Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ял ҫурхи ӗҫсене хатӗрленет

Апрелӗн 1-мӗшӗччен мӗнпур тӗрлӗ техникăна юсаса пӗтермелли тивӗç тăрать

Ку çулталăкăн та виҫçӗмӗш уйӑхӗ вӗҫленсе пырать. Кӑҫалхи юрлӑ хӗл ял хуҫалӑх отраслӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Кун пирки эпир ял хуҫалӑх агроуправленийӗн начальникӗпе Талгат Халитовпа калаҫрӑмӑр.

— Кӑҫалхи хӗл ытти ҫулсенчен уйрӑмрах пулчӗ. Сивӗ кунсем ытларах пулчӗç, юр та нумай ҫурӗ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе мӗнле витӗм пачӗ-ха çакă? 

— Ҫапла, кӑҫал хӗл хӑйӗн характерне кӑтартрӗ. Анчах пирӗн районти выльӑх пӑхакансем, яланхи пекех, хӗлӗн тӗрлӗ условийӗсене хатӗр. Сивӗре те, ҫил-тӑманра та ӗҫ чарӑнман. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре ун пек тума май ҫук.

Январь-февраль уйӑхӗнче пурӗ 3887 тонна сӗт туса илнӗ. Ӳсӗм пӗлтӗрхипе танлаштарсан 115 процентпа танлашнӑ, 511 тонна ытларах продукци туса илӗнчӗ.

Чи лайăх кăтарту «Цильна» обществăра. Икӗ уйăхра вӗсем 1745 тонна сӗт туса илчӗç, ӳсӗм 105 процент. «Молко-Çӗпрел» обществăра 1682 тонна сӗт туса илнӗ. Районта туса илнӗ сӗтӗн 88 проценчӗ ҫак икӗ хуҫалӑха тӳрӗ килет.

«Агро-Вест» обществӑра пачах урӑхла, сӗт туса илесси чакрӗ. Икӗ уйӑх хушшинче пурӗ 51 тонна сӗт сунă (иртнӗ çулхипе танлаштарсан 58 процент кăна). 

Районти фермӑсенче мăйракаллă шултра выльăх 7617 пуҫ шутланать, 2023 ҫулпа танлаштарсан, 236 пуҫ ытларах. 

— Эсир пысӑк хуҫалӑхсем ҫинчен каласа иртрӗр. Фермер хуҫалӑхӗсенче ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ?

— Фермерсенче чи пысăк ӳсӗм палăрать. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен йышӗ вӗсенче 1453 пуҫ шутланать, 225 пуҫ ытларах. 

«Молко-Çӗпрел» обществӑра — 87 пуҫ, «Цильна» обществӑра 46 пуҫ ӳснӗ. «Агро-Вест» хуҫалӑхра вара выльӑх-чӗрлӗх 122 пуҫ чухлӗ чакнӑ. 

Выльӑх-чӗрлӗх йышӗ аш туса илнин кӑтартӑвӗсенче те лайăх палӑрать. Ҫапла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа районти хуҫалӑхсенче 179 тонна выльӑх ашӗ туса илнӗ. Ку, иртнӗ çулăн çак тапхăрӗпе танлаштарсан, 109 процента тӳрӗ килет. 

— Эпир ҫуркуннене кӗрсе пыратпăр, уй-хирсем юртан тасалаççӗ...

— Эпир ҫакна тулли хатӗрлӗхпе кӗтетпӗр.

2024 ҫулăн тухăçӗшӗн 10205 гектар лаптăк çинче кӗрхи культурӑсем акса хăварнăччӗ. 9874 гектарӗ — кӗрхи тулӑ, 331 гектарӗ — рапс. 

Кӗрхи типӗ ҫанталӑка пула тата тӑпрара нӳр ҫуккипе 4312 гектар ҫинче кӗрхи кӗрхи калчасем хӗле вӑйсӑр кӗчӗç. Паянхи кун вӗсем пурте те аван шайра темелле.
Кӑҫалхи тухăç валли районта пӗр гектар пуçне минераллӑ удобренисем вӑтамран 128,2 килограма тӳрӗ килеççӗ. «Çӗпрел Рассвет-Агро» обществӑра ку цифра 252,1 килограма тӳрӗ килет. Удобренисене паянхи кунчченех турттарса тăраççӗ. 

— Акнӑ вӑрлӑх та тухăçăн никӗсӗ, тетпӗр эпир... 

— Акма аграри хатӗрленӗ вӑрлӑхсем пурте кондициллӗ, ака пахалӑхӗсем тӑрӑх ГОСТ требованийӗсене тӳрӗ килеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вăрлăхсене анализпа фитопатологи экспертизи валли суйласа илесси пырать.

— Талгат Ахматсафаевич, техника модернизацийӗ, ял хуҫалӑх техникин шайӗ çинче те каласа иртсемӗрччӗ...

— Механизаторсемпе специалистсен умӗнче апрелӗн 1-мӗшӗччен тракторсемпе ака комплексӗсене юсас ӗҫе вӗҫлес тивӗç тӑрать. 

Районти фермерсем техника модернизацийӗн программине пула техника паркне ҫӗнетессине малалла тăсаççӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа районти обществăсемпе хуҫалӑхсенче 54 миллион тенкӗлӗх 14 единица техникӑпа оборудованисем туяннӑ.

Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑн ирттерме чылай хуҫалӑхра техникӑсене юсас енӗпе ӗҫ вӗҫленсе пырать.

Ҫапах та паянхи кун юсав мастерскойӗсенче юсама тивӗçлӗ тракторсем те пур-ха: «АгроВест» обществăра техникăн — 6 единицине, «Низамов А. А.» хресчен-фермер хуçалăхӗнче — 2, «Артемьев В. Н.» хресчен-фермер хуçалăхӗнче 1 единица техникăна хатӗррисен ретне тăратасси пур.

— Тавтапуҫ калаҫӑвăршăн, Талгат Ахматсафаевич. Аграрисене пур сферӑра та ӑнӑҫу сунатпӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев