Ял тӑрӑхӗсем ҫӗнӗ транспортлă пулчӗç
Тутарстан Республикин кунӗ ячӗпе республикӑра культурăпа социаллӑ мероприятисем нумай ирттерчӗç. Унта Çӗпрел çыннисем те хутшӑнчӗç.
Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов муниципаллă пӗрлӗхсем хушшинче ирттернӗ республикӑри смотр-конкурсра ҫӗнтерӳçӗ пулнисене ҫӗнӗ ӗç автомобилӗсен уҫҫисене пачӗ. Уяв «Хусан Экспо» курав залӗ умӗнчи лаптăкра иртрӗ.
Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Упи, Кивӗ Кахăрлă ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем Александр Ярухин, Рустам Фаткуллин хутшӑнчӗҫ. Вӗсене иккӗшне те «Лада Нива Тревел» автомашинăсем пачӗҫ (ӳкерчӗкре).
– Ҫак конкурсра ҫӗнтернӗшӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Ку машина пире вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас тӗлӗшпе пысӑк пулӑшу парӗ, – тет Рустам Фаткуллин.
Çак конкурса ҫулсерен ял тăрăхӗсен ӗҫне, халӑхăмăрăн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев