мар, выльӑх-чӗрлӗхпе чӑх-чӗп усракансен те, пахчисенче тӑрӑшса ӗҫлекенсен те, хăйсене тата ыттисене пахчаҫимӗҫпе, улма-ҫырлапа, сӗтпе тата аш-какайпа тивӗҫтерекенсен те уявӗ, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Вӑл иртнӗ çул районти агропромышленность комплексӗшӗн çăмăл пулманнине палӑртса иртрӗ. 

— Ҫапах та 150 пин тонна яхăн тырӑ пухса илӗнчӗ, кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 38,4 центнера тӳрӗ килчӗ. Тухăç енӗпе эпир республикӑра 2-мӗш вырӑна, пӗтӗмӗшле тырӑ пухса илес енӗпе 4-мӗш вырӑна тухрӑмӑр. Пӗтӗмӗшле тырӑ пухса илесси иртнӗ çулхи шайран 42 пин тонна ытларах пулчӗ. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗ тата ытти техника культурисем енӗпе те лайăх тухăç динамики пур, — тесе палӑртрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче район пуҫлӑхӗ.

Тӗштырӑсен чи пысӑк тухӑҫӗ «Цильна» обществӑра — кашни гектартан тухнă вăтам тухăç 53,9 центнер. «Ҫӗпрел — Рассвет Агро» обществӑра ҫак кӑтарту 49,3 центнер. «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуçалăхӗнче — 40,7 центнер, «Низамов А. А.» хресчен-фермер хуçалăхӗнче — 35,6 центнер.
2023 ҫул вӗҫнелле районти ял хуҫалӑх формированийӗсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх 7689 пуҫ шутланнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе ӑнӑҫлӑ хӗл каҫарма ҫителӗклӗ апат хатӗрленӗ, условнӑй пӗр пуҫ выльӑх валли вӑтамран 30 центнер ытла апат единици хатӗрленӗ.

Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем районта 21660 пин тонна сӗт туса илнине кӑтартаҫҫӗ. 2024 ҫулта районти хуҫалӑхсенче кашни ӗнерен сахалран та 8000 килограмм сӗт суса илес тивӗç тăрать.
2023 ҫулта районти хуҫалӑхсем 925 миллион тенкӗлӗх 224 единица техникӑпа оборудовани туяннӑ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче Ҫӗпрел районне аграри ВУЗӗсенчен 16 ҫамрӑк специалист, техникумран 73 специалист килнӗ. 

Ял ӗҫченӗсене чысланӑ май уявра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, РФ Федерацин Патшалӑх Пухăвӗ Патшалăх Думин нацисен ӗҫӗсен комитечӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Ильдар Гильмутдинов, «Татагрохим» уçă акционерла обществăн генеральнӑй директорӗ Наиль Гобайдуллин, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, ТР Патшалăх Совечӗн Экономика, инвестицисем тата предпринимательлӗх енӗпе ӗҫлекен комитетăн ертӳçин ҫумӗ Ринат Гайзатуллин, «Чистополье» Холдинг компанийӗн акционерла обществăн генеральнӑй директорӗ Наиль Залаков, «Ак Барс» холдинг компанийӗн генеральнӑй директорӗ Владимир Николаев хутшăнчӗç. Тӗп хулари хӑнасем Ҫӗпрел аграрийӗсене сывлӑх тата ҫанталӑк условийӗсене пӑхмасӑр тухӑҫлă кӑтартусем çӗнсе илме сӗнчӗç, районта ӗҫре малта пыракансене Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ министерствин Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене пачӗç. Отраслӗн чи лайӑх ӗҫлекенӗсем те район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисене, Тав ҫырӑвӗсене тата асӑнмалăх парнисене тивӗҫлӗ пулчӗç. Уявра ял хуҫалӑх предприятийӗсем хушшинчи ӗҫ ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене турӗҫ. Ял хуҫалӑх отраслӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Чи лайӑх хуҫалӑхсем» номинацире пӗрремӗш вырӑна «Цильна» общество, иккӗмӗш вырӑна — «Çӗпрел — Рассвет Агро» общество, виҫҫӗмӗш вырӑна — «АгроТрансПорт» общество йышӑнчӗç. «Чи лайӑх ӗçе кӗртекен предприяти» номинацире «Государев Амбар» номинацире 1 вырӑна, «Исток» — 2 вырӑна, «Тăваньел сачӗсем» — 3 вырӑна çӗнсе илчӗ. Уй-хир ӗçӗсен отраслӗ енӗпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем хушшинче «Бикчуров Р. А.» 1 вырӑна, «Низамов А. А.» — 2, «Махмутов И. Ф.» — 3 вырӑна тивӗçлӗ пулчӗç. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес отрасль енӗпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем хушшинче «Амосов А. Н.» — 1, «Камарева А. Д.» — 2, «Карабаев В. П.» 3 вырӑна çӗнсе илчӗç. 

Мероприяти вӑхӑтӗнче, çаплах, республикăпа районти конкурссенче ҫӗнтернӗ чи лайӑх комбайнерсене, чи лайӑх шоферсене, чи лайӑх механизаторсене, трактористсене, специалистсене, чи лайӑх дояркӑсене, пӑру пăхакансене, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансене, технологсене, наставниксемпе ҫамрӑк специалистсене, çуллахи каникул вӑхӑтӗнче обществăсенче ӗҫленӗ техникумăн студенчӗсене тата шкул ачисене те парнелерӗç. 
Мероприятийӗн хăйне евӗрлӗ пайӗ — кăçалхи çул йышăннă Çемье çулталăкӗн шайӗнче «Цильна» обществӑра ӗҫлекен ҫемье династийӗсене: мӑшӑрӗсене Ильнурпа Лейсана, вӗсен ывӑлӗ Ильназ Фатхулловсем тата «Ҫӗпрел — Рассвет Агро» обществӑра ӗҫлекен çемье династине ашшӗне Андрея, ывӑлӗсене Николая тата Павел Марковсене чысласси пулчӗ. 

Районти Культура çурчӗн пултарулăх коллективӗсем ял хуçалăх ӗçченӗсене концерт программи сӗнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев