Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Геройсене – Паттăрлăх орденӗ

Украинăра ятарлă çар операцине хутшăннă икӗ каччăна Паттӑрлӑх орденӗсемпе наградӑларӗç. Анчах... Пуç хунă хыççăн,

«Ҫар тата служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа хăюлăх кӑтартнӑшӑн, Фаниль Валиуллинпа Марс Салахова, вилнӗ хыççăн, Паттӑрлӑх орденӗсемпе наградӑламалла», – тенӗ РФ Президенчӗн Указӗнче. Наградӑсене вилнӗ ҫар ҫыннисен ашшӗ-амӑшӗсене Ӗç тăвакан комитета чӗнсе илсе, торжествăлла луру-тăрура пачӗç (ӳкерчӗкре).

«Ентешӗмӗрсем ятарлă ҫар операцине кайма йышăну турӗç, хӑйсен ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫларӗҫ. Пирӗн каччăсем хӑйсен Тӑван çӗршывне пурнăçӗн мӗн вӗçне çитичченех парăнса юлчӗç. Ӗмӗр-ӗмӗр Мухтав вӗсене», – тесе палӑртрӗ Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин та хутшӑнчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫар ҫыннисен ашшӗ-амӑшӗсене Тӑван ҫӗршыва тивӗҫлӗ тата парӑннӑ ывӑлсем пӑхса ӳстернӗшӗн тав турӗ.

«Арҫын хӑйӗн ҫӗршывне, хӑйӗн ҫемйине хӳтӗлекен, сыхлакан пулнă май, çут тӗнчене килет. Паллах, ҫак хуйха нимӗнле сӑмахпа та лӑплантараймӑн, анчах эсир те, пирӗн те хамӑрӑн ҫӗршывăн пуласлăхӗшӗн вӑйлӑ пулмалла», – терӗ çар комиссарӗ.

Малалла тăсса

Ҫак кунсенче ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчен икӗ эрнелӗхе отпуска районăн каччисем таврăнни, каннă хыççăн, каялла каясси малалла пырать. Вӗсене район ертӳҫисем, ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗсем кӗтсе илеҫҫӗ, ӑсатаҫҫӗ. Çак кунсенче, черетлӗ отпуск хыҫҫӑн, ҫар ҫыннисем каллех çула тухрӗç.  «Ятарлӑ ҫар операцин зонинче хутшӑннине эпир ӗҫ вырӑнне хуратпӑр. Кантӑмӑр, кайма вӑхӑт та çитрӗ. Каяс пулать, мӗншӗн тесен унта туссем, юлташсем юлчӗç, эпир пӗр ҫемье пек», – терӗ Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен мобилизациленнӗ каччă. Аслӑ Чăнлă ялӗнчи 22 ҫулти ҫар çыннин амӑшӗ вара: «Эпир хамӑрăн ывӑлӑмӑршăн кӗлтӑватпӑр, тӗнче тăнăçланса, пире вӗсемпе ырă-сывă курнăçма пӳртӗрччӗ, тесе сунатпăр».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев