Гуманитари пулӑшӑвӗ пуçтарăнать
Ятарлă çар операцине хутшӑнакансем валли пулӑшу пухассине район ҫыннисем малалла тӑсӑлаҫҫӗ
Халиччен эпир Ҫӗпрелӗн çыннисем ҫар ҫыннисем валли пыл таран кӳни, ятарлӑ маскировка сеткисем ҫыхни, ӑшӑтмалли япаласем евӗрлӗ кирлӗ хатӗрсем туни çинчен çырса пытăмăр. Районта ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче пурӑнакан пирӗн ентешсем ҫак ыркăмăллăх мероприятине хӑйсенчен пай кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче çеҫ Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Хусанта пурӑнакан Ильнур Садриев хӑйӗн «УАЗ» машинипе гуманитари пулӑшӑвӗ илсе килчӗ. Гуманитари пулӑшӑвӗ ăшăнче пирӗн ентешсемшӗн питӗ кирлӗ пулнă оборудованисемпе япаласем: тепловизорсем, тактика тумӗсем, буржуйка кӑмакисем, квадрокоптерсем, апат-ҫимӗҫ продукчӗсем т. ыт. те. Ильсур ҫак пулӑшӑва, хӑйӗн машинипе пӗрле, «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче хӑварчӗ.
Мартăн 18-мӗшӗнче вара район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пыракан делегаци çула тухать. Вӗсем çак район çыннисем панă кирлӗ япаласене ҫар служащийӗсем патне илсе çитерӗç. Аса илтеретпӗр, ку ӗнтӗ район пуҫлӑхӗн Украина территорине хамӑрăн ҫар ҫыннисем патне, виҫҫӗмӗш хут кайни пулса тăрать.
Марат Гафаров çак ырă ӗçе пысăк пай кӗртнӗшӗн Ильнур Садриева та, ҫак ӗҫе хутшӑнакансене пурне те тав турӗ. Вӑл, çавӑн пекех, пирӗн салтаксене ҫакӑн пек пулӑшу питӗ кирлӗ пулнине палӑртрӗ. Ҫар ҫыннисем вара район пуҫлӑхӗпе телефонпа ҫыхӑнура тăраççӗ.
Гуманитари пулӑшӑвне пухас тӗлӗшпе Телеграмм каналта «Çӗпрел – эпир пӗрле вӑйлӑ!» группа та йӗркеленӗ. Унта тӗрлӗ сведенисем ҫыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, хӑшӗ-пӗрисем район центрӗнче вырнаҫнӑ «Созидание» ҫамрӑксен клубне ҫар ҫыннисем валли пулӑшăва хӑйсем те кӳрсе параççӗ. Мӗншӗн тесен клубра «Волонтерсен штабӗ» те ӗҫлет. Волонтерсем вара пулӑшăва тӗрлӗ ещӗксене вырнаҫтарас енӗпе ӗçлеççӗ. «Созидание» клубăн адресӗ: Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Центральная урамӗ, 12 А çурт.
Ҫак ырӑ ӗҫе хӑвӑнтан пай кӗртес тетӗн пулсан, ҫакна тума ҫӑмӑл. Сăмахран, мартăн 14-мӗшӗнче районти Культура çурчӗн сцени ҫинче Тутарстанăн эстрада артисчӗсен концерчӗ пулӗ. Билет сутнинчен кӗнӗ укçа-тенкӗпе те гуманитари пулӑшӑвӗ пулнă май усӑ курӗҫ.
Ильнур Садриев вара гуманитари пулӑшӑвне район центрӗнче хăварнă май, Марат Гафаровран Раҫҫее, ҫӗршыв чиккине хӳтӗлекен каччăсене пурӗ те малалла кӑна кайма, палӑртнӑ тӗллевсене çӗнсе илме, чӗрӗ те сывӑ таврӑнма сунни çинчен çар çыннисене пӗлтерме ыйтрӗ.
* * *
Тутар Шатăршан ялӗнче пурӑнакан 74 çулти Иршат Алимбиков, ывӑлӗсемпе Вильсур (чикӗри ҫарсенче службӑра тӑнӑ), Зуфарпа тата Фанильпе пӗрле, ятарлă çар операцийӗнчи каччăсене пулӑшас тесе, «Пурте ҫӗнтерӳ валли!» текен акци пӗлтернӗ. Вӗсем ӑна пуҫласа ярса, виҫӗ бензопăчкă, ҫар ҫыннисем валли кирлӗ япаласем туяннă.
Ял ҫыннисем пӗрле тӑрӑшнипе тутлă çимӗçсем, кӗрпе, тумтир, 50 кг ытла пыл, гигиена япалисем, строительство пӑтисем тата ытти хатӗр-хӗтӗр пуҫтарнӑ. Вильсур Алимбеков, ҫар ҫыннисем валли мӗн-мӗн кирли çинчен ҫар çыннисем патӗнче виҫӗ хутчен пулса таврăннă, ентешӗмӗртен Виктор Марковран ыйтса пӗлнӗ. Ялти хӗрарӑмсем вара, нумай функциллӗ центрăн зданийӗнче чустаран 20 килограмм лапша касса хатӗрленӗ.
Лапша касассине маларах Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмӗнче те йӗркеленӗччӗ. Унта тивӗçлӗ канура пулнă хӗрарăмсем 20 кг лапша касса, хатӗрлесе хунă.
– Пире пурсӑмӑра та пӗр сунăм пӗрлештерет – район çыннисем тӑван тӑрӑха, хӑйсен ҫемйисене чиперех таврӑнччӑрччӗ! – тет Вильсур Алимбеков.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев