Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Фермер пулма ҫӑмӑл-и?

Владимир Лысов — районта ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳçисенчен пӗри

Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме пуҫличчен Владимир хӑйне тӗрлӗ ӗçре сӑнаса пӑхать. Стройительство материалӗсемпе суту-илӳ тăвать, хӑйсен лавккисем те пулаççӗ. Унтан Кивӗ Йӗлмел ялӗнче кил-çурт çавăрса, выльӑх-чӗрлӗх усрама пуçлать.

Вăл хӑйӗн ӗҫ-хӗлне 2010 ҫулта пуҫласа ярать. Шӑпах çав çул вăл ТР Ял хуҫалӑх министерствин 1 миллион тенкӗлӗх грантне çӗнсе илсе, 24 пуҫ сӑвакан ӗне валли шутланнă ҫемье фермине тума пуҫлать. Малтан сӑвакан ӗнесем валли здани туса хурать, унтан майӗпен вите выльӑх-чӗрлӗхпе тулать. Ҫемье ферми тӑвасси, хальхи оборудование вырнаҫтарассипе пӗрле, 4 миллион тенке тӳрӗ килет. Тислӗк кăлармалли оборудовани, шыв пăрăхӗ кирлӗ, тенӗ пек... Ферма патне пымалли ҫулсене те бетонлаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, грант укҫи-тенкине шута илмесӗрех, питӗ нумай ӗçсем пурнăçланаççӗ. 

Лысов Фото Римма МавлютоваМӑшӑр ҫемье ферминче ӗҫлет, вӗсене икӗ ҫитӗнекен ывӑл пулӑшать. Пӗр ӗҫе туса ҫитернӗ ҫын тепринчен хӑрамасть ӗнтӗ — Владимир та сӑвакан ӗнесем вырӑнне вăкӑрсен самăртмалли ушкӑнне тӑвасшӑн пулса, ҫунса-тăрăшса çӳреме пуҫлать. Иккӗленсе кăна тытăнать пулин те, ку ӗç те пулса тухать. Кукмара районӗнчен ӑратлӑ пӑрусем илсе килеҫҫӗ, вӗсене самăртса, чӗрӗ виçепе сутма пуçлаççӗ. Владимир каланӑ тӑрӑх, вӑкӑрсене 550-580 килограма çитерсе сутаҫҫӗ. 

— Ял ачи выльӑх пӑхса ӳсет вӗт ӗнтӗ вăл. Астӑватӑп, 2-мӗш класа пӗтерсен, ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче тетепе иксӗмӗр колхоз кӗтӗвне кӗтме тытӑнтӑмӑр. Эпир ирпе виҫӗ сехетре тӑрса выльӑх-чӗрлӗх кӗтӗвне хире илсе тухса, ӑна ирхинехи пилӗк сехет тӗлне сума тавӑрса пама ӗлкӗртӗмӗр. Ӗнесене ирхинехи ҫичӗ сехет тӗлне суса пӗтереççӗ те, эпир каллех кӗтӗве хăваласа каятпӑр. Каҫхи сăвăм хыҫҫӑн та, ҫӗрлехи 11 сехетчен выльӑхсене кӗтӳ çӳретмелли вырăнсене хӑваласа тухаттăмăр. Эпӗ ачаранах, вӗсене лайӑх ҫитерсен ҫеҫ продукци илме май пуррине пӗлекен ҫын, — тет Владимир.

Выльӑх-чӗрлӗхе тырӑ тата утӑ туянса çитерни пысӑк тупӑш кӳменнине ӑнланса, Владимир ял хуҫалӑх культурисен калчисем валли 90 гектар пай ҫӗрӗсене арендӑлать, ҫав ҫӗр ҫумне хăйсен 20 гектарӗ те хушăнать. «МТЗ-80» трактор, ҫӗре ӗçе кӗртме, утӑ ҫулма тата тырпул пухса кӗртме кирлӗ хатӗрсем туянаççӗ.

Лысов Фото Римма МавлютоваПаянхи кун хресчен-фермер хуҫалӑхӗн 110 гектар ҫӗрӗ пур. Кӑҫал вӑл 30 гектар лаптăк çинче урпа, 20 гектар — сӗлӗ культурисене акнă пулнă, 60 гектар лаптăка люцерна ути йышăнать. Урпа пӗр гектартан вăтамран 60 центнер, сӗлӗ — гектартан 58 центнер тухăç панă. Выльӑх апатне хӗл каҫмалăх пултӑр тесе хатӗрленӗ. Лысовсем урпа пӗрчисене вӗтетме агрегат (плюшилкӑна) туяннӑ. Фермер каланӑ тӑрӑх, урпа культурин пӗрчисене выльӑх-чӗрлӗх организмӗ лайӑх йышăнать, сӑвакан ӗнесен тухӑҫлӑхне чылай ӳстерет. 

Хӑвӑн ӗҫне малалла тӑсакан пулни уйрӑмах кӑмӑллӑ. Аслă ывӑлӗ Константин Пӑвари ветеринари техникумӗнчен вӗренсе тухать. Хуҫалӑхра вӑл тӗп специалист, ашшӗн тӗрекӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх усрассин мӗнпур процессне вӑл контроллесе тӑрать. Владимир хӑйӗн ывӑлӗпе мӑнаçланса:
— Универсал вăл: выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен те, механизатор та, водитель те, оператор та — пур çӗре те ӗлкӗрет, — тет.

Константин та ашшӗнчен юласшăн мар. Вӑл ял хуҫалӑхӗнче хӑйӗн ӗҫне тӑвакансене пулӑшмалли программӑна кӗрсе — 450 пин тенкӗ чухлӗ грант выляса илнӗ, çемье фермине çӗнӗрен йӗркелесе яма шутлать. 8 пуҫ сӑвакан ӗне валли здани туса лартнӑ ӗнтӗ. Константин ертсе пыракан ҫемье ферминче 8 пуҫ сӑвакан ӗне тата 5 тына пур. 

Паллах, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси — ҫӑмӑл та тӑкаксӑр ӗҫ мар. Техникăна ӗçлеттерме çунтармалли-сӗрмелли тата запас пайӗсем кирлӗ... Шутласа кайсан, проблемӑсем пур ӗнтӗ. Вӗсенчен аша та кăмăлласах илеҫҫӗ иккен, «аш сутас енӗпе проблемӑсем ҫук, — тет Владимир, — килеҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ, туянаҫҫӗ, шут-хисепне те туса каяççӗ», — тет.

— Пӑрусене тивӗҫлипе тӑрантарма тӑрӑшатпӑр. Рациона урпа, сӗлӗ, люцерна, утӑ тата ытти кирлӗ япаласем кӗртетпӗр, — тет Владимир Лысов.

Çулталăкăн 365 кунне выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессишӗн вăхăтна ирттересси кашнинех парăнмасть. Тăрăшса, нумай тӗрлӗ йывăрлăхсене çӗнтерсе, тӗрлӗ задачӑсене татса паракан Лысовсем пек, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсемпе, паллах, ăмсанмасăр тӑма та май ҫук. Вӗсем тата ытти хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем туса хатӗрленӗ продукцие ялсемпе районсенче пурӑнакансем ҫеҫ мар, хуласенче пурӑнакансем те кӗтеҫҫӗ. Лысовсем пек ӗçчен те пултаруллă ҫынсем пур чухне ял хуҫалӑхӗн аталанма, ҫирӗпленме май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев