Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Гафуровсене – çурт-йӗр сертификачӗ

«Тутарстан Республикинче ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» программӑпа Гафуровсем сертификат илчӗç

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫамрӑк ҫемьене Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Данис Сатдинов сертификат пачӗ.

– Хӑвӑр шӑпӑра районпа ҫыхӑнтарасшӑн пулни савӑнтарать.  Районта ҫамрӑк ҫемьесемшӗн ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫинчен ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме вара патшалӑх программисем пулӑшаҫҫӗ. Хӑвӑн никӗсӳ пулни вара питӗ лайăх тӗпленсе юлатăн.  Сире сывлăх тата çӗнӗ ҫуртра телейлӗ пурнӑҫ сунатӑп, – терӗ вӑл.

Даниспа Эльмира Гафуровсен ҫемйи ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле, пӗр çуртра, Кивӗ Чукал ялӗнче пурӑнать. Ҫемье пуҫлӑхӗ Данис Мансурович отрасль технологийӗсен техникумӗнче педагог пулса ӗҫлет, унӑн мăшăрӗ Элмира – суту-илӳ сферинче. Гафуровсем 2011 ҫулта мӑшӑрланнӑ, икӗ ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ.

– Ялти çуртăмăр ултӑ ҫыншӑн тӑвӑртарах. Кунсӑр пуҫне района куллен ҫӳретпӗр, ачасем 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫамрӑк ҫемьесем валли ҫакӑн пек программа пурри ҫинчен пӗлсен, эпир заявлени ҫырма шутларӑмӑр. Районти ҫамрӑксен ӗҫӗсен уйрăмне кайрӑмӑр, вӗсем пире документсем пуҫтарма пулӑшрӗҫ. Сертификатлă пулнăшăн эпир питӗ савăнатпăр, ку пирӗншӗн пысӑк пулӑшу, – тет Данис Гафуров, Тутарстан Республикин Раисне, Правительствăна, Ҫӗпрел районӗн администрацине тав тунине пӗлтерсе.

Часах ҫемьен хӑйӗн никӗсӗ пулӗ. Вӗсем ӗнтӗ кил-çурт туянассишӗн çуртсем суйлама  та тытӑнчӗҫ.

– Эпир хамӑрăн ывӑлăмăрсем валли те хăйсен пӳлӗмӗсем пулнă ҫурт ҫинчен ӗмӗтленетпӗр, – тет Элмира.

Ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов:

– Асӑннӑ программа Тутарстан Республикин территорийӗнче пурӑнмалли ҫурт туянма е ҫурт-йӗр тума тӑкаксен 35 процентне субсидилеме палӑртать. Пӗрремӗшӗнчен, ҫемьешӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр кирлӗлӗхӗ пулнине шута илеççӗ, ҫавӑн пекех, ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр хакӗн 65 процентне тӳлеме пултарайнине ҫирӗплетсе памалла. Виҫҫӗмӗшӗ: программӑна 35 ҫула ҫитмен ҫынсем валли палӑртнӑ.  Пӗлтӗр ҫак программӑра пирӗн районтан пӗр ҫемье хутшӑнчӗ, субсиди илчӗ. Вӗсем хӑйсен никӗсне туса лартнӑ ӗнтӗ, лайӑх пурӑнаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев