Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ячӗсем пирӗн чӗресенче, мемориалсенче...

Ятарлă çар операцийӗнче пуçӗсене хунă район çыннисен ячӗсене асăмăрта хăварасси малалла пырать

Тăван çӗршыва хӳтӗлесе  пурнăçӗсем вăхăтсăр татăлнă районăн каччисене хисеплесе йӗркеленӗ мероприятисем «Геройсене асра тытăпăр» проекта пурнӑҫлас шайра иртрӗҫ.

Луганскпа Донецк халӑх республикисен территорийӗнче ятарлӑ çар операцийӗнче вилнӗ хамӑр ентешсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе манăçми тăвас тӗллевпе, вӗсем ҫуралса ӳснӗ ҫуртсен стенисем çине асăну хӑмисем вырнаçтарчӗç.  Вӗсем вӗреннӗ шкулсенче «Астăвăм мемориалӗсем» уҫрӗç. Çак  каччăсем пурте тивӗçлӗ ҫар службин срокӗ хыҫҫӑн, контрактпа службӑна малалла тӑсма килӗшнӗ. Вилнӗ хыççăн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе Паттӑрлӑх орденӗпе чысланчӗç.

«Геройсене асра тытăпăр» проектӑн авторӗ «Созидание» клубăн педагог-организаторӗ Венера Гараева. Вăл Тутарстан Республикинчи муниципаллă пӗрлӗхсен муниципаллă автономи тата бюджет учрежденийӗсен социаллӑ пурнӑҫпа пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫламалли  республика конкурсӗнче ҫӗнтернӗччӗ.

Мероприятире Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залалов, ҫамрӑксен ӗҫӗсем тата спортпа туризм, культура уйрăмӗн ертӳçисем, геройсен ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем, педагогсем, шкул ачисем, ял ҫыннисем хутшӑнчӗç.

Мероприяти Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнчен пуçланчӗ. Ҫак ялта,  пӗр урамран ятарлă çар операцине Олег Ильбеевпа Илья Денисов хутшӑнса, пуçӗсене хучӗç. Вӗсене асӑнса ял ҫыннисем, спонсорсем, ҫар ҫыннисем ялти Культура çурчӗ умӗнче монумент та туса лартрӗç.

Геройсем ҫинчен лайӑх сăмахсем кăна илтӗнчӗç. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пирӗн каччăсем Тӑван çӗршыва неонацистсенчен хӳтӗленӗ çӗрте  паттӑрлӑх кӑтартаҫҫӗ, тесе палăртса иртрӗ.

– Вӑхӑт, ҫулсем иртеҫҫӗ, истори тепӗр хут таврăнать.  77 ҫул каялла Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тата сыхлама Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнчен Петр Юхвитов текен çамрăк каччă каять, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуçне хурать. 25 ҫулта ҫеҫ... Петр Юхвитов – Совет Союзӗн Геройӗ. Паян Хурăнвар-Шăхаль вӑтам шкулӗ унӑн ятне ҫӳретет. Акӑ кӑҫал Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе Геройсен тӗслӗхӗпе пирӗн каччăсем паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ. Вӗсем пурте патриотизм тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсен ҫутӑ сăнарӗ нихăҫан та манăçас ҫук, истори страницинче нихҫан манӑҫми йӗр хăварăнать. Геройсене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! – терӗ Марат Ринатович.

Митингра тухса калаçакансем: «Пирӗн ачасем хӑйсен ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫларӗҫ. Эпир вӗсемпе мăнаçланатпӑр!» – терӗç.

Ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем район ертӳҫине, проекта йӗркелекенсене ывӑлӗсене асра тытнӑшӑн, йывӑр вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн тав турӗç.

Вилнисене асӑнса пӗр минут шăп тӑнӑ хыҫҫӑн, мероприятире хутшӑнакансем асăну хӑмисем умне чечексем хучӗҫ.

Шкулсенче уҫнӑ Астăвăм мемориалӗсем ҫинче харсӑр салтаксен уйрăм япалисем, парнисем, сӑн ӳкерчӗкӗсем, ҫар альбомӗсем, тӗл пуласса шанса ҫырнӑ ҫырăвӗсем вырнаҫнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев